Комментари хушас

24 Раштав, 2013

Мур бумерангĕ

Тăван халăх кун-çулĕнче XIII ĕмĕр вĕçĕнче - XIV пуçламăшĕнче хăрушла синкер пулса иртнĕ. Çак инкеке Уксах Тимур - Тамерлан - аркатăвĕпе, йÿркĕн нухайсем вĕçĕмсĕр тапăннипе, чылайăшĕ кипчакланнипе кăна ăнлантарма çук. Хевтине çухатнă халăха тапăнма çăмăлланнă тенипе вара килĕшмелле. Мĕне пула тăрук халсăрланнă чăваш несĕлĕсем? Мĕн амакĕ пулса иртнĕ вĕсемпе? Хуравĕ паллă.

Узбек хыççăн 1342 çулта Ылтăн Урта престолне Джанибек хан йышăнать. Вырăс çул çыравĕсенче вăл ырă кăмăллă патша ятпа юлнă. Вырăс кнеçĕсемпе туслăскер Хура тинĕс тавралăхне, Атăлçие католиксен тĕнĕ сарăлассине чарса тăнă. Крымра йăва çавăрнă генуйсене тилхепере тытнă.

Çавăн чухне çеçен хире инкек йăтăнса анать. Çумăр, йĕпе юр çунă хыççăн сивĕтет те çĕр пăрланса ларать - çут тытăнать. Йÿркĕн йăхсен выльăх-чĕрлĕхĕ апатсăр юлать. Выçă вилĕмрен хăтарас тесе çынсем ывăл-хĕрĕсене генуйсене сутма пуçлаççĕ. Лешсем вара чĕрĕ тавара савăнсах туянаççĕ, кайран ытти çĕре чуралăха ăсатаççĕ. Çакна пĕлсен Джанибек хан питĕ çиленет: Урта сипечĕ- пе килĕшÿллĕн тупăша вăрçăра илме юрать - пÿтсĕр çаратни мар ку, çын инкекĕпе усă курса услам тăвасси вара - этем картинчен тухни.

1343 çулта Тан хулинче рейдра тăракан генуйпа венеций сарчĕсен ?купсисен% карапĕсен камантисемпе пăлхар купсисем çапăçса каяççĕ. Итальянсем лешсене лайăх кăна ĕнсе чикки çитереççĕ. Андреоло Чиврано венеций вара Омар хуçа ятлă пăлхар сартне вĕлерет. Хулара уртасемпе итальянсем хушшинче хирĕç тăру, çуйхашу-тытăçу тытăнать: йĕркесĕрлĕхе пула генуйсем 350 пине яхăн червун, венецийсем 300 пин яхăн червун тăкак тÿсеççĕ. Нумай итальян вилĕм тупать, чылайăшне тĕрмене лартаççĕ, ыттисем карапсем çине тарса хăтăлаççĕ.

Патак çинĕ пăлхар сарчĕсем нумай шухăшласа тăмасăр Джанибек патне çăхавпа вĕçтерсе çитеççĕ. Çăткăн та ĕмĕтсĕр колонистсене малтанах тарăхнă хан Тан хулине итальянсене кĕртме чарать. Хăй те Крыма çар ярать, генуйсен Кафа (халĕ Феодоси) карман хулине тытса илме хушать. Çапла вара Тан хулинчи пăтăрмах Урта ханне итальянсене, чăн малтан генуйсене, хасалама сăлтав парать (хаса - наказание). Венецийсем вăрçа, конкуренчĕсене - генуйсене - Крымран тапса кăларса ывăтма, Джанибек енче хутшăнаççĕ.

Кафа тапăну-хупăрлава хатĕрленсе кĕтсе илет, урта çарĕсем кармана илеймеççĕ. Колонистсем вара тинĕсрен тапăнсах тăраççĕ, халăха çаратаççĕ. Пĕр çапăçура генуйсен десанчĕ 5 пин яхăн урта çуйĕçне тĕп тăвать. Флот çукран Ылтăн Урта нуша тÿснине ăнланакан Джанибек Ази чеелĕхĕпе усă курать. Вăл чумапа чирлесе вилнĕ çыннăн ÿтне трепÿшпе (катапультăпа) карман стени урлă ывăтма хушать.

Кафара урпа (бубон) чуми мурланса каять. Чĕрĕ юлнă генуйсем карапсемпе кармантан тухса тараççĕ. Çула май Патша-Хулара - Константинопольте чарăнаççĕ. Византире чума мурĕ сиксе тухать, Европăна хуплать. «Хура вилĕм» Кафа вăрçине пула тапраннине Габриель де Муссис генуй çырса хăварнисем те упранса юлнă. Тĕнче литературин шедеврĕ, Джованни Боккаччо çырнă «Декамерон» та 1348 çулхи чума эпидемийĕпех çыхăннă.

Урпа чуми 1347 çулта Грецие, Сицилие, Далмацие ярса илет, тепĕр çул Францие тата Испание сарăлать, кĕркунне Англие тата Ирландие çитет. 1349 çулта чир Германире, Руçра, Скандинавире, Исландире алхасма тытăнать. Атăлçие те çитет. 1350 çул вĕçне европейсенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ чумапа чирленĕ, вĕсенчен çурри - 25 миллиона яхăн çын - вилнĕ. Чума мурĕн хумĕсем Европа витĕр 1361, 1362, 1369, 1372, 1382, 1388 çулсенче те тухнă. Кăнтăр Италире халăх йышĕ çурри ытла вилнĕ. Германире çынсен виççĕ тăваттăмĕш пайĕ пĕтнĕ. Акăлчансем 60 процента яхăн халăх çухатнă.

Ылтăн Уртари хир халăхĕсем вара чума асапне сисмен те темелле. Йăхсем уйрăмшаррăн, йÿркĕннĕн пурăннăран вĕсем карантинри пекех пулнă. Çитменнине нумай çын аялти пурçăн кĕпе-йĕм тăхăннă. Пурçăн вара йĕке хÿ- ре-шăши «лартса» çÿрекен, чумана саракан пăрçа-пыйтă таврашне ĕрчеме памасть - пурçăн çине шăрка сапаймаççĕ вĕсем.

Атăлçире тĕпленнĕ чăваш несĕлĕсем вара чума мурĕ пуçланнă тĕле йÿркĕн пурнăçран тахçанах сивĕннĕ, питĕ йăввăн та таччăн пурăннă. Ытти патшалăх кăтартăвĕсене шута илсен пирĕн несĕлсен пĕтĕмĕшле йышĕ çурри ытла чакнă темелле «хура вилĕм» алхасăвĕнче. Çак тапхăртан пуçласа ĕнтĕ Атăлçире кипчак (тутар) чĕлхи те анлăн сарăлма тытăнать.

Редакцирен. «Самант» журналăн çур çуллăх çырăнтарăвне выляса илме шăпа ярса пăхар. Крымри Кафа карман хулана хупăрласа илнĕ урта çарĕ чумапа вилнĕ çынна ăçтан тупнине кам малтан хуравлать - ăна редакци журнал çырăнса парать. Шăпа ярас текенсене тупсăма уçмалли кода та пĕлтерме хăрамастпăр: пасюк. Кам малтан хуравлать?

Менгу ТИМУР

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.