Иртнипе малашлăх чиккинче

30 Раштав, 2014

Çĕр-анне

«Çăкăртан асли, çĕртен хакли çук», - текен каларăш тăван халăхшăн ĕмĕрсем хушши тĕнчери чи пысăк тĕрĕслĕх пулнă. Çамрăк ăрăва çак сăмахсем паян мĕн калаççĕ-ши? Турра шĕкĕр, выçлăх мĕнне пĕлмеççĕ çамрăксем: «Хытса кайнă çăкăр татки те - чăн телей!» - тесе ÿсмен вĕсем.

29 Авăн, 2014

Александр Пушкин тата чăваш пики Улькка

Чăваш историне Александр Сергеевич Пушкин 1824 çулта кĕрсе вырнаçнă темелле. Çав çул çĕртмен 7-мĕшĕнче вăл Одессăран П.Вяземский патне çыру çырать. «Паян санăн арăму çитрĕ, санăн çырăвусене тата Василий Львович мадригалне илсе килчĕ.

29 Çурла, 2014

Шупашкар

Шупашкар мĕнле пуçланса кайни çинчен нумай тавлашнă, малашне те калаçăпăр. Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть çак сăмахăн: чăваш пĕтмесĕр те чарăнмасть вăл. Чăваш вара тĕнче пĕтсен те виçĕ кун пурăнать тет! Çапах та шĕкĕр хуламăр пуçламăшĕн йĕрри паян кун та палăрать кăна мар – куç тулли тăрать.

29 Утă, 2014

Аксу виç кĕтеслĕхĕ

Пăлхавăр тăвĕ. Тутарстан Республикинчи Аксу районĕ чăваш чунне чи тăван тăрăх тесех палăртмалла. Районăн пурнăç тымарĕ – Аслă тата Кĕçĕн Сĕнче юхан шывĕ­­сем. Аслă Сĕнче – 1978 çултанпах регион шайĕнчи çут çанталăк палăкĕ. Çырма тăрăх çынсем сĕм-сĕм авалран вырнаçнăран Аксу çĕрĕ мĕн кăна пытарса упрамасть-ши?

Pages