Çăмăллăхсем - ятран тата чăннипех кирлине кура

5 Нарăс, 2016

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнчи сессийĕнче халăха социаллă хÿтлĕхпе халиччен тивĕçтерсе тăнă тытăма палăрмаллах витĕм кÿнĕ икĕ документ - «Чăваш Республикин уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем çинчен» - йышăннă, раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче официаллă йĕркепе пичетленĕ, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăя кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра пурăнакансене патшалăх пулăшăвĕпе 2016 çултан ятран тата вăл чăннипех кирлине тĕпе хурса тивĕçтерме тытăнчĕç. Çакăн пирки официаллă майпа тĕплĕн ăнлантарманнипе халăх хушшинче тĕрлĕ сăмах-юмах çÿрени ĕç ветеранĕсене тата граждансен ытти категорине самаях калаçтарчĕ.

Аслă ăру çыннисене канăç паман ыйтусен уççи-хуппине ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви «Шупашкар хулинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центр» учрежденире «Ветерансене социаллă хÿтлĕх парассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем» темăпа ирттернĕ «çавра сĕтел» тупма пулăшрĕ. Унта РФ Президенчĕ РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнине - социаллă пулăшу мерисене панă чухне адреслăх тата чăннипех кирлĕ пулнин критерийĕсене тĕпе хурассине - пурнăçласа Чăваш Республикинче йышăннă саккун акцийĕсене ĕçе кĕртнипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Уçă калаçăва асăннă министерствăн яваплă çыннисемсĕр пуçне Чăваш Енри ветерансен организацийĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Чăн та, çĕршыври, çавăн пекех республикăри лару-тăрăва çăмăл тееймĕн: нефть йÿнелсе, доллар хакланса пыни халăхăн пурнăçне витĕм кÿретех, тăкаксемпе тупăшсене шайлаштарма хистет. Ĕç ветеранĕсен çăмăллăхĕсене чикĕлесси те бюджет хĕсĕнсе пынипе çыхăннă.

Паян республикăри ĕç пенсийĕн вăтам виçи 11,5 пин, вăтам шалу 16 пин тенкĕрен иртет, апла-тăк производствăран уйрăлман ветерансемшĕн 1082 тенкĕпе танлашакан çухату сисĕмлех пулас çук. Унсăр пуçне, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, ку мерăсем вăхăтлăх йышăннăскерсем кăна, лару-тăру йĕркеленсен вĕсене пăрахăçлама пултараççĕ.

Апла-и, капла-и, хальлĕхе ĕçлекен пенсионерсем - вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем /Раççей шайĕнчи-и е Чăваш Республикин-и - вĕсене уйăрман/ çăмăллăхсене тата уйăхри укçа тÿлевне /1082 тенке/ тивĕçмелли ирĕке кăçалтан çухатаççĕ.

Ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене радиопа тата коллективлă телеантеннăпа усă курнăшăн малашне 50 процентлă компенсаци памаççĕ, пралуклă телефон çыхăнăвĕшĕн кăна çăмăллăх сыхланса юлать.

Уйăхри укçа тÿлевне индексацилемелли йĕрке те улшăннă: инфляци шайне кура асăннă тÿлевсем валли бюджет тăкакĕсене çуллен пысăклатмашкăн ку таранччен саккунпа гарантиленĕ-тĕк, малашне апла тумĕç.

Сăмах май, пенсионер ĕçлеме пăрахнă хыççăн уйăхри укçа тÿлевĕпе çăмăллăхсене «тавăрса» параççĕ. Вĕсене тивĕçмешкĕн унăн районти социаллă хÿтлĕх службине заявлени тата асăннă пулăма çирĕплетекен документсене çитермелле.

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçмелли условисене хытарнă: чыс-сумлă пулмашкăн кирлĕ стажăн çуррине Чăваш хутлăхĕнче пухмалла. Унсăр пуçне ĕмĕр тăршшĕпе тÿрĕ кăмăлпа вăй хумалла: йĕркене пăсакансен, ĕçрен дисциплинăна пăхăнманшăн кăларса янисен, саккунпа килĕштерсе пурăнайманнисен кун пирки ĕмĕтленмелли çук.

«Çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва пухăннисем ветерансене социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма пуçаруллă хутшăнчĕç. Республика ертÿлĕхĕн Чăваш Еншĕн йывăр килсе тухнă вăхăтра çакнашкал мерăсем йышăнма тивнине вĕсем пурте лайăх чухлаççĕ. Кун пирки çынсен чунне витермелле ăнлантарса пама тăрăшĕç. Çапах, чылайăшĕн шухăшĕпе, ветерансен пурнăç условийĕсене тÿрремĕнех пырса тивекен татăклă йышăну тăвиччен влаçрисен общество организацийĕсен ертÿçисемпе канашламалла, вĕсен шухăшне шута илмелле пулнă. Кун пек чухне халăх хушшинче сăмах-юмах çÿремен тата аслă ÿсĕм çыннисем мерăсене ăнланса йышăннă пулĕччĕç.

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме кирлĕ стажа илес-тĕк, унăн çуррине е ытларах пайне тăван тăрăхра пухмалли условисем федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен чылайăшĕнче вăйра тăраççĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Владимир Мидуковăн шухăшĕпе, ĕмĕрĕпех тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, анчах кирлĕ стажа Чăваш Республикинче пухайман çынсене пулăшмашкăн ытти мелпе усă курмалла, вĕсене «РФ ĕç ветеранĕ» ят илме май туса памалла: асăннă категорие кĕрекенсен çăмăллăхĕсем регион ветеранĕсеннипе пĕрешкелех.

Ĕçлĕ калаçăва вĕçленĕ май Сергей Димитриев министр ветерансен общество организацийĕсен представителĕсемпе малашне кварталсерен пĕрле пухăнса канашлама сĕнчĕ.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.