Комментировать

10 Фев, 2016

ÇĂМĂЛ АПАТ КУНĔСЕМ

Подагрăпа /шăмă сыпписенче тăварсем, пуринсем нумайлансан пулакан чир/ аптракансене эрнере пĕрре çăмăл апат кунĕсем ирттерни усăллă. Пахча çимĕç /кунне 1,5 килограмм тĕрлĕрен пĕçерсе/, улма-çырла /1,5 килограмм панулми е хуппине тасатнă апельсин/, тăпăрчă /400 грамм тăпăрч тата 0,5 литр кефир/, сĕт е кефир /1,5 литр кефир е сĕт/ кунĕсем уйрăмах лайăх.

Çăмăл апат çини ылмашăну ĕçне ырă витĕм кÿрет. Çак вăхăтра шĕвек ытларах ĕçмелле! Организма, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕ чирлине пула чару çук пулсан, кунне 2-2,5 литртан кая мар шĕвекпе тивĕçтермелле.

Анчах подагрăпа чирлĕ çынсен выçă тытма пачах юрамасть. Мĕншĕн тесен ку малтанхи кунсенчех юнра шăк йÿçекĕн шайĕ ÿсесси патне илсе çитерет, унтан ыратма пуçлать.

Мĕн çинипе питĕ тимлĕ пулмалла. Çак йĕркесене яланах шута илме сĕнетпĕр.

  • Подагрăна аталанма витĕм кÿрекен çимĕçсен виçине чакармалла. Çак шута пĕвер, пÿре, миме, чĕлхе, пăру, путек, сысна, сурăх какайĕсем, çуллă пулă, салă, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, консервсем, сельдь, шпрот, сардина кĕреççĕ.
  • Рационран йывăр ирĕлекен çусене /сурăх, сысна, чăх/ кăлармалла. Вĕсем пÿресем шăк йÿçекне кăларассине вăрахлатаççĕ. Апатра услам çупа, шăратнă çупа, тип çупа усă курăр.
  • Çăра шÿрпесем те юрамаççĕ. Пĕçернĕ чухне вĕсене какайри тата пулăри пуринсен 60 проценчĕ куçать.
  • Пăрçан, шалча пăрçин, ясмăкăн чĕрĕ хутаçĕсем, кăмпа, тĕслĕ купăста, баклажан, редис, салат, какао, чей, шăккалат приступа аталантарма пултараççĕ.
  • Апатра ревень, кăшкарути, шпинат, йÿçĕ ытти ÿсен-тăран пачах пулмалла мар - вĕсенче подагрăна аталанма пулăшакан кăшкарути йÿçекĕ нумай.
  • Алкоголь те /уйрăмах шампань эрехĕпе иçĕм эрехĕ/ юрамасть.
  • Тăвара апата пĕçернĕ тата пăшăхланă чухне мар, хатĕр чухне хушмалла. Сиенсĕр виçе - талăкра чей кашăкĕн çурри /6-7 грамм/.
  • Выльăх белокĕн талăкри норминчен иртмелле мар - кĕлетке виçин 1 килограмĕ пуçне 1 грамм пĕçернĕ çусăр какай е пулă /эрнере 2-3 хутран ытла мар/ кăна кирлĕ. Кĕлетке виçи ытлашши пулсан пулăпа какая эрнере 200-300 грамм çисен çителĕклĕ.
  • Рациона пуринсăр çимĕçсенчен йĕркелеме тăрăшăр. Сĕт, йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсем, сыр, çăмарта, çĕрулми, çăкăр, пăтă, улма-çырла /уйрăмах цитруссем/, çырласем /хăмла çырлисĕр пуçне/, пахча çырларан чылайăшĕ /тăварланипе маринадланисĕр пуçне/, уйрăмах помидор усăллă.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.