Раççей Федерацийĕн анлăшне пĕлтĕр Крым çурутравĕ таврăнчĕ. Тĕнче хакĕпе пăхсан - пирĕн çĕршывшăн çакă геостратегипе геополитика çитĕнĕвĕсем çеç мар, истори чăнлăхне çирĕплетни те пулчĕ.
Çуллана вĕçен кайăксенчен те хытăрах кĕтекенсем – археологсем. Утă-çурла уйăхĕсенче вĕсем çĕр çывăрмасăр çĕр чаваççĕ. Специалист историксемпе пĕрлех студентсем те тăрăшаççĕ.
Тăван халăх кун-çулĕнче XIII ĕмĕр вĕçĕнче - XIV пуçламăшĕнче хăрушла синкер пулса иртнĕ. Çак инкеке Уксах Тимур - Тамерлан - аркатăвĕпе, йÿркĕн нухайсем вĕçĕмсĕр тапăннипе, чылайăшĕ кипчакланнипе кăна ăнлантарма çук. Хевтине çухатнă халăха тапăнма çăмăлланнă тенипе вара килĕшмелле.