Ырă улшăнусем кĕтетпĕр

5 Нарăс, 2016

2016 çул - Раççей Федерацийĕнче Кино çулталăкĕ. Çакна çирĕплетекен указа РФ Президенчĕ Владимир Путин 2015 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă. Документра палăртнă тăрăх - Кино çулталăкне общество "кăмăлне" кинематограф енне çавăрас тĕллевпе ирттереççĕ. Юлашки вăхăтра Раççей киноиндустрийĕ патшалăх тытса пыракан культура политикин тĕп принципĕсене тĕпе хуни аван курăнать. Çав принципсене халăх ăс-тăнне вырнаçтарса Раççей гражданĕсен тĕнчекурăмне вăйлă витĕм кÿрет. Кинематограф витĕмне патриотизм пропагандипе вăйлатса çынсен шухăш-кăмăлне ырă сĕм кĕртме тĕллев лартнă.

Çулталăк тăршшĕнче Раççейре кăна мар, тĕнче шайĕнче те çĕршыври кинематограф пахалăхне, хисепне ÿстерме май паракан вун-вун мероприяти ирттерме палăртнă. Çавна май чăваш кинематографĕнче те ырă улшăнусем пуласса шанатпăр.

Вячеслав ОРИНОВ, режиссер, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ:

- Пирĕн, чăвашсен, Кинематографистсен пĕрлĕхĕ те, ÿкерекенсем те, ятарлă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнисем те пур. Патшалăх вĕсен енне кăшт çаврăнса пăхни çеç кирлĕ. Кăçал - Кино çулталăкĕнче - наци кинематографне курăмлă пулăшу пуласса шанатăп. Кун пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те палăртса хăварчĕ.

Ĕлĕкрех кашни клубра кино кăтартнă. Çак йăлана чĕртсе тăратсан аванччĕ. Ялсене упраса хăварасси хальхи вăхăтшăн тĕп тĕллев пулмалла. Ял пурăнсан - наци пурăнать. Паян театр, кино ял темине хускатни, ял ыйтăвне çĕклени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Телевизорпа, компьютерпа кино курма аван-ха. Çапах та йышпа пухăнса пысăк экран умĕнче пăхса ларнине çитмест. Раççейре, ют çĕршывра ÿкернĕ фильмсене кăна мар, хамăрăн, чăвашсен, ĕçĕсене те курас килет.

Алексей БЕЛОВ, Чăваш Республикин Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕн директорĕ:

- Кино - халăх юратакан искусство, вăл патриотизм воспитанийĕн ĕçне вăйлатать, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Чăваш Енре çакна лайăх ăнланаççĕ: çавăнпах чăвашсем Шупашкарта пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртнине ырлаççĕ, ытти нумай кинофорума "симĕс çутă" параççĕ.

Кино çулталăкĕнче Раççейре ÿкернĕ лайăх пахалăхлă фильмсене, чăваш кинематографисчĕсен ĕçĕсене тĕп хулара пурăнакансем кăна мар, республика районĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те пăхма пултарсан питĕ аванччĕ. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ, пĕлтĕр республика бюджечĕ пулăшнипе киномобиль валли 2 млн тенке яхăн тăракан оборудовани туяннă. Çак хатĕр кирек хăш ялта та кинотеатр "уçма" май парать. Вăл пулăшнипех Ял кинофестивальне пĕрремĕш хут йĕркелерĕмĕр.

Çулталăк маншăн савăнăçлă хыпарпа пуçланчĕ: пирĕн республика Раççейри пĕчĕк хуласенчи кинотеатрсене пулăшма укçа уйăрас тĕллевпе ирттернĕ конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ. Çавна май республика Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче хальхи йышши кинопроекци оборудованийĕ вырнаçтарма ирĕк çĕнсе илчĕ.

Сергей УТЕМОВ, Куславкка район администрацийĕн культура, спорт тата туризм пайĕн пуçлăхĕ:

- Кино çулталăкĕнче Раççейре туса кăларнă, пурнăç çинчен ÿкернĕ лайăх фильмсене ытларах курма май пуласса шанатăп. Кинокомедисем кирлĕ, халăх юратать вĕсене. "Ментсемпе" "уголовниксем" çинчен курса йăлăхрăмăр ĕнтĕ. Çавăн пекех кăçал паллă артистсемпе курнăçасса кĕтетпĕр. Вĕсене, ахăртнех, республикăна килсе курма йыхравлаççĕ. Районсене те тухса çÿреççĕ, хăйсем çинчен каласа кăтартĕç пулĕ тетпĕр. Раççей киноиндустрийĕнче Чăваш Енре çуралса ÿснĕ пултаруллă çынсем те вăй хураççĕ. Вĕсене те тăван тăрăхра курас килет.

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Куславкка районĕнче Кино çулталăкне уçатпăр. ЧР Электрон тата кинодокументаци архивĕпе килĕшÿ тунă: уявра вĕсем тĕрлĕ фильм кăтартĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.