Ӳсĕр çынна сывлăх ан сун, ун саламне те ан йышăн
Чăвашсен, тутарсен, пушкăртсен, турккăсен, якутсен, узбексен тата ытти халăхăн пин-пин çул каялла пĕр кил, пĕр чĕлхе пулнă. Пирĕн мăн асатте-асаннесем çума-çумăн пурăнса пĕр çулпа утнă. Анчах тахăш вăхăтра самана кустăрми вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса тĕнчипе салатнă. Çапах хăйсен йăли-йĕркине, культурине, нацилĕхне упраса хăварма пултарнă. Халĕ те вĕсене ĕмĕртен ĕмĕре çырăнса пынă истори çыхăнтарать. Паянхи кун та пĕр-пĕринпе тус-тăванлă пурăнаççĕ. «Эпир — пĕр тымартан», — теççĕ вĕсем. Çак ятпах хаçатра çĕнĕ ярăм пуçлас терĕмĕр. Вăл чăваш вулаканĕшĕн кăсăклă пуласса шанатпăр. Паян тутарсем çинчен сăмах тапратар.
Тутарсен пуянлăхĕ — халăх мăнаçлăхĕ
«Тутар» ят икĕ сăмахран пулнине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем: тат — ют, ар — çын /ют çын/. Хăшĕ-пĕри монголсен йышĕнче тат йăхĕ пулнă тесе çирĕплетет. Тутарсен ячĕ 6-9-мĕш ĕмĕрсенче монгол-тунгус-маньчжур йăхĕсен хушшинче аталанма пуçлани паллă, ун чухне çак халăх Байкал çывăхĕнче пурăннă. 13-мĕш ĕмĕрте монгол-тутарсем Европăра вăй илнĕ. Çав тапхăрта унта Ылтăн Урта, каярахпа Хусан ханлăхĕ йĕркеленнĕ.
Хальхи вăхăтра тутарсем Раççейре, Казахстанра, Украинăра, Кăркăсстанра, Азербайджанра, Турцире, Румынире, Израильте, АПШра, Беларуçре тата ытти /пурĕ — 22/ çĕршывра пурăнаççĕ. Вĕсен йышĕ — 7 миллиона яхăн. 2010 çулхи çыравра — Раççейре 5310649 тутара шута илнĕ /вырăссем хыççăн — иккĕмĕш вырăнта/. Вĕсем 37 регион тăрăх саланнă. Тутарстанра 2 миллион ытла тутар пурăнать, Пушкăрт çĕрĕ çинче — 1 миллион. Тутарсен пысăк йышĕ çавăн пекех Челябинск /180 пин/, Оренбург /151 пин/, Ульяновск /150 пин/, Свердловск /143 пин/ облаçĕсенче тĕпленнĕ. Мускавра та вĕсем сахал мар — 150 пине яхăн. Юлашки çырав тутарсен йышĕ 2 процента яхăн ÿснине кăтартать.
Тутарсене темиçе ушкăна пайлаççĕ: Хусан тутарĕсем, мишерсем, крешĕнсем, Çĕпĕр тутарĕсем, Аçтăрхан тăрăхĕнчисем, Польшăпа Литва тутарĕсем, Пермьрисем, тĕптерсем /Пушкăртстан/. Крым тутарĕсем уйрăм халăх шутланаççĕ. Тутарсен чĕлхи Алтай çемйинчи тĕрĕк ушкăнĕн кыпчак чĕлхисен йышне кĕрет. Вĕсен 3 диалект: хĕвеланăç енчи /мишерсем/, Хусанти /вăтам/ тата хĕвелтухăç енчи /Çĕпĕр тутарĕсем/. Литература чĕлхи Хусан диалекчĕ çинче никĕсленнĕ. 10-мĕш ĕмĕртен пуçласа 1927 çулччен тутарсен араб графики пулнă, 1928-1936 çулсенче латин саспаллийĕсемпе çырнă, 1936 çултанпа вырăс графикипе усă кураççĕ. Тутар ачисем пуçламăш шкулта пур предмета та /вырăс тата акăлчан чĕлхисен урокĕсемсĕр пуçне/ тăван чĕлхепе вĕренеççĕ. Пĕтĕм Раççейри программăсемпе вĕренÿ кĕнекисене тутарла куçараççĕ. Тутарсем — мăсăльмансем. Çапах вĕсен йышĕнче православи тĕнне йышăннисем те, Турра ĕненменнисем те пур.
Чăвашсемпе çума-çумăн
Чăваш Енре, 2010 çулхи çырав тăрăх, 34214 тутар пурăнать. Вĕсем Патăрьел, Комсомольски, Куславкка, Йĕпреç, Елчĕк, Шăмăршă тата ытти районта тĕпленнĕ.
Тутарсем Атăлпа Кама тăрăхне хăçан килсе лекнĕ-ха? Тутар халăхĕн çутта кăларуçи Каюм Насыри çырнă тăрăх — 13-мĕш ĕмĕрте монголсем Атăлçи Пăлхара парăнтарнă хыççăн тĕрĕк кыпчакĕсем /Ылтăн Уртари тĕп халăх/ пăлхар çĕрĕсем çине куçса килме пуçланă. Çак тапхăрта кыпчаксем пăлхар-мăсăльмансемпе хутăшса кайнă: вĕсен чĕлхипе калаçма, вĕсен йăли-йĕркипе пурăнма тытăннă. 15-16-мĕш ĕмĕрсенче, историк шухăшĕпе, хальхи тутарсен нацилĕхĕ йĕркеленнĕ.
Чăваш Енри тутарсене мишерсем теççĕ. Чăвашсен паллă историкĕн Василий Димитриевăн тата ытти тĕпчевçĕн шухăшĕпе — тутарсем финн-угор йăхĕнчи мишерсемпе хутăшса кайнипе пулнă. Çав тапхăрта пирĕн тăрăхра вĕсен йышĕ самай пысăк пулнă. Мишерсен чĕлхи, культури мăкшă-ирçе халăхăнне çывăх теççĕ. Куславкка районĕнчи тутарсем мишерсенчен уйрăлса тăраççĕ, кусем Хусан енчисем шутланаççĕ.
Пирĕн республикăра тутар ялĕ — 22. Хăшпĕр тăрăхра вĕсем чăвашсемпе, вырăссемпе, ытти халăх çыннисемпе хутăш пурăнаççĕ. Чăваш Енри тутарсен чи пысăк ялĕ — Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам. Унта 5298 çын пурăнать. Сăмах май, республикăри чи пысăк ял çултан-çул хитреленсе те пысăкланса пырать. Комсомольски районĕнчи Урмаелте 3000 яхăн тутар хÿтлĕх тупнă. Халăхра ăна тутарсен тĕп хули теççĕ: Урмаелте республикăри тутарсене пĕтĕçтерекен наци культура автономийĕ /ертÿçи — Ферит Гибатдинов/ ĕçлет.
Икĕ халăхăн пĕр шăпа
Патăрьелпе Комсомольски тăрăхĕнчи тутарсем патĕнче сахал мар пулнă пирĕн журналистсем. Ку хутĕнче эпир Куславкка районĕнчи тутарсем патĕнче хăнара пултăмăр. Кармăш ялĕ 16-мĕш ĕмĕрчченех йĕркеленнĕ. Каюм Насыри историк шухăшĕпе — кунти тутарсем Теччĕ тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Халапа ĕненес пулсан, Кармăш ятлă хресчен ывăлĕсемпе /вĕсенчен пĕри Янгильда ятлă пулнă/ Атăл тăрăх хăпарса çăлкуç тĕлĕнче çĕр каçма чарăннă. Кармăша лайăх тĕлĕк тĕлленнĕ, çавăнпа вăл çак вырăнтах юлма шухăшланă: Шăнчас чăвашĕсенчен çĕр туяннă, ывăлĕсем ку тăрăхри хĕрсене качча илнĕ.
Ку халап чăнлăхпа пĕр килет-ши е ахаль юмах кăна — калама йывăр. Темиçе ĕмĕр каялла никĕсленнĕ ял тутарĕсем паянхи кун та Кармăшпа Янгильда тытса пынă йăла-йĕркепе ваттисене сума суса, тăван чĕлхене юратса, чăвашсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ.
«Эпир чăвашсемпе çума-çумăн çĕр-çĕр çул пурăнатпăр. Пирĕн ялпа чăваш ялне пĕчĕк çырма кăна уйăрса тăрать, — калаçăва пуçларĕç Кармăш шкулĕн вĕрентекенĕсем Халида Мухамедзяновăпа Равиля Хакимова. — Эс тутар, эс чăваш тесе нихăçан та пĕр-пĕрне уйăрман эпир. Тутарсем — чăвашла, чăвашсем тутарла пĕлеççĕ. Ваттисемпе пирĕн ăрурисем икĕ чĕлхепе аван калаçаççĕ. Унччен ачасем те чăвашла-тутарла “сутса ямалла” калаçма пултаратчĕç, анчах паянхи çамрăксем пĕр-пĕринпе ытларах вырăсла сăмахлаççĕ. Килте, ашшĕ-амăшĕпе тăван чĕлхепе калаçмаççĕ тенине пĕлтермест ку. Вĕсем чĕлхерен ютшăнмаççĕ, тутар каччипе тутар хĕрĕ тĕл пулсан тутарла калаçаççĕ. Хула пурнăçĕ витĕм кÿнине пула хăшпĕр ушкăнра ентешсем вырăсла пуплени те тĕл пулкалать», — терĕç хĕрарăмсем.
Кармăш шкулĕнче — 45 ача /танлаштарма: совет тапхăрĕнче шкулта 500 ытла ача пĕлÿ илнĕ/. Унта тăватă ялтан çÿреççĕ. Тутар ачисем тутар чĕлхипе литературине те, чăваш чĕлхине те уйрăм программăпа вĕренеççĕ. Шкул мероприятийĕсене хальхи модăпа вырăсла ирттерме хăнăхнă. Тăван чĕлхе халăх уявĕсенче янăрать, халăхăн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕн сумлă юбилейĕсенче /Габдулла Тукай, Муса Джалиль/ тутар сăвви-юрри илтĕнет. Шкулта пĕчĕк Сабантуй ирттересси йăлара, Наурус праçникне /Çĕнĕ çул/ ачасем юратаççĕ. Сăмах май, çак уявсенчен чăваш ачисем те юлмаççĕ. Вĕсем тус-юлташĕпе пĕрле тутар юррисене шăрантараççĕ, халăх ташшисене ура хуçса ташлаççĕ. Тутар ачисемшĕн чăваш кĕвви-çемми те ют мар иккен. «Ялта ирттерекен мероприятисенче пирĕн вĕренекенсем — чи хастаррисем. Вĕсем наци тумĕсене тăхăнса чăвашла, вырăсла тата тутарла юрлаççĕ-ташлаççĕ. Чăвашсен паллă сăвăçисен хайлавĕсене юратса вĕренеççĕ», — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ Ирина Борисова. Вăл — чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ.
Кашни çын хисепре
Кармăшра Сабантуй, Çăл праçникĕ /хальхилле — Ял кунĕ/ ирттересси йăлана кĕнĕ. Амăшĕн кунĕ, Çăварни /хĕле ăсатни/, Ваттисен кунĕ, Çĕнтерÿ кунĕ тата ытти уява тутарсем чыслăн паллă тăваççĕ. Культура çурчĕпе библиотека çумĕнче чылай çул каялла йĕркеленнĕ ачасен “Лейсан” тата аслисен «Чишме» ушкăнĕсем куракана халăх юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Уявсенче Куславккасене кашни çул тутар эстрадин паллă артисчĕсем саламлаççĕ.
Кармăш тăрăхĕнчи чăвашсемпе тутарсем пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана час-час çÿреççĕ. Калăпăр, Мăнкун чăвашсемшĕн кăна мар, тутарсемшĕн те уяв пулса тăнă. Шкул ачисем кашни çул пĕр-пĕрне пылак çимĕçсемпе, хĕрлĕ çăмартапа сăйлаççĕ. Чăвашсем те тутар апат-çимĕçне кăмăллаççĕ. Тутарсем нихăçан та хăнана сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямаççĕ. Пылак çимĕçпе тата чейпе хăналаççĕ. Беш-бармак /аш апачĕ/, зур-белиш /сийлĕ кукăль/, лапша яшки, панулми кукли — тутар килĕнчи кулленхи апат. Тутарсен чак-чакĕ пурте юратакан çимĕç пулса тăчĕ. Виç кĕтеслĕ кукăле те нумайăшĕ килĕштерет.
Çемьере ачасене тăван чĕлхене юратма, тĕн йĕркисене пăхăнма, йăласене тытса пыма пĕчĕклех хăнăхтараççĕ. Калăпăр, арçын ачасем ашшĕ-аслашшĕпе пĕрле пысăк уявсенче /Ураза байрам, Курбан байрам/ мечĕте çÿреççĕ. Хĕрачасем амăшĕпе асламăшне уяв апат-çимĕçне хатĕрлеме пулăшаççĕ. Рамадан вăхăтĕнче çемйипех типĕ тытаççĕ. Кармăшсем ĕçпе вăрçă паттăрĕсене асран кăлармаççĕ. Калăпăр, шкула Совет Союзĕн Геройĕн М.Салиховăн ятне панă, ун ячĕпех ялта сквер уçнă. Çар Мухтавĕн орденĕн кавалерне Я.Бикчантаева сума суса ялта “Байраш” парк йĕркеленĕ. Кармăш тăрăхĕнчи çырмасенче мĕн ĕлĕкрен çăл вырăнĕ чылай пулнă. Унти шыв питĕ тутлă теççĕ. Ăна хула çыннисем уйрăмах кăмăллаççĕ. Хĕрарăмсем халĕ те, килте кĕпе çумалли машина пур пулин те çăл патне чÿхеме çÿреççĕ. Вилнĕ çынсене те çăл шывĕпе çăваççĕ.
Авалхи йăласене манмаççĕ
Кармăш та çултан-çул ватăлса пырать: ялта çамрăк çемье сахал, ачасен йышĕ пĕчĕк. Ĕç вырăнĕсем çуккипе пурте Хусаналла тата Шупашкаралла тухса каяççĕ. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх усраса, пахчара ĕçлесе сĕт, аш сутса çемье енчĕкне пуянлатаççĕ. Темиçе гектар çинче çĕрулмипе нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Ватă çынсем ытларах кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Юлашки вăхăтра Куславкка тутарĕсем кăнтăр çимĕçĕсене ÿстерме тытăннă. Çулласерен кил хушшине чечек илем кÿрет.
Ĕлĕк Кармăшсем тутăр çыхас енĕпе ăста пулнă. Çак ĕçе ачасем те, ваттисем хутшăннă. Пĕрисем çыхма маçтăр пулнă, теприсем унпа суту-илÿ тунă. Кашни килте сурăх тытнă /шел те, халь вĕсем сахалланса пыраççĕ/. Чылай килте çыхмалли ятарлă машинăсем те пулнă. Паянхи кун ку ĕçпе аппаланакан çукпа пĕрех. Çул хĕрринче тутăр тавраш сутакансене халĕ те тĕл пулатăн, анчах вĕсен таварĕ кунти мар. Алĕçĕпе кăсăкланакансем хальхи вăхăтра качака çăмĕнчен сувенирсем тăваççĕ.
Самана çĕнелет пулин те тутар халăхĕ ĕлĕкхи йăласене манăçа кăлармасть. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе ирĕклĕн калаçаççĕ, тĕн йĕркисене те çирĕппĕн пăхăнаççĕ. Тĕслĕхрен, туй ирттерес йăла авалтан пырать. Хĕр килĕнче никах йăлине тумасăр /венчет евĕр/ пĕр туй та иртмест. Унта мулла, ваттисем тата ашшĕ-амăшĕ çамрăксене пил параççĕ. Тепĕр кунхине е тепĕр эрнерен тĕп туйне /кафе-ресторанта е каччă килĕнче/ кĕрлеттереççĕ. Хăнасем пĕри те пушă алăпа килмеççĕ: тăван-пĕтенне тĕрлĕ çимĕçпе сăйлаççĕ, çĕнĕ çемьене мăшăрлă парне параççĕ. Юлашки çулсенче çамрăк мăшăра укçа-тенкĕ парас йăла сарăлнă. Тутарсем ĕçкĕ-çикĕре эрехпе ашкăнмаççĕ, ку енĕпе питĕ çирĕп. Уяв ячĕпе коньяк кăна тутанса пăхаççĕ. «Ÿсĕр çынна сывлăх ан сун, ун саламне те ан йышăн», — теççĕ аслисем. Тин çуралнă ача ячĕпе эсим кашкарту ирттереççĕ. Мулла кĕлĕ туса ашшĕ-амăшĕ суйланă ята ача хăлхинчен пăшăлтатать. Çак кун килте мунча хутса кĕреççĕ, тăвансене хăнана чĕнеççĕ.
«Тутарсен пуянлăхĕ — халăх мăнаçлăхĕ», — теççĕ. Вĕсем ваттисем вĕрентнĕ пек пурăнса, пĕр-пĕрне пулăшса пырса малалла утаççĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ