Архив - 5 Фев, 2016 - Хыпар
Малашне те «Хыпарлă» пулар
Шкул тумĕ: паха та йÿнĕ, килĕшÿллĕ
Салтака каяс кăмăллисен йышĕ ÿсет
Çăмăллăхсем - ятран тата чăннипех кирлине кура
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнчи сессийĕнче халăха социаллă хÿтлĕхпе халиччен тивĕçтерсе тăнă тытăма палăрмаллах витĕм кÿнĕ икĕ документ - «Чăваш Республикин уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем çинчен» - йышăннă, раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче официаллă йĕркепе пичетленĕ, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăя кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра пурăнакансене патшалăх пулăшăвĕпе 2016 çултан ятран тата вăл чăннипех кирлине тĕпе хурса тивĕçтерме тытăнчĕç.
Сĕте шыв хушаççĕ
Çапах «Хыпартан» пулăшу ыйтаççĕ
Сутлăх хак енĕпе «Хыпар» хаçат килти хуçалăхсене хÿтĕленине пирĕн вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа редакцирен пулăшу ыйтаççĕ.
Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси Кушкă ялĕнчи продукци сутакан хĕрарăм редакцие телефонпа шăнкăравларĕ, Андрей Альгеев предприниматель кашни килограмшăн 16-шар тенкĕ çеç тÿленине пĕлтерчĕ, сутлăх хака ÿстермешкĕн Çырмапуç ял тăрăхĕн администрацине витĕм кÿме ыйтрĕ. Хушамачĕпе ятне пĕлтермерĕ.
Сутлăх хак пахалăхпа çыхăнтăр
Ĕне усракансемшĕн 2015 çул республикăри нумай килти хуçалăх сутакан сĕт пахалăхĕ лайăхланнипе, ăна ветеринари-санитари йĕркине пăхăнтарнипе те палăрса юлчĕ. Ял çыннисенчен ытларахăшĕ продукцие аванлатассишĕн ĕнене тĕрĕс çитерме, паха сĕт çеç сутма тăрăшать. Ку енĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ветеринари специалисчĕсем ырă сĕнÿсем параççĕ. Çапах та чылай хуçалăх сутакан продукци пахалăх кăтартăвне тивĕçтермест. Сăлтавĕ - унта шыв хушнинче, сĕт тытăмĕ нормăна тивĕçтертĕр тесе выльăх организмне кирлĕ апат куллен çитерменнинче, гигиенăна пăхăнманнинче.