Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Библиотека - 55 çулта

Çак кунсенче Шупашкарти Л.Н.Толстой ячĕллĕ библиотека хăйĕн черетлĕ юбилейне паллă тăвать.

Куç курманнисем валли ятарласа 55 çул каялла уçнă учреждение сусăррисем кăна мар - вĕсен тăванĕсем, коррекци шкулĕн ачисемпе студентсем, инвалидсене пулăшассипе ĕçлекен специалистсем, тĕпчевçĕсемпе общество деятелĕсем çÿреççĕ. Вулавăшра ятарлă 180 пин кĕнеке упранать, çавăн пекех унта компакт-дисксем, кассетăсем, тĕрлĕ пособи пур. Кĕнеке фончĕ çултан çул çĕнĕ кăларăмсемпе, хальхи йышши хатĕрсемпе пуянланать. Ятарлă студире илемлĕ хайлавсем çыртарса "калаçакан" кĕнекесем хатĕрлесси те йăлана кĕнĕ. Библиотека пулăшăвĕпе çулталăкне 3,5 пин çын усă курать, 70-шĕ патне киле пыраççĕ. Юлашки çулсенче вулавăш çĕнелнине палăртмалла. Акă 2012 çулта учрежденире тифлокомпьютер центрĕ уçăлнă. Çак тапхăрта унта 110 инвалид пĕлÿ илнĕ.

Е.АНДРЕЕВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.