Комментари хушас

23 Юпа, 2014

Чĕлхесĕр наци пурăнаймасть

Çамрăксен театрĕнче ача-пăча наци драматургийĕн регионсен хушшинчи лаборатори-форумĕ уçăлнă. Унăн ертÿçи - театр критикĕ, искусствоведени кандидачĕ, Раççейри чылай хулара тĕрлĕ семинар йĕркеленĕ Ирина Мягкова.

Форума Чăваш Ен, Пушкăртстан, Екатеринбург, Санкт-Петербург, Мускав драматургĕсем хутшăнаççĕ. Лаборатори умĕнхи конкурса Удмурт, Коми республикисен, Мускав, Питĕр, Новосибирск, Екатеринбург, Самар, Чĕмпĕр, Анапа, Калуга, Воронеж тата ытти хулари, Беларуç, Литва авторĕсем 60 ытла ĕç тăратнă.

«Театр лабораторине наци чĕлхин çивĕч ыйтăвĕсене халалланă. Паян наци драматургĕсем питĕ йывăр лару-тăрура: вĕсен ĕçĕсене пăхакан та, сцена та çук. Чĕлхесĕр наци пурăнаймасть, наципе культура пĕрлĕхĕ сыхланса юлаймасть. Ача тăван чĕлхене чи малтан çемьере вĕренет, унтан - театрта, кинора. Çавăн пекех тăван чĕлхепе мĕн çырни те пĕлтерĕшлĕ. Пьесăсене професси драматургийĕн куçĕпе пăхса хаклăпăр», - палăртнă Ирина Мягкова форума уçнă май.

Лабораторире артистсем пьесăсене вулĕç, унтан пурте пĕрле сÿтсе явĕç. Çавăн пекех форум программипе килĕшÿллĕн Наци спектаклĕсен фестивалĕ иртет. Унта Калмăк Республикин Б.Басангов ячĕллĕ драма театрĕ те хутшăнать.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.