ЯШКА ВĂЙ-ХАЛ КĔРТЕТ
Сивĕ çанталăкра чирлесрен хÿтĕленме, иммунитета лайăхлатма тутлă яшка çини пулăшать. Ăна хатĕрлеме питĕ ансат.
Виçĕ шăл ыхрана вĕтетмелле, тип çу çинче ăшаламалла. 2 стакан чăх е пахча çимĕç шÿрпине 2 апат кашăкĕ лайăх çунă вир кĕрпи, ăшаланă ыхра, 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ тинĕс купăсти /маринадлани те, типпи те юрать/ ямалла. 45 минут пĕçермелле. Ку виçе - пĕр çын валли. Яшкана эрнере икĕ хутран кая мар пĕçерсе çимелле.
Унти кашни çимĕç сывлăхшăн усăллă пулнипе палăрса тăрать.
Ыхра - çутçанталăк антибиотикĕ, иммун тытăмĕн пулăшуçи.
Вир организма энергипе тивĕçтерет, организмран шлаксемпе ытлашши минерал тăварĕсене кăларать. Унра мышцăсемпе ÿт клеткисене тума кирлĕ паха аминойÿçексем пур.
Тинĕс купăсти - организма апатлантаракан минералсемпе микроэлементсен çăлкуçĕ. Вăл иммунитета ÿстерекен йодпа, калипе, магнипе, бромпа, тимĕрпе, нимĕнпе те улăштарма çук паха ытти япалапа тивĕçтерет.