Комментари хушас

30 Утă, 2014

Таркăн суд умне тăрать

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ ФСИНăн республикăри управленийĕн 3-мĕш колонийĕн ристанĕ Роман Сидоров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна колонирен тарнăшăн тата влаç представителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн айăплаççĕ.

Çак пăтăрмах кăçалхи çу уйăхĕнче пысăк шăв-шав çĕкленĕччĕ. 2010 çулта çын вĕлернĕшĕн тата ют пурлăха вăрланшăн судпа айăпланса 16 çуллăха çирĕп режимлă колоние хупнăскер, 29 çулти Р.Сидоров юсанмалли учрежденирен тарнă. Мĕнле майпа - халĕ хуравĕ уçăмлă ĕнтĕ.

Çĕрле колонири отрядсен тăррисем тăрăх иртнĕ, карта айĕпе шуса тухнă, дежурнăй смена сукмакĕ тата йĕплĕ пралукран тунă карта урлă каçнă, черетлĕ карта айĕпе шăтăк чавса унтан тухнă. Ытти чăрмавпа карта та таркăн çулне пÿлеймен. Ăна темиçе кунран тин тупнă - юсанмалли çак учреждени сотрудникĕсем засадăра пулнă май Çĕнĕ Шупашкарти юхан шыв порчĕн территорийĕнче тытса чарнă. Колоние каялла таврăнас килмен-тĕр - вĕçерĕнес тĕллевпе хăйне тытса чарнă сотрудниксенчен пĕрне йывăç чукмарпа çапнă.

Следстви шухăшĕпе - таркăнăн айăпне ĕнентерсе памашкăн материал çителĕклĕ, çавна май уголовлă ĕçе Çĕнĕ Шупашкар хулин судне тишкерме ăсатнă.

Палăртни вырăнлă: Р.Сидоров 2010 çулччен те икĕ хут судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ. 2007 çулта - ют пурлăха çаратма тăнăшăн, 2008 çулта - хулиганла тĕллевпе çынна хĕненĕшĕн. Çĕнĕ айăплав умĕнхи приговор вăхăчĕ çумне хушăнĕ те - ристан ирĕклĕхпе нумай çуллăха сыв пуллашасси иккĕленÿсĕр.

Асăннă пăтăрмах вара ăна айăпланипе кăна вĕçленмĕ. Маларах 3-мĕш колонин 26 çулти сотрудникĕ тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарнăччĕ, ăна та суда панă ĕнтĕ. Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн шăпах вăл тимлĕ пулманнине кура Р.Сидоров колонирен тарма пултарнă. Унсăр пуçне служба тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх ФСИН управленийĕн тата юсанмалли учрежденин должноçри 41 çыннине дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Çав шутра 5 сотруднике ĕçрен хăтарнă, пĕрне пĕчĕкрех должноçа куçарнă, 12-шне /списокра 3-мĕш колони пуçлăхĕ те пур/ службăна туллин тивĕçтерменни пирки асăрхаттарнă.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.