«ЫЛТĂН КĔРПЕ» ТЕНĔ
Вир кĕрпине авалтанпах «ылтăн кĕрпе» тесе хакланă. Паллах, тĕсĕ сарă пулнипе кăна мар, питĕ усăллă тата тутлăхлă пулнипе çак чыса тивĕçнĕ.
Рациона кĕртмелле
Вир кĕрпинче фтор, тимĕр, кальци, кали, пăхăр, марганец микроэлементсем, А, В ушкăнри, Е витаминсем, никотин йÿçекĕ, клетчатка, аминойÿçексем, фоли йÿçекĕ, ÿсен-тăран çăвĕсем, белоксем нумай.
Чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕшĕн вир пăтти питĕ усăллă. Чĕре, юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен ăна рациона кĕртмеллех. Çапла тума сăлтав çителĕклĕ:
- В ушкăнри витаминсем, уйрăмах В6 витамин, юн тымарĕсен пиçĕлĕхне лайăхлатаççĕ, юн пусăмне йĕркене кĕртеççĕ;
- вир пăтти юнри холестерин шайне чакараймасан та сиенсĕр шайра тытса тăма пулăшать;
- вир кĕрпи калипе пуян, вăл вара чĕре ĕçне йĕркене кĕртет, чĕрепе юн тымарĕсен çитменлĕхĕ, аритми аталанасран хÿтĕлет.
Сывлăх пăтти
Ăна хатĕрлеме кĕрпене малтан - сивĕ, унтан вĕри шывпа çумалла, унсăрăн пăтă йÿçек тутăллă пулать. Кĕрпене шыва ярса вăйсăр çулăм çинче çурри таран пиçиччен лартмалла. Унтан шывне тăкмалла та çĕнĕрен шыв е сĕт хушмалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минут пĕçермелле.
Хатĕр пăтта услам çу, сахăр, тăвар хушса çимелле. Вăл кавăнпа пĕçерсен те паха. Кавăн калорисĕр, унра сахăр сахал тата вăл вир пăттине хăйне евĕр тутăпа пуянлатать. Çавăн пекех пăтта улма-çырла е варени, пыл хушса та çиеççĕ.
Анчах вар хытнипе, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕккипе аптракансен вир пăттине асăрханарах çимелле.
Комментари хушас