Архив - 11 Фев, 2016 - Хыпар

11 Фев, 2016

Ĕç çынна çĕклетĕр

Çын ĕçсĕр пурăнаймасть, ĕç çынсăр пулса пымасть. Пĕрне тепринчен уйăраймăн. Çак çыхăну çирĕп чух кăна çĕршыв вăйлă, хăватлă, аслă. Ĕç çынни кинематографишĕн те - пуянлăх. Раççейре 2016 çул Кино çулталăкĕ ятпа иртнине курах пулĕ чăвашсем çак çула ĕç çыннипе çыхăнтарас тенĕ.

11 Фев, 2016

Лашине кура çуни

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Свобода» колхоз кантурĕ умĕнче ир-ирех çынсем. Хуçалăхра хĕлле те алă усса лараймăн: выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, çуракине хатĕрленмелле.

Сĕт йÿнелет, кĕсье çÿхелет

11 Фев, 2016

Ĕçченĕн сĕтелĕ пуян

Çĕршывра «кризис» теççĕ. Кун пирки пире массăллă информаци хатĕрĕсем кашни кунах аса илтереççĕ. Анчах вăл ялта хулари пекех сисĕнмест. Кунти халăх никам çине те шанмасть, хăйĕн ĕçне пурнăçлать: выльăх-чĕрлĕх пăхать, вăхăтра тырă-пулă, пахчаçимĕç çитĕнтерет, выльăх апачĕ хатĕрлет. Ĕçлеме ÿркенмен çын ялта выçă лармасть: унăн сĕтелĕ çинче аш-пăш, сĕт-çу, улма-çырла нихăçан та татăлмасть. Çитменнине вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçпе апатланать. Ара, хамăр валли ÿстеретпĕр мар-и? Çавăнпа кирлĕ-кирлĕ мар им-çампа усă курмастпăр.

11 Фев, 2016

Чăх ÿсĕрет, сунаслать

Хĕлле тата çуркунне пуçламăшĕнче килти чăх-чĕп ытларах чирлеме пултарать. Çак вăхăтра сывлав органĕсемпе çыхăннă инфекцисем сарăлма пуçлаççĕ, вĕсемпе уйрăмах чăх аптăрать.

Ку инфекцин тĕп паллисем ÿслĕкпе, сунасланипе, йывăррăн сывланипе çыхăннă, чăх куçĕнчен тата сăмсинчен шĕвек тухать. Унсăр пуçне чирлĕ чăх апат та çимест. Сайра тĕл пулакан инфекцисене шута илмесен чăх-чĕп чирĕ çын сывлăхĕшĕн хăрушă мар.

Паян тăтăш тĕл пулакан сывлав чирĕсем çинчен тĕплĕн калаçăпăр.

11 Фев, 2016

Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Инçетри Çĕпĕрте, Красноярск тăрăхĕнчех юлнă пулсан Валя инке паян тайгара, тен, кедр мăйăрĕ пуçтарса çÿретчĕ. Чăваш Енре кедр вăрманĕсем çукран хĕрарăм вырăнти "Заветы Ильича" хуçалăха васкать тата картиш тулли выльăх усрать. Ĕне кăна тăватă пуç. Çакăншăн пач та ÿкĕнмест, йывăрлăх çинчен те аса илмест, уншăн ялти пурнăçран лайăххи çук. Лăпкăлăха, уçă сывлăша, тавралăх илемне вăл нимĕнпе те улăштарма килĕшмест.

11 Фев, 2016

Витесем мĕншĕн пушанаççĕ?

Республикăра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен предприятисем, ветеринари службин, ял хуçалăх министерствин представителĕсем ларура иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, умри аталану çул-йĕрне палăртрĕç.

ЧР Ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Светлана Мясникова пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр ял хуçалăх продукцин производство индексĕ 107,9 процентпа танлашнă /Раççейĕпе - 103, федерацин Атăлçи округĕпе - 102/, çав шутра выльăх-чĕрлĕхпе - 107,8.

11 Фев, 2016

«Тантăш» 5 (4471) №. 11.02.2016

11 Фев, 2016

«Тантăш», «Тетте», «Самант» пулччăр чи чаплă парне!

Ĕненсемĕр: вĕсенчен чи хаклă парне çуках! Кил-йыш алла хаçат тытса тĕрлĕ хыпарпа паллашнă чухне сирĕн ачăрсем те хăйсен юратнă кăларăмĕсене вуласшăн. Çакна шута илсе вĕсене парнесĕр ан хăварсамăр!

«Тантăш» хаçата 273 тенкĕ те 78 пуспа,

«Тетте» журнала 148 тенкĕ те 98 пуспа,

«Саманта» 187 тенкĕ те 26 пуспа

çырăнма пултаратăр.

11 Фев, 2016

«Эпир «Тантăш» çырăнтăмăр! Эсир те васкăр!»

Пирĕн шкул çулленех чăваш ачисен «Тантăш» хаçатне çырăнать. Вĕренекенсем хăйсен кăларăмне юратса вулаççĕ çеç мар, эпир унпа уроксенче те усă куратпăр. Кунта класс тулашĕнчи сехетсенче сÿтсе явмалли те çителĕклех.

Страницы