Archive - 10 Oct, 2014

Кĕркунне уй-хирти курăк çуллахи пек лайăх ÿсмест, хытрĕ. Кун тăршшĕ те сисĕнмеллех кĕскелчĕ. Çавăнпа авăн уйăхне кĕнĕçемĕн ĕне сĕчĕ сахалланать, кун пек чухне выльăха килте каçсерен апатлантарни вырăнлă.

Пукрава юпа уйă­хĕн 14-мĕшĕн­че уявлаççĕ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри. Ун историйĕ 910 çул­па çыхăннă. Иерусалимри чиркÿре кĕлĕ пынă чухне Андрей ятлă çул çÿревçĕ, килсĕр чухăнскер тата ун вĕренекенĕ Епифаний тÿпере Турă Амăшне курнă. Вăл турра чунтан ĕненсе кĕл тăвакансене шурă пысăк чатăрпа витнĕ, хÿтте илнĕ.

Юпа уйăхĕ - вылянчăк вăхăт. Çанталăк хăш чухне уяр та ăшă, хăш чухне çумăрлă та сивĕ, çиллĕ - кĕçех сивĕ хĕл килессе систерет.

Çут çанталăк хăйĕн илемĕпе тыткăнлать, йывăçсем капăр тумпа, кĕрхи астрăсем тĕлкĕшеççĕ.

«Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» Пăр керменĕнче иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пычĕ. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарчĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пычĕ.

Pages