"Хурт-хăмăр - манăн пурнăçăм..."

29 Утă, 2014
"Пĕчĕк, асамлă, йышпа пурăнакан, кăткăс саккунсене пăхăнакан тата тĕттĕмре тĕлĕнмелле ĕçе пурнăçлакан çак хурт мĕн авалтан çынна кăсăклантарнă".
Морис Метерлинк, Нобель премийĕн лауреачĕ, çыравçă-философ.

Чылай хурт-хăмăрçăпа, утарçăпа тĕл пулма пÿрнĕ мана. Анчах унашкалах хăйĕн ĕçне парăннине курманах. Ахальтен-им Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан Николай Пирожков: "Хурт-хăмăр - манăн пурнăçăм",-тет.

Пилĕк çултах вăл "ылтăн хуртсемпе" туслашнă, ашшĕ патне утара чупма пуçланă. Каярах çак ĕçе мăшăрне, Надежда Михайловнăна, ачисене явăçтарнă. "Пирĕн хурт-хăмăрçă династийĕ - 200 çулта. Ырă çак ĕçе мăн-мăн асатте Карачăм пуçарнă. Унăн утарĕ вăрманта пулнă. Ун патне çăка пылĕ туянма пуянсем Чĕмпĕртенех килсе çÿренĕ. Асаттен вĕллисене вара иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче туртса илнĕ. Атте, Петр Павлович, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннăскер, нумай пурăнаймарĕ. Турра шĕкĕр, анне, Анастасия Николаевна вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕ. Вăхăта утарта ирттерме шутсăр юрататчĕ. 93-ре чухне те чашлаттарса утă çулатчĕ",- каласа парать Николай Петрович.

Питĕ хăвăрт калаçакан, йăпăр-йăпăр çÿрекен хурт-хăмăрçă мана пыл паракан культурăсемпе паллашма чĕнчĕ. Вăл вырăнти утарçăсен пĕр ушкăнĕпе пĕрле пыл паракан курăка акса ÿстерет-мĕн. Мĕн кăна çук кунта: тупă курăкĕ /мордовник шароголовый/, пыл паракан кăвак чечек /синяк/, сарă илепер курăкĕ, фацели... "Тупă курăкĕ Чăваш Енре тек ниçта та ÿсмест. Унăн вăрлăхне эпĕ Новосибирск облаçĕнчен илсе килнĕ. Пирĕн тăрăх хурт-хăмăрçăшăн çăтмах пекех. Мĕншĕн тесен кунта 100-150 çулхи çăкасем ÿсеççĕ. Вĕсем çĕр-çĕр гектар йышăнаççĕ. Чăваш Енре вара пыл хурчĕсем пуринчен ытла çăкаран сĕткен пухаççĕ. Хăй вăхăтĕнче эпĕ пиçен пылне те илнĕ, çăканни евĕрлех çутă тĕслĕ вăл. Кучек ялĕ патĕнче вара хĕлхен /кипрей/ пылне ас тивме пулать",- паллаштарать Николай Пирожков.

Утарçă пыл хурчĕн икĕ ăратне тытать. Вăтам вырăс /среднерусская/ ăратне вăл Пушкăртстанри Шульган-Таш заповедникĕнчен туяннă. "Питĕ вăйлă ĕçлекен хурт",- тет ун пирки ăста. Çав вăхăтрах Карпат ăратне те кăмăллать. Вăл пĕрремĕшĕпе танлаштарсан лăпкăрах-мĕн, çав вăхăтрах лайăх хĕл каçать.

Чылай утарçă паян çуллахи вăхăтра начартарах çанталăк тăчĕ тесе пăшăрханать. Çав вăхăтрах Николай Пирожков: "Лайăх хурт-хăмăрçăшăн начар çул пулмасть. Хăвăн ĕçÿнте чăн-чăн фанат пулмалла, ĕç-хĕле пĕлсе йĕркелемелле",- тет. Унăн шухăшĕпе, Чăваш Енре лайăх пахалăхлă пыл туса илме условисем пур. Çуллахи вăхăтра утарçă çемйи талăкра 20 сехет ĕçлет-мĕн. Вĕллисене те хăйсемех ăсталаççĕ. "20 çул каялла çĕрле пĕчĕк пÿртре хĕрсе кайсах вĕлле тăватăп. Пăхатăп: Софрон Иванович çутта сÿнтермен. Эпĕ вара хамăр касра чăн кайран çывăрма выртма хăнăхнă. Анне кĕрсе тăнине те сисмен. "Ачам, выртмастăн-им?" - тет хайхи. "Ара, пĕрисем çывăрмаççĕ те, вĕсем выртмасăр выртмастăп-ха",- тетĕп ĕшеннине туймасăр. "Ара, вĕсем тăнă ĕнтĕ, халĕ ирхи 5 сехет",- ассăн сывларĕ çывăх çыннăм. Юратнă ĕç çынна туртса кĕрсе каять те - сехете те уяма пăрахатăн",- чунне уçать манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм.

Çапах та пĕр ыйту канăç памасть. Мĕншĕн пушкăрт пылĕн ят-сумĕ тĕнчипех сарăлнă, чăвашăнне вара асăнмаççĕ? Чăваш пылĕ те паха-çке, пирĕн патăмăрта та çăка вăрманĕ пур, çавнашкал чечексемех çитĕнеççĕ... "Пушкăрт пылĕ, маларах, чăн та, палăрнă. Халĕ асăннă хутлăх нефть уçлассипе вăйлă ĕçлет. Çавна май йĕри-тавра нефть тавралăха, сывлăша варалать. Ĕлĕк пыла нÿрлĕх, йÿçеклĕх тата сахăр шайне кура хакланă. Халĕ вара унра йывăр металл пуррине те палăртаççĕ. Чăваш Енри пылта вăл нормăпа пăхнинчен сахалрах. Пушкăртăннинче вара нормăран ытларах. Çавăнпа та хамăр патри пыла çитекенни нимĕн те çук. Çут çанталăк саккунĕ тăрăх - этемĕн хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри çимĕçе ытларах çиме тăрăшмалла",- шухăшне палăртрĕ пултаруллă хурт-хăмăрçă. 44 çул ĕнтĕ вăл утарта. Хĕллехи вăхăтра та çÿрет-мĕн вăл унта. Çĕр пÿрте кĕрет те вĕллене шак-шак тутарать, сĕрр! сас параççĕ пыл хурчĕсем... Çакăнтан вăй-хăват илет Николай Петрович.

Эпĕ вара унăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе утартан çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухрăм. Николай Пирожковăн ĕçне малалла тăсаканĕ - ывăлĕ Петр - пурришĕн хĕпĕртерĕм. Хальлĕхе вăл çарта, салтак тивĕçне пурнăçлать-мĕн. Çывăх çыннисем вăл таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çăвăр хурта çара алăпа пуçтаракан, пыл хурчĕсене ятарлă маскăсăрах пăхакан йĕкĕтрен лайăх утарçă пуласси пĕрре те иккĕлентермест.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.