Шкул тумĕ: паха та йÿнĕ, килĕшÿллĕ

5 Фев, 2016

Шкул тумĕ. Мĕнлерех пулмалла унăн? Ăшă, меллĕ, хитре, паха, йÿнĕ... Паллă ячĕсен ретне малалла та тăсма пулать. Пĕлтерĕшлисен шутĕнчех - вăл ачан сывлăхне сиен кÿменни.

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче ЧР Наци библиотекинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе иртнĕ ларура кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекен ачасене шкул тумĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Унта Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, шкул тумĕ çĕлекен предприятисен ертÿçисемпе представителĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ.

Хĕл варринче асăннă ыйтăва тăруках анлăн сÿтсе явни мĕнпе çыхăннă-ха? Маларахри çулсенче ку темăпа йĕркеленĕ канашлусем шкул ачисене пĕрешкел тумпа çÿретесси вĕренÿ тытăмне çĕнĕрен таврăннипе сăлтавланнăччĕ. Хальхи пухăвăн тĕллевĕ урăхлараххи малтанах сисĕнчĕ: республикăра çăмăл промышленоç предприятийĕсене аталанма çул уçассипе, вĕсем кăларакан тавара республика тулашĕнче те сарассипе çыхăнчĕ вăл. Предприятисен ĕç-хĕл ăнăçлăхĕ республика бюджечĕпе тÿрремĕнех çыхăнни куçкĕрет. Çăмăл промышленноçа вăй илме мĕншĕн шăпах шкул тумĕн производстви ырă витĕм кÿме пултарни те уçăмлă: республикăра пурăнакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ шкулпа мĕнле те пулин майпа çыхăннах: е вĕренет, е çак тытăмра ĕçлет.

Канашлура Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, çĕршыври асăннă отрасль предприятийĕсем чылай вăхăт ăнăçлă ĕçлесе пырайман. Юлашки виçĕ çулта вара лару-тăру ырă енне улшăннă. Çакă Чăваш Ен предприятийĕсен /вĕсем 350 таранах/ ĕç-хĕлне тишкерсен аван курăнать. Чăннипе, ку яхăнта потребительсен тавар туянаслăхĕ чакнă. Организацисем тупăшлă ĕçлеме тытăнни санкцисен тапхăрĕнче хамăр патра туса кăларакан продукцие сутма условисем йĕркеленнипе çыхăннă.

Паянхи кун тĕлне республикăра шкул тумĕ çĕлекен предприяти чылай: "Кайсаров", "ОВАС", "Аврора", "Элита". Спорт тумĕпе трикотаж кĕпе-йĕм хатĕрлекеннисем - "Пике", "ОВАС", "Чăлха-трикотаж фабрики". Тулли мар яваплă "Яхтинг" общество вара нумаях пулмасть шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли куллен çÿремелли тата спорт атă-пушмакĕ хатĕрлеме тытăннă. Канашлура асăннă предприятисем сĕнекен таварсен куравне йĕркеленĕ те - хăшĕ лайăхраххине палăртма, сĕнÿсем пама меллĕ. Паллах, кашни предприяти пуçлăхĕ е ĕçченĕ хăйсен продукцине чи лайăххи пек рекламăлать.

Ÿркенменнисем илемлĕ видеофильм та хатĕрленĕ, занятисене çÿремелли çи-пуç тата спорт тумĕ тăхăннă ачасен пулăшăвĕпе дефиле те йĕркелерĕç. Чăн та, суйламалăх пур пек. Çав вăхăтрах ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр пулсан шкул тумне çутăрах тĕссем кĕртме мĕншĕн хăратпăр? Ертÿлĕх шкул тытăмĕнче ĕçлекенсен, ашшĕ-амăшĕн шухăш-кăмăлне шута илес темен пулсан вĕсене канашлăва йыхравламĕччĕ. Шел, пухăннисем пухура хастар пулмарĕç.

Çапах сĕнÿсем тупăнчĕç. Акă Шупашкарти 37-мĕш шкул директорĕ Римма Соснова хальхи вăхăтра шкулсенче ачасене патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе витĕмлĕрех ĕçленине кура кадет класĕсем чылай çĕрте уçăлнине каларĕ. Кадетсем ятарлă тумпа çÿреме тивĕç, анчах ăна курттăмăн хатĕрлекен предприяти пирĕн регионта çукпа пĕрех. Тен, шкул тумĕ кăна çĕлекен "Аврорăн" хăйĕн çине илмелле çак ĕçе? Римма Александровна çакна та палăртрĕ: технологи урокĕсенче ачасен ĕç тумĕ тăхăнмалла, анчах вĕренекенсем валли юрăхлă халат тупса илме те хĕн иккен.

Кунтах шкул тумĕ туянасси сахал тупăшлă çемьесемшĕн çивĕч ыйту пулнине те палăртрĕç. Пĕр пин тенкĕрен пуçласа виçĕ-тăватă пин таранах кармашакан хаксем тĕрĕссипе вăтам тупăшлă çемье бюджетне те самай чухăнлатаççĕ. Çийĕнчен тата çемьере шкула çÿрекенни темиçе ача пулсан? Кун пирки ыйту тапратсан предприяти пуçлăхĕсем хăйсен бонусĕсемпе вĕсен условийĕсем çинчен ăнлантарса пачĕç: хăйсемпе килĕшÿ тунă шкулсенче вĕренекенсем валли тум йÿнĕрех ларĕ.

Канашлура шкул тумне çулталăк тăршшĕпех сутакан лавкка кирли çинчен те калаçу пуçарчĕç. Леонид Черкесов ун валли лаптăк ăçта уйăрассине çитес вăхăтрах татса пама шантарчĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.