Малашне те «Хыпарлă» пулар
Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен Раççей почти çĕршыври мĕнпур çыхăну уйрăмĕсенче 2016 çулăн II çурри валли хаçат-журнал çырăнса илмелли тапхăр пуçланни çинчен пĕлтерчĕ.
Раççей почтинчен хыпарланă тăрăх икĕ уйăхлăхра кăларăмсене 2015 çулхи хаксемпе çырăнтараççĕ пулин те - хаксем кăштах ÿсни сисĕнет. Тимлĕ вулакан е «Хыпара» тахçантанпах çырăнса илекен астăватех: чăвашсен тĕп хаçатне 2016 çулăн I çурри валли 625 тенкĕ те 62 пус çырăнтарнă /шута илме: «Хыпар» çĕртме уйăхĕн 31-мĕшĕччен эрнере 2 хутчен /ытларикунпа эрнекун/ 16 страницăпа тухать. Вулакан килĕштермен çак ăнланманлăха тÿрлетнĕ: 2016 çулăн иккĕмĕш çурринче /утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен/ тытăнса «Хыпар» хаçат А-2 форматпа ытларикунпа юнкун 4-шар страницăпа тухма пуçлать. «Хыпар-эрнекун» яланхиллех А-3 форматпа /16 стр./ - эрнекун. Асăрхăр: II çур çулта эрнере 3 хутчен пичетленнĕрен çур çуллăх хак та улшăнать - 776 тенкĕ те 94 пус. Çак шута транспорт, экспедици, хаçата почтальон валеçни /доставка/ тăкакĕсем хушăнаççĕ. Шел те, Раççей почти хаксен политикине хаçат-журнал кăларакан издательствăсен никĕслевне тĕпе хурса йĕркелемест...
Вулакансенчен чылай чухне ÿпкев илтетĕн: «Хыпар» мĕншĕн хаклă? Хуравĕ питĕ ансат: 776,44 тенкĕрен 144 тенкĕ çеç редакци кассине кĕрет! 144 тенкĕ вăл - эпир Раççей почтин каталогне кĕмешкĕн сĕнекен хак! Шел те, эпир çак виçене чакарма пултараймастпăр. Каталог хакне хăпартас - çырăнтару хакĕ татах ÿсет. Вулакан пирĕн ĕçе хакланине, пире ăнланма тăрăшнине эпир пĕлетпĕр. Интернет саманинче пурăнатпăр пулин те чăн-чăн вулакансем, чăвашлăхпа мăнаçланакансем «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене малашне те çырăнса илессе шанатпăр. Хут çинче çырни - ĕмĕрлĕхе.
Çырăнтару - яваплă тапхăр. Хаçат-журнал тиражне сыхласа хăварасси редакци сотрудникĕсенчен çеç мар, почтальонсенчен те нумай килет. Вĕсем куллен тенĕ пекех кашни вулаканпа тĕл пулаççĕ, пичет кăларăмĕсене вăхăтра валеçме тăрăшаççĕ. Эсир малашне те пирĕн шанчăклă партнерсем пуласса çирĕп шанатпăр.
Тепĕр çĕнĕлĕх. Редакци чăвашсен тĕп хаçатне 2016 çулăн II çурри валли малтанхи çур çултинчен ытларах çырăнтарнă почтальонсене «Хыпар» Издательство çурчĕн Тав хучĕпе чыслама тата укçан хавхалантарма йышăнчĕ.
Çавăн пекех «Хыпара» çырăнакансене çемьери паллă пулăмпа, çывăх çыннăрсене е тăван-хурăнташăра хаçатра саламлас тетĕр - салам хакне 10: йÿнететпĕр / хаçат çырăнни çинчен квитанци илсе килмелле/.
Ăнланатпăр: паян никама та çăмăлах мар, ял çыннине пушшех те. Кашни тенкĕ шутра. Хисеплĕ вулаканăм! «Хыпар» хакĕ ытлашшипех «çыртать» пулсан - СĔНŸ:
1/ вулакан хăйĕн кăмăлне кура «Хыпар-эрнекуна» çырăнма пултарать /355,38 тенкĕ/;
2/ райцентрта е унăн çывăхĕнче пурăнакансемшĕн «Чăваш пичетпе» «Советская Чувашия» хаçатăн киоскĕсенче çырăнма меллĕ /288 тенкĕ/;
3/ Шупашкарта пурăнакансен çÿлерех асăннă киосксенче е редакцире çырăнма /144 тенкĕ/ май пур.
Кÿршĕ тăванран хаклă тенĕ. Пур - пĕрле, çук - çурмалла. Çĕнĕмеслет: икĕ пускил калаçса килĕшсе - икĕ çемьене пĕр «Хыпар». Ман шухăшпа, ку сĕнÿ те вырăнлă.
Мĕнех, эксперимент вырăнне пултăр. Укçа-тенкĕре питех перекетлес тетĕр пулсан - «Хыпара» виçĕ уйăхлăха /388,47тенкĕ/ та çырăнмашкăн мехел çитерĕр. Каярах - тепĕр виçĕ уйăхлăха.
Сăмах май, енчен те эсир «Хыпара» 2016 çулăн I çурринче илсе тăмашкăн çырăнма ĕлкĕреймен - тархасшăн: нарăсăн 20-мĕшĕччен çырăнсан пуш-çĕртме уйăхĕсенче килсе тăрĕ /«Хыпар» - 417,08 тенкĕ; «Хыпар»-эрнекун» 217,27 тенкĕ/.
Вулаканпа «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсен çыхăнăвĕ çирĕпленсех, пирĕн кăларăмсен тиражĕ ÿссех пытăр. Пирĕн тĕп тивĕç вара - кăларăмсене интереслĕ, пуян содержаниллĕ хатĕрлесе вулакан патне çитересси. Журналистсемшĕн сирĕн кашни сĕнĕвĕр хаклă: çырăр пирĕн пата, тĕрлĕ канаш парăр. Тачă çыхăнура пулса пĕр ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлер.
Михаил АРЛАНОВ,
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ.
Комментари хушас