Archive - Юпа 2014
- Date
- Type
юпа 29th
Газета "Хыпар", 2014 г., 29 октября
"Xыпар" 29.10.2014
Ĕмĕрлĕхе юлакан ĕçсем
Чăваш Ен ÿнерçисен пĕрлĕхĕ Атăлçи хутлăхĕнче лайăххисен йышĕнче. Чăваш Республикин Художниксен союзĕ 150 яхăн ÿнерçе пĕрлештерет. Культура çулталăкĕнче вĕсем те ума пысăк тĕллевсем лартрĕç, палăртнă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесе ăнтăлаççĕ. Çитес çул та сăрă ăстисемшĕн ахальли мар: союза йĕркеленĕренпе 80 çул çитет.
Хамăрăн сывлăхшăн кар тăма вĕренĕпĕр-и?
Патшалăх сывă çынсен йышĕ пысăкланасса кĕтет
Чăваш Енĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăларнă Указпа килĕшÿллĕн "Сывлăх профильне" хатĕрлĕç. Вăл муниципалитетсен малашнехи аталану стратегийĕн тĕп шăнăрĕ пулĕ темелле. Асăннă концепци халăх сывлăхне çутатса паракан документ кăна мар, унăн хăй тĕпленнĕ вырăнти пурнăçа сăнласа пуласлăхра мĕнлерех йĕркелессине кăтартакан программа та пулма тивĕç.
Челябинскран - парнесемпе
Чăваш Ен спортсменĕсем ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе "Юность России" физкультурăпа спорт обществин парнисене çĕнсе илессишĕн Челябинскра иртнĕ ăмăртуран медальсемпе таврăннă.
"Вĕрентекенпе сăн ÿкерĕнер"
Библиотека - 55 çулта
Çак кунсенче Шупашкарти Л.Н.Толстой ячĕллĕ библиотека хăйĕн черетлĕ юбилейне паллă тăвать.