Ĕçченĕн сĕтелĕ пуян

11 Нарăс, 2016

Çĕршывра «кризис» теççĕ. Кун пирки пире массăллă информаци хатĕрĕсем кашни кунах аса илтереççĕ. Анчах вăл ялта хулари пекех сисĕнмест. Кунти халăх никам çине те шанмасть, хăйĕн ĕçне пурнăçлать: выльăх-чĕрлĕх пăхать, вăхăтра тырă-пулă, пахчаçимĕç çитĕнтерет, выльăх апачĕ хатĕрлет. Ĕçлеме ÿркенмен çын ялта выçă лармасть: унăн сĕтелĕ çинче аш-пăш, сĕт-çу, улма-çырла нихăçан та татăлмасть. Çитменнине вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçпе апатланать. Ара, хамăр валли ÿстеретпĕр мар-и? Çавăнпа кирлĕ-кирлĕ мар им-çампа усă курмастпăр. Акă иртнĕ çул телекуравпа кăтартрĕç: Китай çыннисем пирĕн çĕршывра çĕр арендăна илнĕ те организмшăн сиенлĕ хатĕрсемпе усă курса унта пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Хăйсем вара ăна çимеççĕ, Раççей çыннисене сутаççĕ. Пирĕн хресчен ÿстернĕ пахчаçимĕçе туянаççĕ, ăна Китая ярса услам тăваççĕ. Вĕсем пирĕн çĕрсемпе 4-5 çул усă курнă хыççăн каярахпа çав лаптăксенче 50-60 çул çум курăк та çитĕнмест иккен.

Çĕр пурне те çитет

Çĕре юратсан, ÿркенмесен пахчаçимĕçе хамăр валли çеç мар, сутлăх та туса илме пулать. Акă 2014 çулта лартса çитĕнтернĕ çимĕçе, улма-çырлана, самăртнă выльăх-чĕрлĕхе, сĕт сутнине уйрăммăн шута илсе пытăм. Çулталăк вĕçленсен шутласа пăхрăмăр: сумма аптрамасть - 227 пин тенкĕ. Сутса тупăш илнисĕр пуçне çемье валли çимелĕх те юлать. Мухтанмалăх çук, çапах хушма укçа тивĕçтерет пире, пенсионерсене. Хамăра валли те, ачасене пулăшма та çитет. Хăй вăхăтĕнче пирĕн Шупашкарти тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче виçĕ ачана пĕр харăсах вĕрентме тиврĕ. Паллах, çăмăл пулмарĕ.

1996 çулта патшалăх кил çумĕнчи çĕр лаптăкĕсене 1 гектара çитерчĕ. Çавна май тинех выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ утă, пахчаçимĕç çитĕнтерме май килчĕ. Пĕр вăхăтра çĕрулмине 40 сотăй таранах лартрăмăр. Маларах унăн хакĕ те аванччĕ. Ун чухне виçĕ михĕ çĕрулми сутса 2 михĕ сахăр туянма пулатчĕ. Килти хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ, туса илнĕ апат çимĕçе сутса ачасене вĕрентсе кăларма май килчĕ.

Мана ялсем пушанса пыни пăшăрхантарать. Ытларах вырăс халăхĕ пурăнакан тăрăхсенче. Хăш-пĕр ялта 3-4 ватă çеç тăрса юлнă. Телее, пирĕн республикăра ун пекех мар, çапах çамрăксем ытларах хуланалла туртăнаççĕ. Ялсенче вара - ватăсем. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх те сахал усраççĕ. Акă 1996 çулта пирĕн урамран 56 ĕне выльăх кĕтĕве каятчĕ. Халĕ вара - 24 пуç çеç. Юнашар Уйкас Апаш ялĕнче малтан 27 ĕнеччĕ, халĕ - 3. Вăй-хал чакнă май пенсионерсем выльăх усрама пăрахаççĕ, теприсем, вăй питти пулсан та, тытмаççĕ. Çулла кĕтĕве кайма ÿркенеççĕ, утă-улăм хатĕрлеме те çăмăл мар. Ĕне выльăх кăна мар, хăшĕ-пĕри нимĕн те тытмасть, çитменнине пахчаçимĕç те çитĕнтермест. Кам çине шанса пурăнаççĕ-ши çавнашкал çамрăксем? Лавкка хуралласах ĕмĕр ирттерме пулать теççĕ-ши? Çав тери кахалланатпăр, хамăр валли пахчаçимĕç те çитĕнтерейместпĕр.

Çĕр çинче ĕçлемешкĕн халĕ пур услови те пур. Ĕлĕкхи пек алă вĕççĕн пурнăçламастпăр. Ытларах пайне техника тăвать. Трактор-машина халĕ çынна алă ĕçĕнчен хăтарать. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче лаша та пулман. Ун вырăнне вăкăра кÿлнĕ. Исетерккăра пурăнакан Геннадий Ефимов архивĕнче упранакан сăнÿкерчĕк шăпах çакна çирĕплетет те. Ăна 1946 çулта тунă. Унăн маçакăшĕ Ефим Васильев ?сăнÿкерчĕкре сулахайра% хăй вăхăтĕнче патшан утлă çарĕнче - Новотроицко-Екатеринославский драгунский полкра - хĕсметре тăнă. Сăнÿкерчĕкри вăкăра кÿлекенĕ шăпах - вăл.

 

«Пĕр чан тырă илеттĕмччĕ»

Халĕ çĕр те çителĕклĕ, ĕçле кăна. Анчах фермерсен йышĕ хушăнни питех палăрмасть. Нумайăшĕ çак ĕçрен писрĕ курăнать. Акă ĕлĕкхинех аса илер-ха: çĕр мĕнле хаклă пулнă ун чухне, ăна арçынна çеç панă. Çитменнине уншăн вăрçă-харçă тухнă, юн тăкнă. Ял çыннишĕн налук та пысăк пулнă. Уйрăмах Сталин влаçра тăнă чухне халăха йывăр тивнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче колхоза вăйпа кĕртнĕ, кĕменнисене пысăкрах налук тÿлеттернĕ. Архив кăтартăвĕсем тăрăх - 1935 çулта манăн маçак Макар Тарасович вăтам хресчен шутланнă, ялти ытти 21 кил хуçалăхпа вăхăтра колхоза кĕмен. Сăмах май, вăл ялта паспорт илнĕ пĕртен пĕр çын пулнă. Вĕсене пысăк налук тÿлеттернĕ. Сăмахран, маçак çулталăкри планпа патшалăха çакăн чухлĕ апат-çимĕç панă: сĕт - 120 кг, аш - 52 кг, çăм - 2,4 кг, çĕрулми - 271 кг, тырă - 0,5 т яхăн. Укçан тÿлемелли налук вара 138 тенкĕ пулнă. Танлаштарма: вăл вăхăтра сăвакан ĕне хакĕ 100 тенкĕпе танлашнă.

1936 çул вĕçнелле маçакăн колхоза кĕме тивнĕ, анчах кайран та налуксем пĕчĕкех пулман. Мăнтарăн чăваш хресченĕ чăтнă. Колхоза кĕни ял халăхне çăмăллăх кÿмен. Çулталăкĕпех вăй хурсан та çемьене тăрантармалăх ĕçлесе илеймен, выльăх-чĕрлĕхе те аран хĕл каçарнă. Колхоз выльăх апатне çителĕклĕ паман, çуркунне ĕнесене йывăрпа тăрантарнă, сарай çине витнĕ улăма та антарса çитернĕ. Акă хамăр ялти 82 çулти кинемей, Анна Варсонофьевна, колхозра ĕçленĕшĕн мĕнле тÿлеччĕç тесе ыйтсан çапла хуравларĕ: «Çулталăкра пĕр чан тырă илеттĕмччĕ. Унта виçĕ михĕ кĕретчĕ. Кăштах улăм тата арпа паратчĕç. Укçине вара курманпа пĕрех».

Халĕ пурнăç пĕтĕмпех урăхла. Ĕçлеме ÿркенмен çын ялта выçă лармасть, пÿрт-çуртне те çĕнетет, ачисене те çĕтĕк çÿретмест, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларать. Ял халăхне налукпа та ĕлĕкхи пек пусмăрламаççĕ. Пачах урăхла, çĕр çинче ĕçлекене патшалăх та пулăшать, кредит та параççĕ. Фермерсене тавăрса памалла мар грантпа тивĕçтереççĕ. Ял хуçалăх техникине те çăмăллатнă мелпе туянма пулать. Хăть мĕнле выльăх, кайăк-кĕшĕк усра - чару çук. Акă хамăр республикăрах темиçе çемье кил-тĕрĕшре страус тытать. Пĕр çăмартине - 1 пин, чĕппине 10 пин тенкĕлле сутаççĕ.

 

Хресчен хăçан хисеп курĕ-ши?

Паллах, пăшăрхантараканни те пур: ял хуçалăхĕнче туса илнĕ çимĕç хакĕ нимĕн чухлĕ те ÿсмест, тепĕр чух чакать те. Акă доллар хăпарса кайнă пирки хăш-пĕр япала хакĕ самай ÿсрĕ, çав шутра хамăр çĕршывра кăларнисем те. Анчах ял çынни туса илнĕ апат-çимĕç хакĕ пĕлтĕрхинчен те пĕчĕкрех: иртнĕ çул 1 л сĕте 20 тенкĕпе пуçтарнă пулсан, кăçал вара райпо 19-па илчĕ. Пĕтĕм услама сĕте тирпейлекенсем тата сутакансем тăваççĕ. Çакă ял çыннинчен кулни мар-и? Кун пек пулсан ăна ĕçрен пистересси куç кĕретех. Ял хуçалăхĕнче туса илнĕ таварăн хакĕ хресчене тивĕçтерсен çеç уй-хирте çум курăк çитĕнме пăрахĕ, утă-çаран йышлă кĕтÿпе тулĕ.

Çакна та асăнса хăварас килет: халăхран пуçтаракан сĕт йÿнелсех пырать, маларах ăна çуркунне енне çеç чакаратчĕç, халĕ вара хĕл варринчех 17 тенке çитрĕ. Лавккари ÿссех пырать.

Апла-и, капла-и - хамăр туса илнĕ çимĕçрен пахи çук. Ялта сывлăш та уçă, тÿпе те таса. Çавăнпа хулара ĕç тупаймасăр хăшкăлса çÿрекене тата тивĕçлĕ канăва тухнисене тăван килĕсене таврăнса, юхăннă хуралтисене çĕнетсе пурăнма чĕнсе калас килет. Ун чухне ялăн та малашлăхĕ пулĕ.

Александр МАКАРОВ.

Муркаш районĕ, Исетерккă ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.