МАКАРОН ПĔÇЕРНĔ ШЫВПА

10 Фев, 2016

Макарон пĕçернĕ шыва эпир тăкма хăнăхнă. Тĕрĕс мар тăватпăр иккен - унăн ырă енĕсене пĕлекенсем çак шывпа сиплевре тата косметикăра усă курни паллă. Макарон шывĕнче минерал тăварĕсем /кальци, кали, натри, магни, тимĕр, фосфор, хлор, йод, пăхăр, хром/ нумай, кăштах крахмал клейстерĕ, В ушкăнри витаминсем, Е витамин пур. Вăл хăçан уйрăмах усăллă-ха?

Ура ывăнсан, тăртансан. Вĕри макарон шывне сарлака савăта ямалла, ăшă шыв хушмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн унта урасене чиксе 20-25 минут лармалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен. Макарон шывĕнчи микроэлементсем ура ывăннине, тăртаннине ирттерме пулăшаççĕ.

Тăртаннă куç хупанки çине - компресс. Косметика салфеткисене сивĕннĕ макарон шывĕнче йĕпетмелле, куç хупанкисем çине 15-20 минута хумалла. Унтан сивĕ шывпа çуса тасатмалла.

Куç хупанкисене тутлăхлă крем сĕрмелле. Процедурăна кунне пĕрре тăртаннни иртичченех тумалла.

Алă ÿчĕ кушăрхасан. Çĕрлене хирĕç ăшă макарон шывĕпе ваннăчкăсем тумалла. Унта алăсене 20 минут тытмалла. Процедурăна кун сиктерсе 2 эрне тумалла. Ванна хыççăн алăсене шывпа чÿхемелле, тип çу сĕрмелле, пир перчетке тăхăнса çывăрмалла.

Çÿç лайăхрах ÿстĕр тесен. Таса пуç ÿтне макарон шывĕпе сăтăрмалла, 10-12 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Эрнере икĕ хут çÿç йĕркене кĕричченех тумалла.

Унсăр пуçне макарон шывĕпе яшка, пахча çимĕç пĕçерме, икерчĕ лăкама пулать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.