Архив - 10 Фев, 2016 - Хыпар

10 Фев, 2016

«Сывлăх» /Здоровье/, № 5 /872/, 10. 02. 2016

о Солодка голая смягчает кашель.
о Если рука немеет.
о От головной боли поможет рябина.
о Банан достоин похвалы.
о Больной сустав лечим мазью из мумие.

10 Фев, 2016

"Сывлăх", 5 /872/ №, 10. 02. 2016

10 Фев, 2016

Сывлăхлă ÿсчĕр тесе нумай тăрăшать

Шупашкар хулин иккĕмĕш больницинче сиплевре пысăк опыт пухнă специалист чылай. Вĕсен йышĕнче ача-пăча поликлиникинче ĕçлекен Роза Шугурова педиатра палăртмалла. Роза Михайловна - аслă квалификаци категориллĕ тухтăр, вăл пĕчĕк пациентсем сывлăхлă ÿсчĕр тесе нумай тăрăшать.

Сăнÿкерчĕке больница сайтĕнчен илнĕ.

10 Фев, 2016

ТИВĔÇЛИПЕ ХАКЛАТПĂР

Банан пирки диетологсем ырă сăмах нумай калаççĕ. Ахальтен мар паллах. Çак çимĕç нумай лару-тăрура сывлăха паха витĕм кÿрет. Унăн сиплĕ хăш-пĕр енĕ çинчен хаçатра çырса кăтартнăччĕ-ха. Паян тата тĕплĕнрех каласа паратпăр.

1. Кăмăл пусăрăнсан.

Хĕллехи пусăрăнчăк туйăм çавăрса илсен икĕ банан çимелле. Сăмах май, талăкри чи пысăк виçе - виçĕ банан. Çимĕçре серотонина /телей гормонĕ/ тума хутшăнакан триптофан пур. Организм çак япалана хăй тĕллĕн туса кăлараймасть, ку тĕлĕшпе ăна банан витĕмлĕ пулăшать.

10 Фев, 2016

МАКАРОН ПĔÇЕРНĔ ШЫВПА

Макарон пĕçернĕ шыва эпир тăкма хăнăхнă. Тĕрĕс мар тăватпăр иккен - унăн ырă енĕсене пĕлекенсем çак шывпа сиплевре тата косметикăра усă курни паллă. Макарон шывĕнче минерал тăварĕсем /кальци, кали, натри, магни, тимĕр, фосфор, хлор, йод, пăхăр, хром/ нумай, кăштах крахмал клейстерĕ, В ушкăнри витаминсем, Е витамин пур. Вăл хăçан уйрăмах усăллă-ха?

10 Фев, 2016

ÇĂМĂЛ АПАТ КУНĔСЕМ

Подагрăпа /шăмă сыпписенче тăварсем, пуринсем нумайлансан пулакан чир/ аптракансене эрнере пĕрре çăмăл апат кунĕсем ирттерни усăллă. Пахча çимĕç /кунне 1,5 килограмм тĕрлĕрен пĕçерсе/, улма-çырла /1,5 килограмм панулми е хуппине тасатнă апельсин/, тăпăрчă /400 грамм тăпăрч тата 0,5 литр кефир/, сĕт е кефир /1,5 литр кефир е сĕт/ кунĕсем уйрăмах лайăх.

Çăмăл апат çини ылмашăну ĕçне ырă витĕм кÿрет. Çак вăхăтра шĕвек ытларах ĕçмелле! Организма, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕ чирлине пула чару çук пулсан, кунне 2-2,5 литртан кая мар шĕвекпе тивĕçтермелле.

10 Фев, 2016

КАШНИНЕХ - ХĂЙĔН ВĂХĂЧĔ

Чей - тĕлĕнмелле шĕвек, талăкăн тĕрлĕ тапхăрĕ валли хăйне евĕр витĕм кÿрекеннине суйласа илме пулать. Вăл тутипе те савăнтарать, кирлĕ чухне вăй кĕртет, лăпланма та пулăшать.

Ирхи апат умĕн организма вăратмалла. Вырăн çинче чухнех ура пÿрнисене 30-50 хут хутлатса-тÿрлетсе илмелле, унтан - алă пÿрнисене, купарчасене 50-шар хут. Çак хусканусем юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ. Халĕ тăмалла та пÿлĕм температуриллĕ 1 стакан шыв ĕçмелле. 5 минутранах вăй кĕнине туйса илетĕр. Малалла хастарлăх чейĕ ĕçме те юрать.

Ирхи чей

10 Фев, 2016

ӲТ МĔНШĔН ХĂВĂРТ ВАТĂЛАТЬ?

Çулсем иртнĕ май ӳт те ватăлсах пырать. Хăш-пĕр пулăм вара çакна тата ытларах хăвăртлатать. Мĕнрен асăрханмалла-ха?

Хлорлă шыв

Хлор ӳте типĕтет, çӳç тытăмне аркатать /вăл патракаланать, тĕссĕрленет/, куçăн лăймака сийне вĕчĕрхентерет. Чи япăххи - хлор ӳте çирĕплĕхпе, пиçĕлĕхпе тивĕçтерекен коллагена сиенлекен ирĕклĕ радикалсен молекулисене туса кăларни. Çавна май пĕркеленчĕксем пулса каяççĕ.