Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Ĕмĕрлĕхе юлакан ĕçсем

Чăваш Ен ÿнерçисен пĕрлĕхĕ Атăлçи хутлăхĕнче лайăххисен йышĕнче.  Чăваш Республикин Художниксен союзĕ 150 яхăн ÿнерçе пĕрлештерет. Культура çулталăкĕнче вĕсем те ума пысăк тĕллевсем лартрĕç, палăртнă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесе ăнтăлаççĕ. Çитес çул та сăрă ăстисемшĕн ахальли мар: союза йĕркеленĕренпе 80 çул çитет. Çакăнпа çыхăннă тата ытти ыйтăва хускатрĕ художниксен ушкăнĕ ĕнер Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулсан.

Йышра çаксем пулчĕç: Чăваш Ен Художниксен союзĕн правленийĕн председателĕ, Раççей Ÿнер академийĕн чăн членĕ, Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров* искусствоведени докторĕ, Чăваш Республикин, Тутарстан Республикин, Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Ен Патшалăх премийĕн виçĕ хут лауреачĕ, Раççей Ÿнер академийĕн хисеплĕ член-академикĕ Алексей Трофимов /вăл çак хисеплĕ ята нумаях пулмасть тивĕçнĕ/* Чăваш Республикин халăх, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Ен Патшалăх премийĕн икĕ хут лауреачĕ Владислав Николаев, Чăваш Республикин, Пушкăртстан Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Ен Патшалăх премийĕн лауреачĕ Владимир Нагорнов скульптор* ЧР Художниксен союзĕн ÿнер фончĕн директорĕ Владимир Мудров тата ЧР Художниксен союзĕн секретарь-референчĕ Нина Васильева. Тĕл пулăва çавăн пекех ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Мĕн канăçсăрлантарать паян илем ăстисене, мĕн пирки хĕпĕртет тата ыратать вĕсен чĕри? Çакна кашнийĕ сăмах илнĕ май пĕлме пултартăмăр.

Михаил Игнатьев вара хăйĕн чунне уçса пама пултарчĕ. Вăл пĕтĕм республикăшăн канăçсăрланать. Культура çулталăкĕнче вара культура отраслĕ татăклă утăмсем тăвасса шанать, ялсенчи клубсемпе кану центрĕсем хăйсен ĕçне лайăхлатасса кĕтет. Республика ял культурине çĕклес тĕлĕшпе малалла ĕçлет, культура учрежденийĕсене тĕслĕх шая çĕклес тĕлĕшпе укçа-тенкĕ май килнĕ таран уйăрать. Ÿнерçĕсен шăпипе те кăсăкланать Михаил Васильевич, вĕсен произведенийĕсем складсенче тусанланса выртманшăн, халăх вĕсене килĕштернĕшĕн хĕпĕртет.

Тĕл пулăва та пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланас, капланнă ыйтусене татса парас тесе йĕркеленĕ.

Ревель Федоров союз пирки каласа кăтартрĕ. 1935 çулта чăмăртаннă вăл, ун пуçламăшĕнче малтанхи тапхăртанах шанчăклă, пултаруллă ентешсем тăнă: Никита Сверчков, Юрий Зайцев, Моисей Спиридонов, ыттисем те. Паянхи ăру та аслисен тĕслĕхĕпе утать. Шел, пур союзри пекех, кунта та çамрăк сахалрах. Апла пулин те Чăваш Ен ÿнерçисен пĕрлĕхĕ пур енĕпе те Атăлçи хутлăхĕнче лайăххисен йышĕнче.

Тата та маттуртарах пулма мĕн чăрмантарать-ха? Союз ертÿçин шухăшĕпе - ÿнерçĕсене мастерскойсемпе вăхăтлăха çеç /пилĕк çула/ усă курма ирĕк пани. Вĕсем палăртнă вăхăт çитессе кĕтсе кирлĕ чухне юсав та тăвас темеççĕ, çĕнĕ хÿтлĕх пирки шухăшлама пуçлаççĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнче асăннă мастерскойсене шăпах ÿнерçĕсем валли тунă, тÿлевсĕрех яланлăхах панă. Халĕ самана улшăннă май саккунсем те çĕнелсе пыраççĕ çав.

Владимир Черкесов хула инфратытăмне лайăхлатас тĕлĕшпе тăвакан ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Шупашкар мĕнле пуласси ÿнерçĕсенчен те нумай килнине палăртрĕ. Ун тĕллевĕ çакăн пек: тĕп хулара çулленех 2-3 палăк кун çути курмалла. Çитес çуркунне паллă этнопедагогăн Геннадий Волковăн палăкĕ çĕкленĕ. Ун валли мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă, гранит кÿрсе килнĕ. Юхан шыв портĕнче Крылов академик палăкĕ пуласса шанăç пур. Китай культурине, йăли-йĕркине темиçе çул тĕпченĕ йăхташăмăр Бичурин палăкĕ те илем кÿме пултарĕ Шупашкара çывăх вăхăтрах. Мастерскойсем тĕлĕшĕпе çĕннине нимех те калаймарĕ - депутатсем çапла йышăну тунă.

Владимир Нагорнов скульптор вара Атăл хĕрринче пулăçа халалланă палăк та, Чăваш Арбатĕнче Ефремов купса мăшăрĕпе "уçăлса çÿренине" те курма май килессе шантарчĕ. Унсăр пуçне Владимир Порфирьевич Шупашкарта ÿнерçĕсен Пĕтĕм тĕнчери симпозиумне йĕркелесси пирки ĕмĕтленнине асăнчĕ. Вăл хăй кăçал Кăнтăр Корейăра иртнĕ симпозиума хутшăннă. Ун шухăшне республика ертÿçи ырларĕ, ун валли çĕр тупса пама пулăшма шантарчĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - унашкал мероприятисем Чăваш Ен ят-сумне çĕклеççĕ, туристсене явăçтарма пулăшаççĕ.

Çитес çулхи юбилее çÿллĕ шайра ирттерме ĕмĕтленеççĕ ÿнерçĕсем. Ĕмĕтленни çеç сахал, ун валли укçа-тенкĕ те кирлĕ. Алексей Трофимов пурне те тивĕçтерекен альбом-кĕнеке кăларма сĕнет, анчах каллех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Михаил Игнатьев ку енĕпе те, ыттипе те пулăшма шантарчĕ. "Паян тунă ĕçсем ĕмĕрлĕхе юлаççĕ",- терĕ.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.