Никама та манмаççĕ

29 Юпа, 2014

Федерацин Атăлçи округĕнчи шырав отрячĕсен "Никама та манман" слечĕ вĕçленнĕ. Киров облаçĕнчи "Строитель" сывлăх лагерĕнче иртнĕ мероприятие 375 çын хутшăннă.

Чăваш Ен чысне унта Шупашкарти 57-мĕш вăтам шкулăн "Набат", 5-мĕш гимназин "Атăл", И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн "Астăвăм", И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн "Георгий хăйăвĕ" тата республикăри суд приставĕсен управленийĕн "Патриот" отрячĕсем хÿтĕленĕ. Ăмăрту икĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче шырав пĕрлешĕвĕсен кăçалхи сезонне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен команди "Информаци" номинацире ?шырав ĕçĕн пахалăхĕпе калăпăшне хакланă% çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, отряд ертÿçисен йышĕнче пирĕн ентеш "кĕмĕл" çĕнсе илнĕ, "Ÿсĕм" номинацире виççĕмĕш кăтартупа палăрнă. Иккĕмĕш тапхăрта чăваш шыравçисем техника хăрушсăрлăхĕн конкурсĕнче тата пирвайхи пулăшу парассипе - иккĕмĕш, экспозицисен конкурсĕнче виççĕмĕш пулнă. Слет пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн республика команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Палăртмалла: шырав отрячĕсен "Никама та манман" слетне РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хушăвĕпе йĕркеленĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.