КАШНИНЕХ - ХĂЙĔН ВĂХĂЧĔ
Чей - тĕлĕнмелле шĕвек, талăкăн тĕрлĕ тапхăрĕ валли хăйне евĕр витĕм кÿрекеннине суйласа илме пулать. Вăл тутипе те савăнтарать, кирлĕ чухне вăй кĕртет, лăпланма та пулăшать.
Ирхи апат умĕн организма вăратмалла. Вырăн çинче чухнех ура пÿрнисене 30-50 хут хутлатса-тÿрлетсе илмелле, унтан - алă пÿрнисене, купарчасене 50-шар хут. Çак хусканусем юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ. Халĕ тăмалла та пÿлĕм температуриллĕ 1 стакан шыв ĕçмелле. 5 минутранах вăй кĕнине туйса илетĕр. Малалла хастарлăх чейĕ ĕçме те юрать.
Ирхи чей
Импĕр тымарĕнчен 4-5 çÿхе çаврашка касса илмелле, пĕтнĕкĕн /мята/ 3-4 типĕ е чĕрĕ çулçипе пĕрле тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Çĕçĕ вĕçĕпе тÿнĕ корица тата мускат мăйăрĕ хушмалла, 5-10 минутран сăрăхтармалла. Кунăн пĕрремĕш çурринче /14 сехетчен/ çак чейе 2 стакан ĕçме юрать.
Вăл вăй-хал хушать, ĕçлес хастарлăха ÿстерет.
Кăнтăрлахи
1-ер апат кашăкĕ çулçăллă хура чейе, вĕтетнĕ типĕ сысна курăкне /спорыш/, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, вĕлтрене, розмарина, мелиссана, эмел курăкĕн /ромашка/ чечекне, чĕрĕк чей кашăкĕ тÿнĕ техĕмлĕхсен /корица, кардамон, мускат мăйăрĕ, куркума, хура пăрăç/ хутăшне, 2-шер апат кашăкĕ типĕ пилешпе шăлан çырлине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. 15 минутран сăрăхтармалла, тутă кĕмелĕх пыл хушмалла.
Шĕвек кăмăла çĕклет, япаласен ылмашăнăвне, ирĕлнĕ çусен каяшне кăларассине лайăхлатать.
Каçхи чей
2-шер чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ пĕтнĕк çулçине, мелиссана, 5-шер типĕ пилеше, катăркас /боярышник/ çырлине, 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çăка чечекне хутăштармалла. Тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, çăтă хупса çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Каçхине çывăрма выртиччен 1 сехет маларах ĕçмелле.
Çак чей организма çывăрма хатĕрлет кăна мар, тепĕр ирхине çăмăллăн тăма та витĕм кÿрет.