Сайт ĕçлеме пуçланă

23 Юпа, 2014

2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртекен командăсен Европа чемпионачĕн сайчĕ ĕçлеме пуçланă.

Ăна Мускав программисчĕсем хатĕрленĕ. Сайта тĕрлĕ хыпарпа пуянлатассипе Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕ ĕçлет. Унта ăмăртăва епле хатĕрленни, турнира камсем хутшăнасси тата хăна çурчĕсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Сайтра çавăн пекех Европа чемпионачĕн кун-çулĕпе, Шупашкар хулинчи паллă вырăнсемпе тата унăн историйĕпе паллашма май пур. Çывăх вăхăтра ăмăртăвăн страницинче билетсем сутас енĕпе ятарлă программа старт илĕ. Унăн адресĕ:  www.cheboksary2015.ru.

Аса илтеретпĕр: командăсен чемпионатне 2009 çултанпа йĕркелеççĕ, унта Европăри чи вăйлă 12 команда хутшăнать. Çав йышра Раççей спортсменĕсем те пур. Тепĕр çул сумлă ăмăртăва Шупашкар йышăнĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.