ЮН ПУСĂМĔ ӲССЕН
Юн пусăмĕ ÿснипе / гипертони/ нушаланакансене халăх медицини сывлăха лайăхлатма пулăшакан темĕн тĕрлĕ мел те сĕнет. Тĕслĕхрен, çак рецептсемпе усă курма пултаратăр.
Сиплĕ эликсир
Вĕтетнĕ 5 апат кашăкĕ хыр йĕппине, 2 апат кашăкĕ катăркас /боярышник/ çырлине, 2 апат кашăкĕ сухан хуппине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, çулăм çинче 15 минут тытмалла. Илсен темиçе минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан кирек хăш вăхăтра ĕçме юрать. Курс - 3 уйăх.
Çĕпре терапийĕ
Чĕрĕ çĕпрен 100 грамлăх пачкине пĕр пек тăхăр пая уйăрмалла. Кашни пайнех уйрăммăн апат пленкипе чĕркесе холодильнике хумалла. Сиплеве 9 кун пĕр тăхтавсăр ирттереççĕ. Кирлĕ пулсан 10 кунран тепĕр курс пуçламалла.
Каçхине çывăрма выртас умĕн 1 пай çĕпрене 1 апат кашăкĕ сахăрпа тата 3 апат кашăкĕ шывпа хутăштармалла. Ирхине çак хутăша пăтратса выç хырăмла ĕçсе ямалла. 30-40 минутран ирхи апат çиме юрать.
Шур çырлипе
2 стакан тӳнĕ шур çырлине /клюква/, 0,5 стакан сахăра, 1 стакан шыва хутăштармалла. Вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, сăрăхтармалла. Шывпа çурмалла хутăштармалла. Шур çырли шывне чей вырăнне ĕçмелле. Вăл юн пусăмне лайăх чакарать.
Е 1-ер чей кашăкĕ шăлан çырлипе календула чечекне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 1 сехет лартмалла. Кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле. Çавăн пекех юн пусăмне сахăрпа тӳнĕ хурлăхан, иçĕм, ыхра йĕркене кĕртеççĕ.
Комментари хушас