Archive - 30 Oct, 2014

Уроксем вĕçленнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ. 2 «г» класс вĕренекенĕсем килелле кайма васкамарĕç. Парта хушшинчен тухнă-тухманах юратнă педагогне Валентина Васильевна Францевăна кайăк чĕпписем пек сырса илчĕç.

"Тăшманпа çапăçмалла, Тăван çĕр-шыва сыхламалла"
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусене, фронтран 70 ытла çул каялла янăскерсене, нумай килте халĕ те упраççĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Палăк юхăнать

Минретекен хутăшсем çĕнелсех пыраççĕ. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче, çав шутра Чăваш Енре çынсем психоактивлă хутăшпа йышлăн наркăмăшланни чăннипех пысăк пăтăрмах пулчĕ.

Террор тапхăрĕнче пин-пин çынна тĕп тунă. Чăваш Республикинчи политика репрессийĕсенче шар курнисен тата инваличĕсен общество организацийĕ çĕршыв историйĕнчи хурлăхлă тепĕр пулăма палăртма хатĕрленет. Умра - Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕ 1991 çулта политика репрессийĕнче шар курнисене асра тытас тĕллевпе йышăннă кун. Кашни çулах юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче çывăх çыннисем пуç янă тăванĕсене асăнса лартнă палăксен умне пухăнаççĕ, вĕсен ячĕпе çурта çутаççĕ.

Виçĕм кун "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем "Чăваш пичечĕ" АУО директорĕпе Станислав Александровпа тĕл пулчĕç. Унта Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай, унăн çумĕсем, хаçат редакторĕсем тата журналистсем хутшăнчĕç.

Pages