ВИТАМИНА ЙЫШĂНМА ПУЛĂШАТЬ
Япаласен ылмашăнăвĕ /метаболизм/ йĕркеллĕ пулни апатри витаминсемпе минералсене лайăхрах йышăнма, çавна май организма тĕрĕс ĕçлеме кирлĕ мĕнпур япалапа витĕмлĕрех тивĕçтерме пулăшать. Анчах хальхи условисенче метаболизм пăсăлнипе чылайăшĕ аптрать. Çакна пула пĕрисен кĕлетке виçи хушăнать, теприсен сывлăхĕ хавшать. Тухтăрсен япаласен ылмашăнăвне лайăхлатмалли сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.
1. Пăрăçлă апат япаласен ылмашăнăвне хăвăрлатас тĕлĕшпе малти вырăнта тăрать. Тĕслĕхрен, чили пăрăçри, карри техĕмлĕхри, импĕрти капсаицин ÿт-пÿ температурине хăпартать, чĕре таппине хăвăртлатать, çапла майпа япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать. Вар-хырăм, пÿресем чирлĕ мар пулсан 1 стакан шыва пĕр чĕптĕм хĕрлĕ пăрăç хушса ĕçме юрать.
2. Кашни кун тутлăхлă ирхи апат /типĕтнĕ улма-çырла, мăйăр хушнă пăтă, çăмарта хăпартмăшĕ/ çини метаболизма вăратать, ĕçлеме хĕтĕртет.
3. Васкамасăр лайăх чăмлани усăллă. Япăх чăмланă пысăк касăксем йывăрпа ирĕлеççĕ, ылмашăну ĕçне хытах вăрахлатаççĕ. Лайăх чăмланă апат вара ăна хăвăртлатать.
4. Рационра пахча çимĕç ытларах пулмалла. Вĕсем лайăх ирĕлеççĕ, витаминсемпе тата минералсемпе пуян пулнă май апат ирĕлессине лайăхлатаççĕ.
5. Апатланура Омега-3 çуллă йÿçексем çителĕклĕ пулни те япаласен ылмашăнăвне паха витĕм кÿрет. Вĕсем çуллăрах пулăсенче /сельдь, сардина, лосось, тунец/, йĕтĕн тата кунжут çăвĕсенче, мăйăрта пур.
6. Çителĕклĕ çывăрни аппетитшăн тата метаболизмшăн яваплă лептин гормона туса кăларма пулăшать. Талăкра сакăр сехетрен кая мар çывăрмалла.
7. Симĕс чейри танинсем иммун тытăмне çирĕплетеççĕ, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатаççĕ. Апат ирĕлессине тата метаболизма хăвăртлатма чейе апат умĕн тата хыççăн ĕçмелле.
8. Тĕтĕмленĕ, консервланă апатра сахăрпа крахмал нумай. Вăл япăх ирĕлет, çавна пула япаласен ылмашăнăвĕ вăрахланать.
9. Япаласен ылмашăнăвне йĕркеллĕ ирттерме кальци те кирлĕ. Çавăнпа рационра сĕт çимĕçĕсем, мăйăр, типĕтнĕ улма-çырла, ешĕл çителĕклĕ пулмалла. Кунжут вăрринче кальци питĕ нумай.
10. Çырласенче япаласен ылмашăнăвне хăвăрлатма пулăшакан усăллă сахăр пур. Сезон вăхăтĕнче çĕр çырли, хăмла çырли, ытти çырла кулленех çимелле, вĕсене хĕл валли шăнтса хумалла.