Комментари хушас

29 Утă, 2014

Ял-йыша савăнтарать

ЧР Чĕр чун тĕнчин объекчĕсене, вăл пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес, чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх службин Вăрнар районĕнчи инспекторĕ Юрий Григорьев Кульцав ял тăрăхĕнчи сăвăрсем патне çитсе курма сĕнчĕ. Вĕсене чĕррĕн курманскер хаваспах килĕшрĕм.

Сăвăр çын тытсан куççуль юхтарсах макăрать тет. Çавăнпа ăна çынран пулнă теççĕ.
/Халăх сăмахлăхĕнчен/.

Çула май Вăрнар çумĕнчи Кĕçĕн Çавала пĕвелесе тунă ĕçмелли шыв управне çитсе куртăмăр. Таппи 5 çухрăма тăсăлать. Плотина 12,65 млн кубла метр шыв пухмалăх. "Çăрттан, карас лайăх ĕрчеççĕ", - пĕлтерчĕ инспектор. Инçетре кимĕ курăнчĕ. Хăшĕ-пĕри тетел-сĕрекепе тытса йĕркене пăсать.

Кульцавсен Ленин ячĕллĕ колхозне Социализм Ĕçĕн Геройĕ Сергей Коротков ертсе пынă çулсенче çак уйăхра тырă пусси тинĕс пек хумханнă. Сап-сарă уй та курăнмарĕ, комбайн та шавламарĕ. Çапах та Кульцавран темиçе çухрăмри Алманчăк ялĕ енче çулăн икĕ енĕпе куç умне сип-симĕс куккурус тухрĕ. Пилĕк таран çитĕнме ĕлкĕрнĕ. "Кульцавсен ял хуçалăхĕнче тăрăшакан обществи силос хывасшăн, - сăмахларĕ инспектор. - Вĕсен ферма та пур".

Сăвăрсен хăйăрлă-тăмлă лаптăкĕ - Кушлавăш юхан шывĕ хĕрринче. Ăна çемçе çулçăллă йывăç хупăрланă. "Çав тайлăмра ĕрчеççĕ, - аллипе тĕллесе кăтартрĕ Ю.Григорьев. - Иртнинче килсен тăваттăшĕ апатланма йăваран тухрĕç".

Пĕр самант сăнаса пăхса тăтăмăр - пĕри те курăнмарĕ. "Хыпар" фотокорĕн пушă шăтăксене ÿкернипех çырлахма тиврĕ. "Вĕсем ирхине тата каçхи кÿлĕм çеç апатланаççĕ. Халĕ - кăнтăрлахи апат вăхăчĕ. Сулхăнра канлĕн тĕлĕреççĕ, - ăнлантарчĕ биолог. - Вĕсемпе тĕл пулайманшăн ан кулянăр. Юнашарах - сăвăрсен тепĕр колонийĕ. Унта каятпăр".

Ура айĕнче темиçе вĕрлĕке асăрхарĕ те вĕсене лаптăкран йăтса тухрĕ. "Браконьерсем ăна йăва пуçне урлă хураççĕ. Тапăна унтан кăкарса яраççĕ", - терĕ.

Эпĕ ку çул çÿревре чăвашсем ĕлĕк этемпе танлаштарнă çак чĕр чуна курассишĕн тем пама хатĕрччĕ. Йĕпреç районĕнчи Çиçĕмкасси ялне çитме пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм. Ĕçтеш ку шухăша ырламарĕ. "Манăн аппаратпа инçетрен вĕсене хаçатра пичетлесе кăларма тивĕçлĕ пĕр ÿкерчĕк те тăваймăп. Çавăнпа Йĕпреç чикки таран тусан тăрăх шăлавар пĕççине лапăстаттарса çÿрени харама кайĕ", - алă усрĕ вăл. Юрать-ха, ÿкĕте кĕчĕ. Çине тăрса ыйтман пулсан сăвăра чĕррĕн курмасăрах таврăнаттăм.

Вĕсен пысăк ушкăнĕ Çиçĕмкассинчен темиçе çухрăмра, вашмăк вырăнта, тĕпленнĕ. Айлăмри юхан шывпа пач кăсăкланмаççĕ. Мĕншĕн тесен шыв ĕçмеççĕ. Вĕсен организмне ешĕл курăк нÿрĕкĕ те çитет. Автомашинăпа çак лаптăка айккинчи çулпа кĕрсе пăхса иртрĕмĕр. Вашăклăхра сахалтан та 25-35 йăван сарă хăйăрлă пуçĕ çуталса пычĕ. "Кунта пысăк çемье, 29 сăвăр. Пĕри те пулин тĕлĕрмелли вăхăта пăхмасăр курăк суйлама тухатех", - шанăç кĕртрĕ Ю.Григорьев.

Чăнах та, вăл калани тÿрре килчĕ. "Çав купа еннелле пăхăр-ха. Хăйăр çинче сарă кĕрĕклĕ тĕксĕм питлĕ сăвăр ларать. Çывăхарах пырса аппаратупа ÿкерсе ил", - терĕ фотокора. Лешĕ аппаратне алăра тытса сăвăр еннелле утрĕ. "Этем хăйĕн патне çывхарнине сăнаса тăраканскер йăвана кĕрсе тармĕ-ши? Пытансан килни кăлăхах пулĕ", - пуçра вĕлтлетсе иртрĕ шухăш.

Çук, вăл вырăнĕнчех ларчĕ. Фотокор аппарачĕпе пĕр чарăнмасăр ÿкерчĕ. Çынран, куллен тенĕ пек кунта çÿрекен кĕтÿрен шикленме пăрахнă-тăр. Тĕлĕнмелле! Малти икĕ урине сиктере-сиктере кăрин-кăрин! шăхăрчĕ, çемйине: "Йăваран пуç ан кăларăр!" - тесе асăрхаттарчĕ. Ун патне çитме 30-35 метр юлсан тин шăтăкне кĕрсе тарчĕ.

Çак вырăн - çул çумĕнчех. Кĕтÿ пĕрмай кунтан иртет. Ял çыннисем килсе çÿреççĕ. Сăвăрсем апатланнине кураççĕ. Вĕсене сăнаса савăнаççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.