Комментари хушас

29 Авăн, 2014

Александр Пушкин тата чăваш пики Улькка

Чăваш историне Александр Сергеевич Пушкин 1824 çулта кĕрсе вырнаçнă темелле. Çав çул çĕртмен 7-мĕшĕнче вăл Одессăран П.Вяземский патне çыру çырать. «Паян санăн арăму çитрĕ, санăн çырăвусене тата Василий Львович мадригалне илсе килчĕ. Унта вăл эсĕ хÿхĕм княгиньăпа пурăнăн тет* ан ĕнен ăна, чунăм, ан та кĕвĕç. Çырăвусем мана нумай тĕлĕшрен савăнтарчĕç, хăвăн эпиграмму хыççăн эсĕ лăплантăн пулас. Тахçанах çапла пулмаллаччĕ! Пирĕн, чăвашсен, критика çук, патак çĕклени темĕн сипетсĕр* çапăçма чĕнни çинчен шухăш тытни вара - кулăш та, çылăх та: цып-цып е цыц-цыц вара пач урăх ĕç. Грибоедов эпиграммине ярса пар-ха мана...» ?Жена твоя приехала сегодня, привезла мне твои письма и мадригал Василия Львовича, в котором он мне говорит, ты будешь жить с княгинею прелестной* не верь ему, душа моя, и не ревнуй. Письма твои обрадовали меня по многим отношениям, кажется ты успокоился после своей эпиграммы. Давно бы так! Критики у нас, чувашей, не существует, палки как-то неприличны* о поединке и смех и грех было и думать, то ли дело цып-цып или цыц-цыц. Пришли мне эпиграмму Грибоедова...%

Пушкинпа Вяземскийе «чăвашлатнă» паллă çыруччен маларах та чăвашсене асăнни пур аслă поэтăн. 1920 çулта çырнă «Эпĕ вырăс театрĕ çинчен асăрхаттарнисем» статьинче Александр Сергеевич чăваш хĕрне асăнать: «Эхер ыттисем пирки калаçас тесен малтан хăвăн пирки калаçмалла-и/ Карамзинăн «Историне» критиклекен ятсăркка валли Лужническ пустынникĕн кивĕ маски кирлех-ши/ Нимĕç хĕрĕ Леонорăна Шотланди хĕр-упраçĕ Людмилăпа е чăваш пики Ольгăпа танлаштарас тесен Чухонь ялне пытанмаллах-ши/»

?Должно ли сперва поговорить о себе, если захочешь поговорить о других/ Нужна ли старая маска Лужнического пустынника для безымянного критика «Истории» Карамзина/ Должно ли укрываться в чухонскую деревню, дабы сравнивать немку Леонору с шотландкой Людмилой и чувашкой Ольгою/%

Чăваш пики Улькка историйĕ çакнашкал. 1816 çулта Павел Катенинăн «Ольга» баллади пичетленнĕ. Ку хайлав Г.Бюргерăн «Леонора» балладин ирĕклĕ куçарăвĕ. Леонора - каччине Австрипе Прусси вăрçинчен ?1741-1748% кĕтсе илеймен нимĕç пики. Çак балладăнах В.Жуковский те «Людмила» ятпа куçарнă пулнă. Людмила хăйĕн каччине Раççейпе Ливони вăрçинчен ?XVI-XVII ĕмĕрсем% кĕтсе илеймест. Катенинăн балладинчи Ольга вара савнине Раççей-Швеци вăрçинчи Полтава çапăçăвĕнче çухатать.

Çакна та асăрхаттармалла. Лужническ пустынникĕ ?е Лужницки старецĕ% - Лужницк Слободинче пурăннă М.Т.Каченовскин хушма ячĕ. Чухонь ялĕнче пытанмалла тесе поэт Н.И.Гнедич пирки калать. Лешĕ «Сын Отечества» журналта «Людмила» балладăна критикленĕ, ятне вара кăтартман, автор Питĕр кĕпĕрнинчи Тентелев ялĕнче пурăнать тесе кăтартнă. Чухонсем тесе вăл вăхăтра финсене тата фин-угор халăхĕсене каланă.

Павел Катенин - сăвăç, тăлмач, нумай чĕлхе пĕлекен, критик, наука академийĕн ĕçтешĕ. 1812 çулхи Тăван çĕр-шыв вăрçине хутшăннăскер вырăс çарĕн чикĕ леш енчи походĕнче те пулнă.

Çак çырăвсем Александр Пушкин чăвашсем çинчен чипер-аванах чухланине кăтартаççĕ. Паллах, поэт хăйсен ăратнин кун-çулне лайăх пĕлнĕ, унăн несĕлĕ Тимофей Семенович 1618 çулта Çĕрпÿ вăйпучĕ пулнă. Çавăнпа поэт чăвашсене пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук.

Николай Карамзин историкрен те илтнĕ Патша Салинче вĕреннĕ лицеист Пушкин чăвашсем çинчен. Николай Михайлович çемьине тăтăшах кĕрсе çÿренĕ вăл.

1826 çулта Иакинф атте пуç янинчен хăтăлса Питĕрти чаплă çынсемпе паллашсан Никита Бичурин Пушкинпа туслашнă. Çакăн хыççăн «ентешĕсем» - чăвашсем - çинчен тата лайăхрах пĕлекен пулнă поэт. Дмитрий Ознобишин çырăвĕсенче те вуланă вăл чăвашсем çинчен.

«История села Горюхина» сатира-повĕçе вĕçлесен 1831 çулта Александр Пушкин «Аслă Петĕр патша тата унăн - III Петĕр государь таранхи тăхăмĕсен кун-çулĕ» хайлава çырас кăмăл пур тесе архивсенчи хутсемпе паллашма ирĕк ыйтать. 1832 çулта поэт «Дубровский» роман çырма пуçлать. Хресченсемпе улпутсен хутшăнăвĕ-çыхăнăвĕ, хирĕç тăрăвĕ кăсăклантарма тытăнать поэта. 1830-1831 çулсенче Питĕрте тата Раççей кĕпĕрнисенче халера пăлхавĕсем, Новгородпа Старая Руссăри çар лартăкĕсенчи ?поселенийĕсем% хирĕçÿсем те халăх кăмăлсăрлăхĕн кăварĕ амалансах тăнине систереççĕ. Александр Сергеевич III Петĕр государь ятне йышăннă Е.Пугачев шăпипе интересленсе кайнинчен тĕлĕнмелли çук çавăнпа. Хресчен вăрçипе çыхăннă документсене вуланă май Пугачев вăрçи çинчен хайлав çырма шут тытать вăл. Архив материалĕсемпе паллашни кăна çителĕксĕррине туйса илсен пăлхав куртамçисемпе ?свидетелĕ­­семпе% тĕл пулса калаçма тĕв тăвать, I Микулай патшаран Хусан тата Оренбург кĕпĕрнисене çитсе килме ирĕк ыйтать. 1833 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче поэт çула тухать. Çак çул çÿревре пулнă та ĕнтĕ Александр Сергеевич чăвашсем пурăнакан тăрăхсенче - критика мĕнне пачах пĕлмен «ентешĕсем патĕнче. Аслă поэт Чăваш Ен тăрă­­­­­хĕ­н­­­­­­че пулнине сăнарласси - чăваш ÿнерĕн мешехи тесех каламалла. Н.Сверчковăн «Пушкин чăваш ялне килни» тата Н.Овчинниковăн «Çăл куç па­­­­тĕ­нче» картинисем чи паллисем шутланаççĕ.

Хальхи Чăваш Енре поэт ăçта чарăнни, ăçта çĕр каçни пирки тĕпчевçĕсен пĕр шухăш çук - тĕрлĕрен калаççĕ. Мĕнле çулпа пыни вара паллă. Питĕртен Твере, унтан - Мускава. Мускавран Оренбург тата Уральск хулисене кайнă. Владимир, Чулхула, Шупашкар, Сĕве, Хусан, Чĕмпĕр урлă ям ?çам, почта% çулĕ выртнă. Ăна вырăнти халăх хывнă, юсаса пăхса тăнă. Ям тытăмне Ылтăн Урта вăхăтĕнчех йĕркеленĕ, аслă çулсен тăршшĕпех - 40-50 çухрăмран - ям ?çам, почта% станĕсем лартнă. Ям станцийĕ­­сене чарăнмалли кил карти ?постоялый двор%, килекенсен çурчĕ ?дом приезжих% тесе каланă. Станци хуçине вара пăхаканни ?смотритель% тенĕ. Çам станĕнче килен-каян канма пултарнă, лашисене улăштарнă. Чăваш Ен тăрă­­­хĕн­­че чи паллă ям станĕсем Станьялта тата Ĕсмелте ?Октябрьски% пулнă.

Хальхилле каласан, çул çÿреве тухнă Александр Сергеевич Етĕрне, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсем витĕр пынă, Сĕве хулине Кĕçĕн Сĕнтĕр ?Станьял% - Шупашкар - Юртукасси ?Ердово, Пихчурино% - Ĕсмел - Карач - Тĕрлемес маршрутпа кайнă.

Чулхулана Александр Сергеевич авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче çитнĕ. Унтан тухсан Васильсурскра, Станьялта çĕр каçнă, авăнăн 4-мĕшĕнче поэт Шупашкара çитнĕ. Çам станĕ Успени урамĕнче, хула варринчех вырнаçнă пулнă ?кайран çак урама Роза Люксембург ятне панă, халĕ - Шупашкар кÿлмекĕн лапамĕ%: хальхи Наци музейĕ патнерех, Шупашкар ?Чебоксарка% çырми хĕрринче ларнă. Шупашкарăн вăл вăхăтри тăватă пысăк урамĕпе - Собор, Благовещенск, Староблаговещенск, Верхнебасурманск тата Нижнебасурманск кассисемпе кайнă. Хальхилле - К.Иванов, К.Маркс, Ленинград, Урицкий урамĕсемпе пынă. Нижнебасурманск урамĕ вара паян çук - кÿлмек тĕпне юлнă.

Шупашкарта чарăнсан Александр Сергеевич хулапа тĕплĕнрех паллашать: Введенск соборне кĕрет, Атăл хĕрне тухса курать, пасара та çитет, çынсемпе калаçать. Пĕр 4 сехете яхăн пулнă теççĕ аслă поэт Шупашкарта. Малалла ăна Якку ятлă ямшăк кÿмепе лартса кайнă тет.

Александр Сергеевича Юртукассинчи ям хуçи каласа кăтартнă историне нумайăшĕ пĕлеççĕ. Ункă юхан шывĕ хĕррине лартнă утă купи патĕнче Пугачева темле йытă çулăхнă тет. Купа ăшне чакаланса пытаннă анчăка тытма тăрсан утă ăшĕнче улпутăн икĕ хĕрĕ тупăннă пулать.

Пушкин çул çÿревĕпе çыхăннă чăваш легендисем уйрăмах «сĕтеклĕ». Вĕсем халăх ăсĕнче кайран хывăннă, Раççей тата тĕнче культурин улăпĕ чăваш çĕр-шывĕнче те пулса курнине фольклор чĕлхипе ытарлаççĕ. Аса илер-ха çак хавхасене.

Сĕвене çул тытнă Александр Сергеевич Анаткас, Туçи, Тосинкасси витĕр тухнă. Урай ялĕ патĕнчи кĕпере вара шалкăм çумăр ишнĕ пулнă тет. Поэт ларса пыракан кÿмене çырма урлă каçарма икĕ чăваш кĕтÿçи пулăшнă. Вĕсенчен пĕри мăйĕнчен темĕнле шăхлич çакса янă. «Мĕн ку/» - ыйтнă унран поэт. «Сăрнай. Чăвашсем юрри-кĕввине унпа калаççĕ», - хуравланă кĕтÿçĕ.

Александр Сергеевич çĕр каçма Ĕсмел çамĕ­н­­­­че чарăннă. Никита Сверчковăн тата Николай Овчинниковăн картинисем шăпах ĕнтĕ çак ĕç-пуçа сăнарлаççĕ. Урамра тĕл пулнă чăваш пикин илемĕ тыткăнланă тет поэт чунне. 1820 çулта çырнă ?1895 çулта пичетленнĕ% «Эпĕ вырăс театрĕ çинчен асăрхаттарнисем» статьяна шута илсе Александр Сергеевич Ĕсмелте курнă хĕре кайран Улькка тесе чĕнме тытăннă. Çав ятпах кĕрсе юлнă та вăл чăваш ÿнер тата халăх историне. «Чаплă сăвăçа чăваш пики кăсăклантарнине кăтартасшăн пулни - пĕр тĕллев. Улькка та хăйĕнпе мĕнле улпут кăсăкланнине пĕлесшĕн пулнах ĕнтĕ - ку тепĕр тĕллев. Çавăнпа хĕр-упраçа та Пушкин енне пăхтартăм», - ăнлантарнă кайран Никита Кузьмич «Пушкин чăваш ялне килни» картини пирки. Кĕвентепе икĕ патьен шыв çĕкленĕ пикепе аслă поэт куçĕсемпе тĕл пулаççĕ, Улькка сăнарĕ Пушкин асĕнче ĕмĕрлĕхех юлать. «Картинăна эпĕ çамрăкрах чухне, 1952 çулта ÿкернĕччĕ. Чăваш ялĕн кĕрхи илемне, йăрăс пÿллĕ пике хитрелĕхне те харăсах кăтартасшăн пултăм, анчах манăн сăрăсем тĕксĕмреххĕн тухрĕç. Çутăраххисем кирлĕччĕ...» - тесе хаклатчĕ кайран Никита Кузьмич хăйĕн ÿнер хайлавне.

Çак сюжет йĕрне Николай Овчинников малалла тăсрĕ. 1998 çулта «Çăл куç патĕнче» картина ÿкерчĕ. Хайлавра Александр Сергеевича та, уявла тумланнă чăваш пикине те çутă тĕссемпе сăнарланă, иккĕшне ытти çынсенчен уйрăмлатнă.

Алесандр Сергеевич Шупашкарта пулнине те ÿкернĕ ÿнерçĕсем. Пушкин темине чăвашсен çеç мар, ытти халăх художникĕсем те малалла уçас пирки иккĕленес çук.

Пушкинпа çыхăннă хавхасем.

- Ĕсмел аслă урамĕпе уткаласа çÿренĕ хыççăн Пушкин çам çурчĕ умĕнчи сарлака сак çине ларса чăваш ялне, ял-йыша сăнать. Халăхра юлнă сас-хура тăрăх, поэт канса ларнă сак вăхăт иртсен асамлăх хăвачĕпе тулать. Виçĕ енлĕн палăрать унăн юмĕ. Хĕне кайнă чирлисене сипленме пулăшнă тет вăл. Кунсăр пуçне унăн хăвачĕ сыхча вăйне те кăтартнă - инкек-нехекрен хăтарнă. Пушкин канса ларнă сакăн чи паллă енĕ вара - хĕсĕрлĕхрен хăтарма пулăшни. Ача çуратайман хĕрарăмсем ун çине сипленме ларсан кайран çие хăварнă тет! Станцие пăхаканнинчен ирĕк ыйтса ача çуратас текен мăшăрсем сак çинче çĕр каçни тет пулкаланă имĕш.

- Пушкин Ĕсмелте чарăннă каç ялта туй пулнă тет. Çул çÿрекен улпута чăвашсем уява чĕннĕ пулать. Пушкин чăваш туйне пырса курнă, хăш-пĕр йăла-йĕркисене те хутшăннă, халăхпа пĕрле юрланă та ташланă тет. Качча тухакан пикен уяв тумтирĕ поэта калама çук килĕшнĕ, унăн пуянлăхĕ тата илемлĕхĕ питĕ тĕлĕнтернĕ.

- Александр Сергеевичăн çывăх тусĕ - Иакинф атте ?Никита Бичурин% - çак тăрăхра ÿссе çитĕннине пĕлнĕрен Пушкин Шĕнерпуçне те çитсе килнĕ-мĕн. Чиркÿпе юнашар пытарнă Никита Яковлевичăн амăшĕн вил тăприне пуç тайнă пулать аслă поэт.

Иван Тенюшев,

Дина Кустова, ЧПУ студентки

«Иртнипе малашлăх чиккинче» проект ЧР Ин­фор­маци политикин тата массăллă коммуникацисен минис­терстви пулăшнипе пурнăçланать

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.