СĂМСАРАН ЮН КАЯТЬ...
Аманнине шута илмесен сăмсаран юн кайнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Хăшĕ-пĕринпе паллаштаратпăр.
Лăймака сий сиенленнĕ. Кондиционер, хутса е радиаторсемпе ăшăтни пÿлĕмсенчи сывлăша типĕтеççĕ. Çавна май сăмсари лăймака сий те типет, питĕ пĕчĕк çуркаланчăксем пулса каяççĕ те кăштах юн тухма пултарать. Унсăр пуçне эсир хыттăн шăнкартма хăнăхнă пулсан лару-тăру тата ытларах йывăрланать. Мĕн тумалла-ха? Сăмса ăшне çумалла, лăймака сийе нÿрĕ тытса тăмалла. Çак тĕллевпе аптекăра сутакан маçсемпе, çусемпе е минерал тăварĕсен шĕвекĕсемпе усă курмалла.
Юн пусăмĕ пысăк. Сăмсаран юн кайнин чи анлă сарăлнă сăлтавĕсенчен пĕри - юн пусăмĕ пысăк пулни. Сăмсара питĕ çÿхе капиллярсем вырнаçнă, пусăма пула вĕсем татăлса кайма, юнланма пултараççĕ. Унсăр пуçне гипертониксене час-часах юна шĕветекен, юн кайнине вăйлатакан препаратсем çырса параççĕ.
Авитаминоз. К витамин юн кĕвелессине йĕркелесе тăрать. Вăл çителĕксĕр пулсан сăмсаран юн каясси аталанма пултарать. Çак витамин купăстара, салатра, кăшманра, типĕ хура сливăра, çăмартара пур. Авитаминоз юн тымарĕсен стенкисене патраклатакан витĕм кÿрет, сăмсаран юн кайнин сăлтавĕ пулма пултарать.
Хăш-пĕр чир. Грипп чухне юн тымарĕсен стенкисем наркăмăшсемпе сиенленеççĕ, çавăнпа сăмсаран час-часах юн кайма пултарать. Сăмса хăвăлĕнчи полипсемпе папилломăсем те çакăн пек витĕм кÿни тĕл пулать. Çак тĕслĕхсенче тухтăр патне каймалла.
Шута илме. Сăмсаран юн кайни çитĕннисен 20 минутран, ачасен 10 минутран та чарăнмасан часрах тухтăра чĕнмелле! Сăмсаран юн час-часах кайсан та сывлăха тĕрĕслеттермелле.
Комментировать