Комментари хушас

28 Чÿк, 2014

Аркаим тата унăн тĕкĕрĕсем

Хуласен çĕршывĕ

1987 çул, çĕртме уйăхĕ. Челябинск облаçĕ, Брединскпа Кизильск районĕсен хутлăхĕ. Аслă Караганкăпа Утяганка çырмисем пĕрлешнĕ тĕлте С. Боталов тата В. Мосин ертсе пыракан Уралпа Казахстан археологи экспедицийĕ туй-пăхăр (бронза) тапхăрĕнче - 3600-3900 çул каялла - çынсем пурăннă хулаша тупать. Вăл 20000 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Шалти карманăн (цитаделĕн) диаметрĕ 85 метр, тулаш стенасен диаметрĕ 143-145 метр. Хулашра нÿхреплĕ-вучахлă 67 кил-вырăн тупнă. Вĕсенчен 40-шĕ - тулаш ункăра, 27-шĕ шалаш ункăра вырнаçнă. Хулаш тĕккинче хĕвелленĕ (тĕнче кĕтессиленĕ) 4 хапха.

Уралпа Казахстан çеçен хирĕ­­сенче сĕм авалхи цивилизацийĕн йĕррисем нумай. Çавăнпа ĕнтĕ çак тăрăха урăхла «Хула ел», «Хуласен çĕршывĕ», «Хула­сен тĕнчи» (Страна городов, Градарика) теççĕ. Авалхи арисен малтанхи тăван çĕршывĕ шăпах кунта пулнă тесе калаççĕ. Аркаим вара вĕсен тĕп хули имĕш. Арисен (индоевропеецсен) сĕм авалхи тăван çĕршывĕ тесе çеç мар, хăват вырăнĕ, этемлĕх цивилизацийĕн сăпки тесех хаклаççĕ авалхи хулаша. Аркаим тенине Йима (Иран мифологийĕнчи патша) ячĕпе çыхăнтараççĕ те Заратуштра (Зороастр) пророк та Кăнтăр Уралта çуралнă тесе те «çирĕплетеççĕ».

Çак вырăн карман (крепость) çеç мар, бронза шăратакансен хули те, сăваплă хула обсерватори те пулнă. Хулан хальхи ячĕ - Аркаим. Çак ят мĕнле пулса кайнине темĕнпе те çыхăнтараççĕ. Тĕрĕссипе вара хулашран 4 çухрăмра каçăрăлса тăракан Аркаим сăртран вăл. Çапла вара - хулаш ячĕ тĕрĕк чĕлхинчен кĕнĕ. Вырăс-ари культурине çĕклекенсем кунпа килĕшмеççĕ. Арк сăмах авал упана пĕлтернĕ тесе хулаш ятне çак чĕрчунпа çыхăнтарни - чи ансатти темелле. Чи кăткăс ăнлантару вара тĕнче тытăмĕпех çыхăннă.

Аркаима тĕпчекен археологсем, историксем, этнографсем йышлă пулнипе никама та тĕлĕнтереймĕн. Хулаш çинчен кино чăн малтан французсем ÿкернĕ - ку та хăй евĕрлĕ паллă. Авалхи хулана экстрасенсем, паломниксем, тĕрлĕ секта çыннисем, чиртен сывалас шанчăклисем, чăн-чăнлăх çутине курас текенсем те вĕçĕмсĕр çÿренине шута илсен вара - Аркаим илĕртÿ­­лĕхĕ ыт-ахальтен сиксе тухман тесех калас килет. Урал кăвапи - тĕнче кăвапи тесех ĕнентереççĕ чылайăшĕ.

Аркаим шăпи асамлă темелле. Вăл сывлăшран алă тупанĕ çинчи пекех курăнса выртать. Аслă Караганка пĕвине тума палăртсан ăна çÿлтен фото ÿкернĕ, анчах никам та ăна пĕлтерĕшлĕ палăк тесе йышăнман. 1987 çул тĕлне Караганка çырмине пĕвелеме пур документацие те çирĕплетнĕ, алă пуснă. Строительство ĕçĕсем анлăн пуçланнă, тĕкĕлекен пĕвене те хăпартса ĕлкĕрнĕ. Юханшыва пĕвелесе хурасси кăшт çеç юлнă. Аркимăн шыв тĕпне юлас шăпине нимĕн те улăштараймассăн туйăннă. «Уралти Тройăна» упраса хăварас тесе ăсчахсем, журналистсем, пултарулăх çыннисем кар тăнă. Эрмитаж директорĕ Б.Пиотровский академикăн тата СССР Наукăсен академийĕн Урал уйрăмĕн президиумĕн председателĕ Г.Месяц академикăн тÿпи çак çĕнтерÿре уйрăмах пысăк.

Çакна та уçăмлатар: Аркаим тени хăшĕсемшĕн авалхи хулашпа, ĕлĕкхи цивилизаци йĕррисемпе çеç çыхăннă (ку историллĕ курăм), теприсемшĕн Аркаим - аваллăх палăкĕ патĕнчи сăртсен сăваплăхĕ, хăвачĕ (эзотерикăллă курăм). Аркаимăн чĕмĕсене (духи) хăват-пиллĕ 7 сăрт тытса тăрать.

Чи аслă ту, асамлă сăрт - Шаманка (Шаманиха, Сывлăх сăрчĕ тесе те калаççĕ). Ун тăрринче паломниксем лабиринт-спираль хывнă. Çак сăртăн икĕ сăмсахĕ те сăваплисен шутĕнче. Чи пысăкки - Ÿкĕнÿ сăмсахĕ (уступ Покаяния). Çак сăртран ĕнтĕ сăвап çулĕ тытăнать. Тепри - Несĕл­­­­­­­­сен сăмсахĕ (уступ Пегаса тесе те калаççĕ). Виççĕмĕш сăмсаха сăвап маршрута питех кĕртмеççĕ. Вăл Хĕр-мăчавăрсен сăмсахĕ (уступ Жриц) ятлă. Кунта реинкарнаци сăнчăрĕ уçăмланать теççĕ.

Шаманкăна хирĕç Юрату сăрчĕ ларать (унăн тĕрĕкле ячĕ кăсăклă - Анаэл. Ыр сăвап тăвĕ, Хура курак сăрчĕ, Çăхан сăрчĕ ятсемпе те паллă вăл). Июнĕн 21-мĕшĕнче хĕвел тухнă вăхăтра çак сăрт тăрринче Çут çăлтăра (Сириус) курма пулать теççĕ. Юрату тăвĕ çинче те спираль пур.

Шаманкăран чи аякри - 50 çухрăмра ларакан Влаç сăрчĕ (е Чека тăвĕ, Хаара сăрчĕ тесе те калаççĕ. Çÿл­­лĕшĕ 558 метр). Кунта авалхи масарсем те, менгирсен (тăрăхла чулсен) аллеи те пур. Сăрт çинче çĕр айĕнче ылтăн выртать пулать, анчах ун патне çитме çук. Чека тăвĕ пирки халапсем нумай, чи паллă хавха турă панă хĕçе те аса илет, ăна Чингисханпа та çыхăнтарать.

Тăн тăвĕ (гора Разума) çинчи шăплăхра чăнлăх мĕнне ăнланма, аваллăх тĕрĕслĕхне çитме пулать тет. Çичĕ Пичет сăрчĕ (Çиччĕмĕш пичет тăвĕ, Куçа курăннисен сăрчĕ) туристсен лагерĕнчен 7 çухрăмра. Кунта интуицие, чун-сисĕме - «виççĕмĕш куçа» - уçма пулать. Çак сăрт çÿллĕ мар пулин те çÿл тÿпепе - космос хăвачĕсемпе çыхăннă.

Эзотерика курăмĕ-тытăмĕнче Караганка юханшывĕн те вырăнĕ аслă: çак çырма та асамлă-сăваплă пулнине манса каяр мар!

Историллĕ планра та, эзотерика тĕлĕшĕнчен те Урал кăвапин йĕррисем чăваш культуринче аванах курăнаççĕ! Тăван халăх кун-çулне пĕлекене Аркаим пĕрпеклĕхĕсем чăвашлăхра та пурри пит тĕлĕнтермест ĕнтĕ - истори тĕлĕшĕнчен пурте ăнланмалла. Чăвашлăх тенинче çурри - иранлăх. Иран халăхĕсемпе хутшăнса кайни вара Тĕп Азире, Китай чиккинче пулнине кăна асра тытмалла.

Çул-сăвап

Аркаима çул-сăвап (паломничество) тăвакансем кашни çулах йышланса пыраççĕ. Термен-хăват тăрăхне çитсе курма ĕмĕтленекенсен йышĕн шучĕ çук. Шупашкарта пурăнакан Ираида Васильева кăçал Аркаима кайса килчĕ. Ăна сăмах парар-ха.

- Сентябрĕн 22-23-мĕшĕсенче çĕрпе кун танлашаççĕ. Хĕвел çурçĕр çур чăмăртан кăнтăр çур чăмăра куçать. Çак астрономи пулăмне эпир Мускавра пурăнакан туссемпе Аркаимра кĕтсе илме шут тытрăмăр (вĕсенчен пĕри - медицина наукисен докторĕ). Кăнтăр Урала кайса килес шухăш тахçанах пурччĕ, кăçал вара авăнăн 19-мĕшĕнче çăмăл машинăпа çула тухрăмăр-тухрăмăрах. Тепĕр кунне каçкÿлĕм авалхи хулаш вырăнне çитрĕмĕр. Сăвапçăсем (паломниксем) пуçтарăннăччĕ ĕнтĕ унта – пĕр 150 яхăн çын. Аркаима çитсен сăваплă хутлăха саламламалла, мĕн те пулин парне памалла, çутçанталăка тирпей кÿмелле.

Сăвап тăвассин хăйĕн йĕрки. Хăват тăрăхĕнче мĕнле йăласем ирттермеллине тата вĕсене мĕнле пурнăçламаллине вĕрентекен пĕчĕк кĕнеке те пур - «Аркаим йăли-йĕрки» ятлă вăл. Пуçтарăннисем хушшинче йĕркесене пĕлекенсем нумай - вĕсем кунта темиçе те пулнă. Аркаима çитрĕн-тĕк малтан Ÿкĕнÿ сăрчĕн (уступ Покаяния) чĕмĕнчен çак тăрăхра çÿ­реме ирĕк ыйтмалла.

Ÿкĕнÿ (Каçару) сăрчĕн çамкине пысăках мар чул спираль хывнă. Аслă Караганка шывĕнче пите çуса тасалсан сăрт çине хăпартăм. Пурнăçра мĕн сиенлине тунă - çакăншăн Çĕр чăмăрĕнчен тата тĕнче уçлăхĕнчен каçару ыйтмалла та илмелле. Чăнах та чунра çăмăл пулса кайрĕ - сăвап тума апла ирĕк пачĕç мана.

Ăс-тăн тасалса, лăпланса çитсен леш тĕнчери атте-аннерен, тăвансенчен каçару ыйтрăм. Манпа юнашар анне тăнине туйса илтĕм çакăн чухне. Вăл кăштах кăмăлсăртарах пулнине те ăнлантăм. Пит аса илместпĕр çав несĕлсене.

Шаманка тăррине хăпарма ирĕк илтĕм эпĕ Аркаим чĕмĕсенчен. Çĕрпе кун танлашнă ир хĕвел мĕнле тухнине курма Шаманка çине хăпартăмăр. Авал çак лаптамра çынсем Хĕвеле, Вĕçсĕр Тÿпене, хăйсен туррисене, аслă хăватсене кĕлтунă тата пуççапнă. Халĕ вара кунта эпир тăратпăр: çут тĕнчене вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăх куçĕ мĕнле курнине кăштах та пулин ăнланма тăрăшатпăр. Тÿпе хĕрлĕ, кĕрен, кăвак тĕссемпе вылять. Хĕвел мĕлкисем тухрĕç, ретпе йĕркеленчĕç. Ман куçа руна çырăвĕсем курăнчĕç. Кайран вара тÿпе тăрăх çĕмрен вĕçсе иртрĕ те çыру паллисем çухалчĕç.

Мана çавăн пек ÿкерчĕк кăтартрĕ Аркаим. Ыттисем те çакна курчĕç тесе каламастăп эпĕ. Хăшĕсем нимĕн те асăрхамаççĕ, кашни хăй пек курать тĕнчене.

Ту тăрринче хывнă пурнăç спиралĕпе утни те халĕ те чунра. Этемлĕх асĕнчи тĕнче тытăмĕн тăвĕ çине хăпарса çут тĕнче тăррипе утнă пек туйрăм. Леш тĕнчери тăвансене сума суман туйăм та каллех вăранчĕ. Эпĕ ÿкĕнсе каçару ыйтни пиртен уйрăлса кайнă тăвансем патне çитрĕ пулмалла: Несĕлсен сăмсахĕ çинче вĕсен кÿренĕвне туймарăм.

Авалхи хулаша та кĕрсе куртăмăр эпир. Кунта истори, археологи. Наука чăнлăхĕ питех илĕртмерĕ мана - суймастăп.

Çунат хăватпа тулса таврăнтăм эпĕ Аркаимран. Урал кăвапине аса илетĕп те ывăнни те иртсе каять. Пĕрре кайса килнипех унăн тарăнăшне çитес çук. Пĕрремĕш çулçÿрев - ăс-тăна чунпа шайлаштармалли утăм çеç. Тепĕр ен те пур: Аркаима пĕрре кайса курни те çите­­­­лĕк­­­­­лĕ: вăл санăн чунунта яланлăхах юлать, - вĕçлерĕ сăмахне Ираида Петровна.

Аркаимăн чи паллă паломникĕ камне те аса илтермеллех туссене. 2005 çул. Майăн 16-мĕшĕ. Караганка хĕррине 4 вертолет анса ларать: иккĕшĕнче - патшалăх ертÿçисем, Челябинск облаçĕн тÿрисем, тепĕр иккĕшĕнче - журналистсем. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Аркаим курма килсе çитет! Владимир Владимирович чăвашлăхпа çыхăннă тепĕр хулаша кайни пирки те çырнăччĕ «Самант»: аса илĕр!

Аркаим çул сăвапĕн пуçламăшĕ Раççей Президенчĕшĕн 2001 çултах тытăннă тесе хакламалла. Владимир Путин çав çул Томас Клестер Австри президенчĕпе Венăра тĕл пулать. Аркаимпа çыхăннă материалсене панă май Австри президенчĕ çавăн чух авалхи хулашпа, «хуласен çĕршывĕпе» çыхăннă наука тĕпчевĕ­сене пĕрле ирттерме тата Кăнтăр Урала туристсен çулçÿревĕсене йĕркелеме сĕнет.

Владимир Путинăн 2005 çулхи çул сăвапĕ Аркаима патшалăх пахалăхĕ кÿчĕ тесе пĕтĕмлетмелле. Çĕршывăн никĕслĕ аваллăхĕ текен хак илчĕ хулаш. Çакă вара авалхи тăрăха славян культурин тĕшши те тымарĕ туса хурать хăйне-хăй.

Хальхи вăхăтра Аркаимра туристсен лагерĕ, наука хули, урамри музей пур, Çутçанталăк тата Этем çуртне тăваççĕ. Аваллăх палăкĕ пирки литература нумай: наука тĕлĕшĕнчен çырни те, эзотерика курăмĕпе «çутатни» те çителĕклех.

Чăваш культури тата Аркаим

Халĕ вара сăваплă çулçÿреве тухмасăрах Аркаима çитме пулни, авалхи цивилизаци чăваш культурипе мĕнле хĕресленни пирки чарăнар. Чăваш культурине пĕлекен-ăнланакан çын авалхи хулаш планне пăхсан - тÿрех аслă киремет ĕлккине (силуэтне) асăрхать. Аслă киреметĕн чăн ячĕ - учÿк. Шăпах Аркаим тĕкĕрĕ ĕнтĕ чăваш учÿкĕ.

Чăваш Республикинчи çеç мар, Атăлçи тăрăхĕ­н­­­­чи бронза тапхăрĕн хулашĕсем Урал культурипе - «Хуласен çĕршывĕн» цивилизацийĕпе тăванлă. Туй-пăхăр ĕмĕрĕнчи хуласем пирĕн тăрăхра пĕчĕкрех. Вĕсенче нумай йыш вырнаçман - çынсем сахал пулнă. Схеми вара çавах: çырма хĕрринчи çÿллĕ сăрт, ун айккинче карман-хула.

Челябинск облаçĕнчи Брединск районĕнчи тепĕр тĕнчипе паллă хулаш-палăк пур - Синташта (Аркаимран тÿртен 30 çухрăмра). Вăл Тобол шывне юхса кĕрекен Синташта çырми хĕрринче вырнаçнă. Унта пурăннă çынсем ут кÿлсе урапасемпе çÿрени те паллă. Çавăнпа синташтасем этемлĕхе лаша йĕвенлесе тата кÿлсе паракансем шутланаççĕ.

Сĕм авалхи цивилизаципе чăваш культуринчи тепĕр пайрăш та куçкĕрет. Синташтăн çурçĕр енче масар вырнаçни те ĕлĕкхи чăваш ялĕсен тата учÿкĕсен схеми пекех: çырма урлă çурçĕрелле - масар. (Çĕнĕ Шупашкарти çамрăк археологсем хулаш-киреметсене тĕпчени пирки «Самантăн» 4-мĕш номерĕнче çырнăччĕ.)

«Хула эл» культурин хулашĕсен тĕккисемпе пĕр килекен тепĕр пайрăш - киремет карти. Киремет карти тĕрĕссипе тĕнче карти - мандала тĕсĕ. Мандала - çут тĕнче тата тĕнче уçлăх моделĕ. Чăвашлăх варианчĕнче тăваткала учÿкре карта (хÿме) тытсах палăртнă, тулаш ункăна вара ятарласа палăртман - мĕншĕн тесен çав ункăн вĕçĕ-хĕрри çук. Учÿкре вырăн рельефĕпе мĕнле усă курни те Аркаим-Синташтăри пекех.

Бронза (туй-пăхăр) тапхăрĕнчи хулашсем вырăн-тăрăха пĕлмелли ориентирсем вырăнне те пулнă. Чăвашсен несĕлĕсем хальхи Чăваш Республикин тăрăхне киличченех çак хулашсене мăкшă-ирçесен тата çармăссен несĕлĕсем тĕн сăваплатнă: пуççапмалли вырăн тунă. Кайран вара чăваш несĕлĕсем çав вырăнсенчен учÿк хывнă. Тĕп Азирен килнĕ пирĕн не­­­сĕ­л­­­семшĕн Аркаим схемиллĕ хулашсем тăван культурăн пайĕ пулнă.

Шел те, тăван халăхăн паянхи чĕм культурине тишкерсен, унăн сăваплăхĕ чухăнланни тÿрех курăнать, ăна ытлашши «киреметлентерсе» яни те сисĕнет. Киремет авалхи тĕнĕн пайрăшĕ çеç, унăн пĕртен-пĕр тĕп тытăмĕ мар! Киремете ытла акцентлани несĕлсен уçлăх-космос ăнлавне тата çĕр анлăш курăмне чакарни çеç. Пирĕн чĕм культурăра учÿк сăваплăхĕ сĕвĕрĕлнĕ тесех çирĕ­п­­­­­­­летмелле пуль.

Киреметпе учÿке уйăрасси тавлашуллă, вĕсем пĕр япала та, пĕр тытăм мар. (Улăп тăприсене тивмĕпĕр, унта тахçан çын (е çынсене) пытарнă). Киремет пек сăвап вырăнсем Индире, Китайра питĕ нумай. Вĕсем çутçанталăк чĕмĕсене - çырма, сăрт-ту чун-сывлăшĕ­­сене палăртаççĕ (наукăра çакна анимизм теççĕ). Сăмахран, çын çырмана сума сумасан ăна шыв тавăрать, тытма та пултарать, вара çын хĕне каять.

Киремет вăл - сыхча. Чăваш чĕм культуринче сăваплă сăртсем пĕччен вырнаçман, Аркаим тăвĕсем пекех вĕсем те çырма урлă хире-хирĕç ларса тухнă. Киреметсен тĕп функцийĕсенчен пĕри - учÿке сыхласси. Çапла вара, киремет ытларах пурнан пурнăçпа тата тĕнче сийĕсемпе çыхăннă, учÿк вара турăсем пурăнакан уçлăхсемпе, вăл вĕсен порталĕ. Учÿке яланах карта тытнă, мандалланă. Киремете вара карта тытмасса та пултарнă. Учÿкре çутçанталăка, хĕвеле тата уçлăха кĕлтуса-пуççапса чысланă. Чÿклекен выльăха та сăваплă ту çинче пусман, айккинче тирпейленĕ, чÿк апатне те унтах астивнĕ. Чăвашсем лашана мĕнле пуснинех аса илер. Çак янавара картишĕнче пусман, ял хĕррине илсе тухса тирпейленĕ. Мĕншĕн тесен çын халăх пурăнакан ял учÿк тĕкĕрĕ шутланнă.

Çапла вара, Аркаим хулашĕ - çÿлти турăсен тÿпери хулин схеми. Аркаим сăрчĕсем вара - çулти тÿпесен термен-хăват кăваписем. Чăваш культуринче çапла тĕкĕрленет Аркаим.

Асăрхаттарни. 2015 çулта эпир чăваш чĕлхин тымарĕсем пирки ярăм пуçлăпăр. Ăна хисеплĕ профессор Николай Иванович Егоров тытса пырĕ. Иран халăхĕсем патне çавăн чухне каллех таврăнăпăр.

Владимир СТЕПАНОВ

«Иртнипе малашлăх чиккинче» проект ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.