Комментари хушас

30 Юпа, 2014

Ячĕсем ан манăçчăр

Террор тапхăрĕнче пин-пин çынна тĕп тунă. Чăваш Республикинчи политика репрессийĕсенче шар курнисен тата инваличĕсен общество организацийĕ çĕршыв историйĕнчи хурлăхлă тепĕр пулăма палăртма хатĕрленет. Умра - Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕ 1991 çулта политика репрессийĕнче шар курнисене асра тытас тĕллевпе йышăннă кун. Кашни çулах юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче çывăх çыннисем пуç янă тăванĕсене асăнса лартнă палăксен умне пухăнаççĕ, вĕсен ячĕпе çурта çутаççĕ.

Сталинăн тоталитарлă режимĕн тапхăрĕнче - 1918 çултан пуçласа 1954 çулччен - айăпсăр миçе çын концлагерьсенче, тĕрмесенче асапланнине, миçе çыннăн пурнăçĕ татăлнине халĕ те никам та уçăмлăн татса калаймасть. Ку пулăм чăннипех геноцидпа - хăйĕн халăхне вĕлернипе - çыхăннă. Нацисен чи ăслă, çирĕп позициллĕ, ăнлавлă-шухăшлавлă çынсене - ăсчахсене, тĕн çыннисене, çар пуçĕсене, çыравçăсене тата ыттисене - шелсĕр тĕп тунă. Тăван тăванран хăрама, каçсерен хăйсене тытса каясса кĕтме пуçланă. Çав çулсенче пĕчĕк территориллĕ Чăваш Енре çеç 50 пин ытла çын шар курнă. Вăл йышра - хресченсемпе рабочисем, вĕрентекенсем, ăслăлăх, политика тата патшалăх ĕçченĕсем, чиркÿ çыннисем.

Иртнĕ икĕ çулта репрессисенче шар курнисен республикăри ассоциацийĕ Шупашкарти гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе пĕрле ăслăлăх-практика конференцине 2 хутчен ирттерчĕ. Вĕсенче асăннă тапхăрăн наци культурин, экономикăн аталанăвне, интеллигенцин шăпине кÿнĕ япăх витĕмне тишкертĕмĕр.

Сăлтавсăр айăпласа пуç янă, каярахпа таса ячĕсене тавăрнă 12,5 пин çынна асăнса-кĕртсе «Астăвăм кĕнекине» икĕ томпа кăларма пулăшнăшăн ассоциаци ячĕпе Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствине чĕререн тав тăватăп. Шел, чылайăшĕн хушамачĕ унта кĕреймерĕ. Министерство, унăн архивĕсем ку темăпа малалла ĕçлерĕç, «Астăвăм кĕнекин» 3-мĕш томне хатĕрлерĕç. Районсем те ку сăваплă ĕçрен аякра юлмарĕç, хăйсен «Астăвăм кĕнекине» кăларчĕç. Хĕрлĕ Чутайсем ку енĕпе пуçарулăхпа палăрчĕç. Районти депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе «Книга памяти жертв политических репрессий Красночетайского района» вырăнти бюджет шучĕпе кун çути курнă, ăна шар курнисен çемйисене тÿлевсĕр валеçсе панă. Хĕрлĕ Чутайсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене хавхалантарасса питĕ шанатăп.

Улатăр хула администрацийĕ тăрăшнипе хăй вăхăтĕнче хулари пĕр завод территорийĕнче вырнаçнă тĕрмере персе вĕлернĕ 120 çыннăн шăмми-шаккине /вĕсене кунтах чавса чикнĕ пулнă/ хула çывăхĕнчи масарта тирпейлесе пытарчĕç, вил тăприйĕсем çинче асăну палăкĕ вырнаçтарчĕç.

Сăр юхан шыв çыранĕнче политика репрессийĕсенче шар курнисене асăнса пĕлтĕр палăк çĕкленчĕ. Ăна Етĕрне районĕпе хулинчи çынсен укçи-тенкипе тунă. Пуçаруçи - организацин Етĕрне районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи К.Алексеева. Клара Николаевна çине тăнипех проект хатĕрленĕ, ниме йĕркеленĕ, укçа пухнă, палăка та хăйсен вăйĕпех çĕкленĕ, каярахпа унăн территорине хăтлăлатнă. Хулапа район администрацийĕсем сăваплă ĕçрен пăрăнман.

Меллĕ самантпа усă курса Шупашкар хула администрацине те тав тăватпăр. Астăвăм кунĕсенче вăл пире асăну апачĕ йĕркелеме укçа-тенкĕпе пулăшать.

Пирĕн республикăри çак категорири /таса ячĕсене тавăрнисем/ тĕп пенси çумне хушма 2591 тенкĕ илеççĕ. Кун пекки нихăш регионта та çук-ха. Уншăн республика ертÿлĕхне пысăк тав.

Çапах пире пăшăрхантаракан ыйту та сахал мар. Ассоциаци йĕркеленнĕренпе акă 20 çул çитрĕ, пирĕн хамăр ята хальлĕхе пÿлĕм те çук. Тара тытма пирĕн нухрат çитмест. Федераци çăмăллăхçисене сиплев учрежденийĕсене кайма путевка уйăрас ыйту та пăшăрхантарать. Шел, хальлĕхе ку саккун туллин пурнăçланмасть. Соцстрах фончĕ инвалидсене путевкăсемпе тивĕçтерессинче йĕрке тăвасса шанатпăр.

Пирĕн виççĕмĕш ыйтăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче нумай çĕклерĕç, анчах вăл халĕ те татăлман-ха. Уçăмлăх та çук. Сăмах - Шупашкарти Ехрем хуçа çурчĕн путвалĕнчи кану заведенийĕсем - ресторанпа бар - çинчен. Чылай çул каялла кунта çынсене асаплантарнă, вĕлернĕ. Халĕ вара - ташлатпăр, юрлатпăр. Юнпа вилĕм çинче савăнатпăр мар-и? Çылăхран та хăрамастпăр-çке.

Анатолий МАРКОВ,

ассоциаци ертÿçи

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.