Из-за обильных осадков в виде ледяного дождя и мокрого снега сильнее всего пострадал Моргаушский район. Очередное заседание оперативного штаба поэтому прошло здесь.
Чрезвычайлă лару-тăрура - уйрăмах. Çут çанталăк синкерне пула республикăра регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртнĕренпе оперативлă штаб ларăвĕ кашни кунах иртет.
Кун йĕркинчи ыйтусем те самай йышлă пулчĕç-ха та, çапах ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ тăсăларах кайни урăххипе сăлтавланчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирхине Муркаш тăрăхĕнче пулнă - унтан кăмăлсăрланса таврăнни сисĕнчĕ. Кăмăлне пăснă хăш-пĕр саманта вăл ларура та çĕклерĕ. Тĕрĕссипе, çакă пĕтĕм ларăва витĕм кÿнĕн те туйăнчĕ: темиçе министра пайăррăн сăмах тиврĕ - служба тĕрĕслевĕсем ирттерме хушни таранах.
Çамрăксен театрĕнче ача-пăча наци драматургийĕн регионсен хушшинчи лаборатори-форумĕ уçăлнă. Унăн ертÿçи - театр критикĕ, искусствоведени кандидачĕ, Раççейри чылай хулара тĕрлĕ семинар йĕркеленĕ Ирина Мягкова.
Патăрьелсене энергетиксем пысăк парне кÿчĕç. «РусГидро» АУО тата унăн тытăмне кĕрекен Чăваш энергосбыт компанийĕ укçа-тенкĕпе пулăшнипе Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те чи пысăккисен шутĕнчи тутар ялĕпе, Шăнкăртампа, юнашар Туслăх аллейине хывнă.
Çĕнĕ комментарисем