Архив - 17 Фев, 2016 - Хыпар
"Сывлăх", 6 /873/ №, 17.02.2016
Ĕçри ÿсĕмсемшĕн Хисеп грамотипе наградăланă
Пĕтĕмĕшле практика /çемье/ врачĕ Ольга Васильева Шупашкар хулин 7-мĕш больницин 1-мĕш поликлиникинче ĕçлет. Вăл - аслă квалификаци категориллĕ тухтăр, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен ассоциацийĕнче тăрать. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн Ольга Витальевнăна Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви Хисеп грамотипе наградăланă.
ЮН ПУСĂМĔ ӲССЕН
Юн пусăмĕ ÿснипе / гипертони/ нушаланакансене халăх медицини сывлăха лайăхлатма пулăшакан темĕн тĕрлĕ мел те сĕнет. Тĕслĕхрен, çак рецептсемпе усă курма пултаратăр.
Сиплĕ эликсир
Вĕтетнĕ 5 апат кашăкĕ хыр йĕппине, 2 апат кашăкĕ катăркас /боярышник/ çырлине, 2 апат кашăкĕ сухан хуппине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, çулăм çинче 15 минут тытмалла. Илсен темиçе минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан кирек хăш вăхăтра ĕçме юрать. Курс - 3 уйăх.
Çĕпре терапийĕ
ХĔЛЛЕ - ХĂЙМА, ÇУРКУННЕ - КЕФИР
Мускаври И.Неумывакин профессор йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсене çулталăк тапхăрĕсене шута илсе ĕçмелле тесе çирĕплетет. Унсăр пуçне сывлăхĕшĕн тăрăшакан çынсемшĕн кефир тĕлĕнмелле паха çимĕç пулни çинчен асăрхаттарать.
Кефир çинчен
Талăкра икĕ стакан кефир ĕçни те пыршăлăх инфекцийĕсем аталанасран хÿтĕленме пулăшать. Вăл хырăмлăхăн лăймака сийĕ ытлашши вĕчĕрхеннине чакарать, апат ирĕлессине, сăрхăнса кĕрессине лайăхлатать.
«ЫЛТĂН КĔРПЕ» ТЕНĔ
Вир кĕрпине авалтанпах «ылтăн кĕрпе» тесе хакланă. Паллах, тĕсĕ сарă пулнипе кăна мар, питĕ усăллă тата тутлăхлă пулнипе çак чыса тивĕçнĕ.
Рациона кĕртмелле
Вир кĕрпинче фтор, тимĕр, кальци, кали, пăхăр, марганец микроэлементсем, А, В ушкăнри, Е витаминсем, никотин йÿçекĕ, клетчатка, аминойÿçексем, фоли йÿçекĕ, ÿсен-тăран çăвĕсем, белоксем нумай.
Чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕшĕн вир пăтти питĕ усăллă. Чĕре, юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен ăна рациона кĕртмеллех. Çапла тума сăлтав çителĕклĕ:
ВИТАМИНА ЙЫШĂНМА ПУЛĂШАТЬ
Япаласен ылмашăнăвĕ /метаболизм/ йĕркеллĕ пулни апатри витаминсемпе минералсене лайăхрах йышăнма, çавна май организма тĕрĕс ĕçлеме кирлĕ мĕнпур япалапа витĕмлĕрех тивĕçтерме пулăшать. Анчах хальхи условисенче метаболизм пăсăлнипе чылайăшĕ аптрать. Çакна пула пĕрисен кĕлетке виçи хушăнать, теприсен сывлăхĕ хавшать. Тухтăрсен япаласен ылмашăнăвне лайăхлатмалли сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.
КИЛТИ МЕЛСЕНЕ АСА ИЛЕР-ХА
- Сар çип утине /зверобой/, эмел шур курăкне /шалфей лекарственный/, эвкалипт çулçине, лаванда чечекне, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне 2-шер апат кашăкĕ, шур тăрăллă хыт курăкпа /тысячелистник/ шăши кикенекне /череда/ 1-ер апат кашăкĕ илсе хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 2 литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 6 хут 100-шер миллилитр ĕçмелле. Каçхине çывăрма выртас умĕн çак шĕвеке вĕрилентерсе пăсĕпе 5-10-шар минут сывламалла.
ЮЛТАША ШЫРАТĂП
Хисеплĕ «Сывлăх» хаçат ĕçченĕсем мана Чăваш Енри юлташăма тупма пулăшасса шанатăп.
Юрий Ещкальдина нумай çул шыратăп. Вăл салтака кайиччен вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Эпир унпа Чехословакири Оломовец хулинче çар службинче тăтăмăр. 1974 çулхи çу уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе тăван килсене таврăнтăмăр.
Агрономра ĕçлесе пенсие тухрăм. Юрăн пурнăçĕ мĕнле йĕркеленнĕ-ши? Питĕ пĕлес килет. Ман пата çак адреспа хыпар килессе чунтан кĕтетĕп: 422453, Татарская Республика, Буинский район, село Старые Бурундуки, ул. Советская, д. 4.
Анатолий ЕЛИХАВКИН.
ЯШКА ВĂЙ-ХАЛ КĔРТЕТ
Сивĕ çанталăкра чирлесрен хÿтĕленме, иммунитета лайăхлатма тутлă яшка çини пулăшать. Ăна хатĕрлеме питĕ ансат.
Виçĕ шăл ыхрана вĕтетмелле, тип çу çинче ăшаламалла. 2 стакан чăх е пахча çимĕç шÿрпине 2 апат кашăкĕ лайăх çунă вир кĕрпи, ăшаланă ыхра, 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ тинĕс купăсти /маринадлани те, типпи те юрать/ ямалла. 45 минут пĕçермелле. Ку виçе - пĕр çын валли. Яшкана эрнере икĕ хутран кая мар пĕçерсе çимелле.
Унти кашни çимĕç сывлăхшăн усăллă пулнипе палăрса тăрать.
Ыхра - çутçанталăк антибиотикĕ, иммун тытăмĕн пулăшуçи.