Ватă Чăваш

28 Кăрлач, 2015

Раççей Федерацийĕн анлăшне пĕлтĕр Крым çурутравĕ таврăнчĕ. Тĕнче хакĕ­­пе пăхсан - пирĕн çĕршывшăн çакă геостратегипе геополитика çитĕнĕвĕсем çеç мар, истори чăнлăхне çирĕплетни те пулчĕ. Çавна май тепĕр (ан тив, пысăк масштаблă мар) истори чăнлăхне аса илер: Перекоп каççи патĕнчи пĕр ял шăпине çутатар.

Крымри Литовск çурутравĕ çинче, Сиваш хĕрринче Штурмовое ятлă сала пур. Тĕрĕсрех, пулнă - халĕ вăл пĕтнĕ. Крым тутарĕсем ăна Эски Чуваш (Кивĕ Чăваш) тесе каланă. Истори докуменчĕсем çинче вара XX ĕмĕр пуçламăшĕччен çак ял Чуваш ятпа паллă, кайран вара - Старый Чуваш, 1948 çултан - деревня Штурмовая. Кăшт каярах чиркÿллĕ ял статусне илнĕ, сала пулса тăнă.

Крым çурутравĕнчи Чăваш ялĕн документлă историйĕ çакнашкал. 1783 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Раççей императрици II Екатерина Крым, Тамань тата Кубань тăрăхĕ­­сене Раççей çĕрĕсем тесе калакан манифест кăларнă. 1784 çулта Чăваш ялĕ Таври облаçĕнчи Перекоп уесĕ­н­­­­­че шутланнă (Таври тесе Крыма калаççĕ). I Павел патшана ларсан, 1796-1802 çулсенчи реформăсемпе килĕ­­­шÿл­­лĕн, ял Новороссийск кĕпĕрнинчи Перекоп уесне кĕнĕ. 1802 çулта Таври кĕпĕрнине никсĕлесен Чăваш ялĕ çак кĕпĕрнери Перекоп уесĕнчи Бустерчин вулă­­­­­сĕнче шутланнă.

Çак вăхăт тĕлне ялта хĕсметри чăвашсем юлман та - 1805 çулта унта 51 кил (картиш) ларнă. Чăваш ялĕнче 261 крым тутарĕ, 44 чикан тата 10 ясыр шутланнă (ясыр - тыткăна лексе чуралăхра пурăнакан çын). 1817 çулхи çар топографи картти çинче Чăваш ялĕнче 50 кил кăтартнă. 1829 çулхи вулăс реформи хыççăн салана Ишунь вулăсне кĕртнĕ (Ишунь - Бустерчин вулăсĕн çĕнĕ ячĕ). 1842 çулхи картта çинче Чăваш ялĕнче 64 кил.

1853-1856 çулсенчи Крым вăрçи хыççăн вырăнти тутарсем чикĕ леш енне йышлăн куçма тапратнă. Чăваш ялĕнче пурăнакансем те Турцие тухса кайма тытăннă. 1864 çулта унта пурĕ те 6 кил тата 28 çын шутланнă. 1865-1876 çулсенчи картта çинче Чăваш ялĕ вырăнĕнче - ятсăр хутор, çын çук. 1887 çулхи X ревизи пĕтĕмлетĕвĕсенче Чăваш ялĕ çĕнĕрен пур: унта 5 кил ларнă, 16 çын пурăннă.

Земствăн 1890 çулхи реформи хыççăн Чăваш ялне Воинск вулăсне кĕртнĕ. 1892 çулта унта 7 кил те 32 çын пулнă. 1900 çулта Чăвашра 10 кил ларнă, 40 çын пурăннă. Перекоп уесĕнчи статистика очеркĕнче 1915 çулта яла Кивĕ Чăваш (Старый Чуваш) ятпа палăртнă.

Крымра Совет влаçĕ çирĕпленсен 1921 çулта вулăссене пăрахăçланă, Перекоп уесне Джанкой ят панă. Кивĕ Чăваш çак уесри Ишунь районне кĕнĕ. 1922 çулта уессем вырăнне округсем туса хунă. Тепĕр çултан вĕсене пăрахăçланă, Ишунь районне те пĕтернĕ. Ватă Чăваш Джанкой районне кĕнĕ. 1926 çулхи Пĕтĕм Союзри перепиçре çак яла Джанкой районне кĕрекен Армяно-Базарск ял советĕнче кăтартнă. 1930 çулта Ишунь районне çĕнĕрен туса хунă, яла унта кĕртнĕ. 1937 çулта Ишунь районне Красно-Перекопск ят панă.

1944 çулта Крыма фашистсенчен тасатсан Патшалăх хÿтĕлев комитечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн крым тутарĕ­­сене Вăтам Азие департациленĕ. РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1948 çулхи майăн 18-мĕшĕнчи Указĕ тăрăх Кивĕ Чăваш ялне деревня Штурмовая ят панă. Армянск поселокĕн советне кĕрекен Штурмовая салине 1954-1968 çулсенче пĕтернĕ.

Çырса кăтартнă фактсене кĕскен тишкерер. Чăваш ялĕ Перекоп каççинче вырнаçнă пулнă. Перекоп карманĕ (крепоçĕ) вара Крымшăн яланах тĕп крепость вырăнĕнче пулнă. Перекоп тутарла Ор-Капы, чăвашла - Урăм-Хапха. Ор, Урăм сăмахсем ров ăнлава пĕлтереççĕ.

Паллă ĕнтĕ - Чăваш ялĕ çар, хÿтĕлев пĕлтерĕшлĕ пулнă, ытахальтен никĕслемен ăна. Крым ханлăхĕ чухне пуçланман ĕнтĕ вăл - ку та паллă. Апла пĕтĕмлетÿ пĕрре: Раççей çарĕсен гарнизонĕ тăнă ял пулса тухать Чăваш.

1478-1774 çулсенче Крым ханлăхĕ Турци - Осман империйĕн хÿттинче (вассалĕнче) тăнă. Вырăс çарĕсем Крымра ирттернĕ кампанисем - Раççей-Турци вăрçисен пайĕсем. Перекоп карман-хула патне вырăссем чăн малтан 1689 çулта пынă. Крым походне ертсе пынă Василий Голицын ун чухне крепоçа штурмламан. 1736 çулхи çар кампанийĕнче вырăс çарĕ Перекоп, Гезлев (е Кезлев - Евпатори), Бахчисарай, Акмечет (Симферополь) хулисене илнĕ.

1762 çулта раççей престолне II Екатерина тытса илет. 1763 çултан тытăнса Моздокпа Червленăй тăрăхĕ таран казаксен çар станицисене лартма тытăннă. 1770 çулта патша майри Днепртан Азов тинĕсĕ таран çар тĕкки тăвассине çирĕплетнĕ. Перекопа иккĕмĕш хут 1771 çулта Василий Долгоруков кнеç тытса илнĕ, Крым витĕр тухнă унăн çарĕ çав походра. 1774 çулта Раççейпе Турци Кючук-Кайнарджийскра мир килĕшĕвĕ тăваççĕ.

Мир хыççăн Раççей империйĕ çĕнĕ чикке çирĕплетме тытăнать. 1777 çулхи апрель уйăхĕнче Азов-Моздок çар тĕккине тума тытăннă. Çакнă чухне ĕнтĕ шăпах Атăл казакĕсене кăнтăрти крепоçсем патне куçарнă. Вĕсем хушшинче чăвашсем те нумай пулнă.

II Кĕтерне патша майри, 1768 çулта Атăл тăрăхĕнче çул çÿренĕскер, Шупашкарта та пулса курнăскер, чăвашсене чунран юратса та хисеплесе Перекоп патĕнчи çар тĕллевлĕ яла вĕсен ячĕпе паман ĕнтĕ. Çав ял гарнизо­­­­нĕ­нче малтан чăвашсем хĕсметленнĕ - çавăнтан тухнă та ял ячĕ.

Хура тинĕсĕн çурçĕр тăрăхне пула 1787-1791 çулсенче Раççей-Турци вăрçи сиксе тухать. 1792 çулта Ясс хулинче Турципе Раççей мир килĕшĕвне алă пусаççĕ. Çакăн хыççăн ĕнтĕ Перекоп патĕнчи пĕчĕк гарнизонсен хакĕ пĕтет. Чăваш ялĕнчи гарнизон тытса тăрасси пăрахăçланать. Яла крым тутарĕсем куçса пыраççĕ.

Крым тутарĕсем яла Ватă Чăваш тенĕрен, ахăртнех, Çĕнĕ Чăваш ялĕ те пулнă пуль. Ăна никĕслекенсем чăвашсем те мар пулĕ. Çĕнĕ Чăваш ялĕ те Крымра пулман темелле. Перекоп патĕнчи Чăваш ялĕнчен куçса кайнă Крым тутарĕсем Турцире никĕслеме пултарнă ăна. Паллах ĕнтĕ, Çĕнĕ Чăваш ятлă ял Турцире халĕ çук.

Тим Шахлинский

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.