Шупашкар

29 Çурла, 2014

Шупашкар мĕнле пуçланса кайни çинчен нумай тавлашнă, малашне те калаçăпăр. Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть çак сăмахăн: чăваш пĕтмесĕр те чарăнмасть вăл. Чăваш вара тĕнче пĕтсен те виçĕ кун пурăнать тет! Çапах та шĕкĕр хуламăр пуçламăшĕн йĕрри паян кун та палăрать кăна мар – куç тулли тăрать. Шупашкар кÿлмекĕн çыранне тухсан – аваллăх никĕсĕ халĕ те курăнать. Шупашкар мĕнле пуçланса кайни пирки пуç çĕмĕрме кирлĕ мар: Владимир сăрчĕ тата Чебоксарка çырми хÿттипе никĕсленнĕ тăван хула. Атăл тăрăх çÿрекенсем чарăннă кунта. Хÿтĕ те лăпкă гавань тараватлăхĕ халĕ те уçăмлă.

Кăçал Шурă Шупашкарăн кĕçĕн юбилей – 545 çул тултарчĕ вăл. Историографи ăслăлăхĕсен мешехипе килĕшÿ­л­­лĕн – хулана-яла хăçан никĕсленине ăна çул çыравра малтанласа асăннинчен кăлараççĕ. Шупашкара вара 1469 çулта Иван Дмитриевич Руна вăйпут ертсе пыракан кимĕ тĕкĕрчĕ (судовая рать) Хусана походпа кайнă чух летопиçре пуçласа асăннă.

«Вара çав кунах Чулхуларан 60 çухрăм ишсе анса çĕр каçнă: кăнтăрла çитиччен Рознежра апатланнă, Шупашкарта çĕр каçнă та Шупашкартан вара кунĕпе кайнă, каçпа та çĕрĕпе кайнă, Хусан патне вара ирпе ирех çитнĕ, çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче, 50-мĕш эрнере...» (И того же дни отплывше от Новагорода 60 верст, начевали, а на утрее обедали на Рознежи, а начевали на Чебоксаре, а от Чебоксари шли шли весь день, да и ночь ту всю шли, и приидоша под Казань на раннеи зоре, майа 21, в неделю 50-ю...)

Вырăсла «на Чебоксари» тесе асăннине те ăнлантарса памалла. XV-XVII ĕмĕрсенчи çул çыравсенче «на» предлогпа çырма хĕрринчи юхан шыв ячĕллĕ ял-хулана пĕлтерме тăрăшнă.

1469 çулччен чылай маларах Шупашкар вырăнĕнче хула пулнине çирĕплетекен фактсем нумай. Шупашкар ГЭСне тăвас ыйту çĕкленсен СССР наукăсен академийĕн Археологи институчĕ 1969-1973 çулсенче Шупашкарта археологи экспедицийĕсем ирттернĕ. 1979-1980 çулсенче вара шыв айне пулакан вырăнсене Чăваш археологи экспедицийĕ тĕпченĕ. Тупнă материалсем çакăнта авал пăлхар хули вырнаçнине çирĕплетеççĕ. Пăлхарсем пурăннă вырăн пысăк хула пулса тăнине вара монгол-тутарсен тапăнăвĕпе çыхăнтараççĕ. Ăсчахсен шухăшĕпе, XIII ĕмĕр вĕçĕнче, монгол-тутарсем Чулман Атăл (Кама) – Шур Атăл – Атăл тăрăх-хутлăхри ял-хулана çĕмĕрсе тухсан, Шупашкар вырăнĕнче ларакан хулана халăх йышлăн куçнă. Хулан ячĕ те паллă – Вăта Сăвар.

Пĕр тăван Франциск тата Доминик Пициганисем 1367 çулта хатĕрленĕ картта çинче Шупашкар тĕлĕнче хула ÿкернĕ, анчах ятне çырман. Cibocary (Цибоксари) текен хула пур картта çинче, анчах ăна Анат Атăлçире кăтартнă. Нумай тĕпчевçĕ шухăшĕпе, Пициганисем кăштах темĕскер арпаштарнă.

1375 çулхи Каталон атласĕнче те Шупашкар вырăнĕ­н­­­­­­чи хулана кăтартнă – ятне палăртман. 1459 çулта Фра-Мауро ÿкернĕ картта çинче тин унăн ячĕ пур: Веда-Суар. Фра-Мауро хăйĕн ĕçĕнче авалхи карттăсемпе усă курнă, хула ятне çавсенчен илнĕ. Сăр-Атăл юхан шывĕсен хутлăхне вара карттăçă Амазони тесе палăртнă. Шупашкар тени А.Джекинсон акăлчанăн 1562 çулта кăларнă картти çинче чăн малтан тĕл пулать: Шабоксар (Schabokchar).

Çапла вара, хулан малтанхи ячĕ Вăта Сăвар (Веда Суар). Кайран вара çак ят манăçать – Атăл тăрăх çул çÿревсем нумайлансан хулана икĕ ятпа чĕнме пуçлаççĕ: Чебоксар тата Шупашкар. Чебоксар тенине чăвашла Çупахсар (Çупах шурĕ) темелле, кунта нимĕнле кăткăслăх та çук. Шупашкар тенине ытларахăшĕ çармăс чĕлхипе çыхăнтараççĕ: шопашка – ар (катка тата вырăн: каткара); шавакш – энгер (çăл катки – родник с катушкой). Шавакш энгертен Шупашкар тума ытла кăткăс. Тен, Шупашкар тени Чебоксар (Чабаксар) – Çупахсар варианчех? Шупаш сăмах чăваш ятăн варианчĕ тенипе те килĕшме пулать, вара Шупашкар тени чăвашсен карман-хулине пĕлтерет.

Хăшĕсем Шупашкар ят шыв пуçĕнчи карман тенине пĕлтерет теççĕ: Шупаш кар. Шухăшламалли пур кунта. Ăсчах-филологсем ĕлĕкхи чăваш чĕлхинче хула е крепость ăнлава кар сăмахпа палăртни тĕл пулмасть тени те çав вăхăтрах пуçа хыçтарать: кам пĕлсе пĕтерет чăнах та?

Шупашкара пуçласа асăннă документра Иван Руна ертсе пыракан кимĕ тĕкĕрчĕ çĕр каçма ăçта-ăçта чарăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çуйарсем (воины) Атăл сулахай çыранĕнче вырнаçнă Разнежьере пĕрремĕш каç çĕр каçнă. Вăл Атăл çинчи авалхи причал (халĕ Чулхула облаçĕнчи Воротынск районне кĕрет, Суздаль çул çыравĕнче ăна 1372 çулта пуçласа асăннă). Хусан походне тухнă кимĕ тĕкĕрчĕ тепĕр каç вара Чебоксар шывĕ çинче чарăннă. Çакна ас тăвăр: кимĕсем Атăл шывĕнчен лăпкă та хÿтĕ тĕле пăрăнса кĕнĕ. Мĕншĕн? Хуравĕ питĕ ансат.

Атăл çыранĕ хĕрринче, пысăк сăрт айĕнче кимĕсемпе çĕр каçма меллĕ пулман ун чухне. Аслă юхан шыв вăл вăхăтра паянхи пек сарăлса выртман, шывĕ вара питĕ хăвăрт юхнă. Танлаштарма: паян Атăл шывĕ Рыбинскран Волгограда 450-500 талăка яхăн юхать – çулталăк çурă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн вара çак инçетĕше шыв 50 талăкра юхса тухнă (çуркуннепе – 30 кун хушшинче)! Çакнашкал хăвăрт юхакан шыв хĕрринче чарăнма кашни сăрт юрăхлă мар.

Шупашкар патĕнче кимĕсемпе çĕр каçмалли чи лайăх вырăн авал Атăл хĕрри мар – Çупахсар (Чебоксарка) çырми пулнă. Вăл çав ĕмĕрсенче тарăн тăнă, тулли тиенĕ кимĕ­­сем Атăлтан Владимир сăрчĕ патнех пыни документсем тăрăх паллă. Хусан тата Сĕвен пĕрремĕш архиепископĕ Гурий Шупашкар карманне хывма пил пама чарăнсан та святителĕн киммисене Владимир сăрчĕ çинче кĕтсе илнĕ. Мĕн каласси: çурхи шывпа кимĕсем авал Атăлтан Çĕрпĕ­ве çити хăпарайнă!

Владимир сăрчĕ вара çĕр каçмалли стан валли юри тунă пекех: Çупахсар, Сăкăт (Сугутка), Юшкăнлă (Трусиха) çырмисем пĕрлешнĕ тĕлти сăрт-сăмсах ятарласа купаласа хăпартнă карман пекех çÿлĕленсе-хăпарса тăрать. Кимĕсене Çупахсар çырми çыранне кăларсан – стан тавра хурал тăратмасăрах çĕр каçма пулать.

Халĕ вара Шупаш кар урбонима аса илер. Кимĕпе Атăлтан Çупахсара кĕрсен шыв (фарватер) пуçламăшĕ – виçĕ çырма хушшинчи сăрт. Апла çак ту – Шупаш кар (Владимир сăрчĕ) – кимĕпе ишекенсемшĕн чăнах та шыв пуçламăшĕ.

Çак тăвăн хальхи ячĕ Владимир сăрчĕ тени ватах мар: XVI ĕмĕртен çеç çапла калама тытăннă ăна. 1555 çулта Гурий святитель Шупашкар сăртне Турамăшĕн Владимир турăшне йăтса аннă. Тĕл пулăва чысласа сăрт çинче Владимир турăшĕллĕ Сретени мăнастирне никĕсленĕ. Çавăнтанпа çынсем Шупашкар тăвне Владимир сăрчĕ теме тытăннă (мăнастир кайран хупăннă, кунта Владимир храмĕ çеç юлнă). Халĕ сăрт çинче Спас-Преображени ячĕллĕ хăрарăмсен мăнастирĕ.

Яланхи пекех, хавхасем авалхи вăхăтра Çупахсар çыра­­­­­нĕ­н­­­­чи хура вăрманта пытанса пурăннă вăрă-хурахсен эшкерĕсене аса илеççĕ. Ку ĕнтĕ хăйне евĕрлĕ «мода»: пулмаллах тивĕçлĕ вырăнта ăна тивĕçлĕ вăрă-хурах! Иван Руна саманинче Шупашкар патĕнче пĕр хурах та пулсан хуçаланнă-ши? Хурах эшкерĕ чипер-ытлаван иртĕнсе пурăнтăр тесен условисем кирлĕ, вăл вăхăтри Шупашкар таврашĕнче вăрă-хураха ĕрчеме май пулман. Канăва чарăннă кимĕ çарĕшĕн вара Шупашкар таврашĕнчи хурахсем (вĕсем чăнласах та пулнă пулсан ĕнтĕ) ниме те пĕлтермен. Хусан çарĕпе çапăçма каякан хастар çуйарсем патне мĕнле вăрă-хурах пырса çулăхтăр?! Хăш вăхăтра секир башка туса яраççĕ! Çаратма мар, ниçта тухма хăраса пытанса ларнă пур-çук вăрă-хурах Çупахсар çырмине кимĕ тĕкĕрчĕсем чарăнсан.

Çапах та вăрçă похочĕ тимлĕхлĕ: хурал тăратмасăр çĕр каçман çар. Шупашкар сăртне чарăннă тĕкĕрчĕн вара пĕр вырăна çеç хурал тăратмалла: Çупахсар çырми вăррине. Хăрушлăх Атăлтан килме пултарать – Хусантан хăпаракан тутарсен кимĕллĕ çарĕ тейĕпĕр. Енчен те çакнашкал десант тĕкĕрчĕ тупăнчĕ пулсан – унăн Атăлтан пăрăнса Шупашкар çырми вăррине кĕмелле. Ансăр юхан шывпа ишнĕ чух тапăнакан çар капкăна лекет. Çупахсар, Сăкăт тата Юшкăнлă çырмисен çыранĕсенче кашласа ларакан сĕм юман вăрманĕ утлă çара такăнтарать. Хÿтлĕх те канлĕх парать Шупашкар тăвĕ.

Ăнланмалла ĕнтĕ – Çупахсар гаванĕпе вăрçа тухнă кимĕ тĕкĕрчĕсем мар, тавар тиенĕ кимĕсен караванĕсем ытларах усă курнă. Вĕсем çинче çын йышлă çÿренĕ. Енчен те Шупашкар таврашĕнче вăл вăхăтра вăрă-хурах пур пулнă тăк та кимĕсене тапăнмаллăх вăй пулман вĕсен (Атăл çинче хурахсем хăçан «ĕрчесе» кайнине çитес номерсенче çырса кăтартăпăр).

Çапла вара, Атăлçи Пăлхар саманичченех суту-илÿ караванĕсем Çупахсар гаванне кĕрсе чарăннă. 558 çулта Атăлçи тĕрĕк каганачĕ аллине куçсан аслă шыв суту-илÿ магистральнех тухса каять. Атăл чăваш несĕлĕсем – пăлхарсен – юхан шывĕ пулса тăрать. 568 çулта Истемни каган патне Алтая каякан Византи элчисем Атăла чăвашла ятпа асăнаççĕ – Ател!

Тĕрĕк каганачĕн саманинченех килеççĕ Чебоксар тата Шупашкар ятсем. Тĕп уйрăмлăх пĕрре: Чебоксар ят çырмана пĕлтернĕ пулсан, Шупашкар тени çак çырмари сăртпа çыхăннă. Ту карман-сăрт пекех курăннăран вăл мĕншĕн çапла пулнине «ăнлантаракан» хавха та пур. Ĕç-пуç Ылтăн Урта вăхăтăнче пулса иртнĕ тет. Темле мăрса (ăна хан та тесе калаççĕ) Владимир сăрчĕ çинчен Çупахсар çийĕн уçăлакан илемпе киленсе тăнă тет. Атăл леш енчи çыран вара лайăх курăнман тет. Çавăнпа мăрса çыннисене сăрта хăпартма хушать. Лешсем тăпра турттарса тăва тата хăпартнă тет. Çак легендăн тĕшши те пур. Шупашкар сăрчĕн хăрушсăрлăхне вăйлатас тесе тăвăн хăш енĕсене тирпейленĕ-хăпартнă пулмалла.

Çĕр каçмалли станăн хăрушсăрлăх ыйтăвĕн çивĕчлĕхне 1524 çулта пулса иртнĕ пăтăрмахпа кăтартса парар.

XV-XVI ĕмĕрсенчи Мускав-Хусан вăрçисене тишкерсен кăсăклă евĕрлĕх асăрханать: вырăссен тата вĕсен майлисен çарĕсем Атăлпа ним хăрамасăр анаççĕ, тутарсен кимĕ тĕкĕрчĕсем вĕсене тытмаççĕ. 1524 çулта çеç Мускав çарне Атăл капкăнне лектереççĕ. Итту тапăнакансем вырăссем мар – чăвашсемпе çармăссем. Çулталăк каялла Мускав çарĕсем Атăл тăрăх мирлĕ халăха тустарса çÿренĕшĕн тарăхнăран тавăрма шут тытнă вĕсем. Çак хастар çуйарсене Хусан союзникĕсем, тутарсем хĕтĕртнипе вырăссене тапăннă тесе çыраççĕ историксем. Хусан патĕнчи Шейх-Алипе И.Бельский кнеç çарĕсене пулăшма каякан Иван Палецкий кнеçĕн кимĕ тĕкĕрчне тылласа пăрахнă вĕсем. Палецкийĕн çарĕнче 90 пысăк кимĕ пулнă, кашни вĕсенчен 30-шар çын илнĕ, пушкăсем, тар тиенĕ. Çыран хĕррипе кимĕ тĕкĕрчне сыхласа 500 çынлă утлă çар пынă. Чăвашсемпе çармăссем чăн малтан утлă çара тĕп тунă – 9 çын çеç хăтăлнă (ăнланмалла ĕнтĕ, урăх шухăш та пур: утлă çара Хусан патĕнче аркатса тăкнă тени те тĕл пулать). Каçпа вара Чикмерен 15 çухрăм анаталларах Кĕçĕн Сĕнтĕре çĕр каçма чарăннă Палецкий отрядне тапăннă. Темиçе кимĕ çеç тарса тухайнă Атăла. Тапăнакансен аллине пĕтĕм артиллери тата тар лекнĕ. Енчен те Палецкий кнеç Шупашкара кĕрсе Çупахсар çырминче чарăннă пулсан çакнашкал аркатуллă тапăну пулмастчĕ те.

Атăл Мускав патшалăхĕн «харпăрлăхне» куçсан вара Çупахсар вăрринче, Атăл сăрчĕ çинче карман лартаççĕ. Шупашкар сăрчĕ патĕнче чарăннă кимĕсем крепость хÿ­т­­­­­тине лекеççĕ. Хула карманне вырăнти халăха йĕркере тытса тăма лартнă тесе каланинче тĕрĕслĕх пур. Мускав патшалăхне кĕрсен халăх чылай пăлханнă Атăлçире. Кăрал мăшăр – Шупашкар Владимир сăрчĕ хулиа крепоçĕ – Атăлçи карманĕсем хăй вăхăтĕнче стратегиллĕ пĕлте­­­­­­­­­-рĕ­ш­­­­­­­лĕ пулнине те çирĕплетет. Вырăнти халăх пăлханасран çеç лартман вĕсене, пысăк вăрçă тухсан Атăлпа Ука (Ока) хутлăхне хÿтĕленĕ вĕсем. Ука юхан шывĕн тăрăхне Ростов-Суздаль кнеçĕсем авалтанах стратегилле тимленĕ. Вырăс-пăлхар хирĕç тăрăвĕ те Атăлçи пăлхарсене Ока çыранĕсем патне ярас мар тесех тытăннă. Юрий Долгорукий кнеçĕн политики çак ыйтура уйрăмах курăмлă.

IV Иван патша вăхăтĕнче Ылтăн Урта конфедераци вырăнĕнче çĕнĕ патшалăх – Раççей чăмăртансан Шупашкар Атăлçири ытти хуласемпе экономика тупăшăвне хутшăнать. Ăнăçлах ăнтăлса пынă вăл. Чул çуртсемпе капăрланнă. 1740 çул тĕлнелле Раççейри ытти 202 хула хушшинче арçынсем йышĕпе 41-мĕш вырăна тухнă. 1773 çулхи хăрушă пушар хыççăн вара шĕкĕр хуламăрăн аталанăвĕ чарăннă, вăл пĕр вырăнта тăпăртатса тăнă темелле. Вут ăшĕнче 717 çурт, 29 чиркÿ, тир-сăран тăвакан, çу юхтаракан, чан шăратакан 14 завод, 49 тырă тата апат-çимĕç ампарĕ, 38 лавкка, хыснан тăвар ампарĕ, 4 хупах пĕтнĕ. Çакăн хыççăн Хусан, Чулхула, Вятка хулисем тупăшакан тавлашура Шупашкар сасси ил­­тĕ­н­­­­­­мен. Атăл çинчи чи хитре хуласенчен пĕри тăтăш сиксе тухакан пушарсен синкерлĕхĕнче аталанăвăн айккине юлнă. XX ĕмĕрте тин Шупашкар чăн чĕрĕлме тытăннă.

В.СТЕПАНОВ

  • «Иртнипе малашлăх чиккинче» проект ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
  • Никита Сверчковăн «Хĕл. Ефремовсен часавни» (1950), «Авалхи карапсем çыран хĕрринче» (1939) картинисемпе усă курнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.