Комментировать

11 Фев, 2016

Лашине кура çуни

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Свобода» колхоз кантурĕ умĕнче ир-ирех çынсем. Хуçалăхра хĕлле те алă усса лараймăн: выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, çуракине хатĕрленмелле.

Сĕт йÿнелет, кĕсье çÿхелет

Валериан Бромбин ертÿçĕн кĕсье телефонĕ çине-çинех шăнкăртатрĕ: выльăх апачĕ турттаракан трактор чăхăмланă-мĕн, сварщике шыраççĕ. Валериан Федотович çийĕнчех Иван Буринпа çыхăнса механизатора пулăшма ыйтрĕ. «Техника паркĕн «тухтăрĕ» вăл, - кăмăллăн пĕлтерчĕ ертÿçĕ. - Ваннă машина-трактора самантрах «чун» кĕртет.

Хуçалăхри лару-тăрупа паллашнă май техника паркне, фермăна çаврăнса тухрăмăр. «Хăв куçпа курнине нимĕн çитмĕ», - терĕ вăл.

- Хĕлле уй-хир бригади фермăра выльăх-чĕрлĕхе апат парать. Капла дояркăсене çăмăл, çынсем те ĕçсĕр лармаççĕ, - терĕ ертÿçĕ.

Колхозра 300 ытла ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни - 100 пуç. Тупăш ытларах сĕтрен кĕрет. Çавăнпа продуктивлăха, сăвăма ÿстересси тĕп вырăнта. Пĕлтĕр пĕр ĕнерен 5 пин килограмм сĕт сунă.

- Кăçал иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 10 килограмм сахалрах. Апла выльăха хушма апат та памалла. Çывăх вăхăтра турантă, витаминсем кÿрсе килесшĕн.

- Хуçалăхăн тупăшĕ чĕр тавар хакĕпе те çыхăннă. Сĕт йÿнелни çука хăвармасть-и?

- Унччен Етĕрнери заводпа ĕçленĕччĕ, анчах пĕр чĕлхе тупаймарăмăр курăнать, çыхăну татăлчĕ. Халĕ чĕр тавара Элĕк, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи пайтаçăсене сутатпăр. Сĕт хăйхаклăхĕ пĕлтĕрхинчен палăрмаллах ÿсрĕ, анчах сутлăх хак чакса пыни пăшăрхантарать. Иртнĕ çул çак вăхăтра литрне 22-23 тенкĕпе сутнă, халĕ - 19-па. Фермăра сĕт пăрăх тăрăх тÿрех холодильника юхать. Çавăнпа пахалăхне тиркеймĕн, анчах усламçăсен хăйсен саккунĕ. Каланă тăрăх - заводсем вырăнти чĕр тавара илесшĕн мар, аякран йÿнĕпе типĕ сĕт турттараççĕ. Тĕрĕссипе, паян сиплĕ çимĕç литрĕ 25 тенкĕрен кая мар пулмалла. Çакă хресчене сывлăш çавăрса яма пулăшĕ. Халех çапла пулсан çулла миçе пуса юлĕ-ши? Темиçе çул каялла сĕтпе топливо пĕр пек хака çитнĕччĕ. Кайран вăл йÿнелчĕ, анчах аш-какай хакланчĕ. Тăкака саплаштарма, тупăш илме çулсем уçăлчĕç темелле. Шел, вăхăтлăх кăна. Халĕ аша та йÿнĕпе туянаççĕ. Выльăха самăртни тупăш питех кÿмест. Çавăнпа юлашки çулсенче пăрусене халăха сутатпăр. Вĕсен çĕр пур, апат çителĕклĕ. Тупăша ÿстерме ĕне йышлă усрамалла.

- Эсир икĕ-виçĕ çул каяллах унăн йышне 200 пуçа çитерме палăрт-нăччĕ. Ăна пурнăçа кĕртме мĕн чăрмантарать?

- Çĕнĕ ферма тума проект хатĕр, анчах хамăр вăйпа çĕклеме укçа-тенкĕ çитмест. Кредит илме салук çук. Ыйтăва татса парайманнипе ĕç каймасть. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ пулăшма, салук тупса пама шантарчĕ. Вĕçĕм пĕр вырăнта тапăртатса тăраймăн, производствăна сармаллах. Иртнĕ çул уй-хиртен тупăш 1,5 млн тенкĕ кĕнĕ. Сĕтрен вара уйăхне 600 пин тенкĕ ытла пуçтарăнать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрама çĕр çителĕклĕ. Унччен вăл 400 гектара яхăн кăна пулнă. Çывăхри хуçалăхсем арканса-хупăнса пĕтрĕç, çынсем çĕр пайĕсене пире арендăна пачĕç, лаптăк икĕ хут ÿсрĕ. Уншăн халăха тырă, улăм паратпăр.

- Çĕр çителĕклĕ пулсан пахчаçимĕç, çĕрулми те ÿстерме тытăнмалла мар-ши? Унччен хуçалăх хăмларан та тупăш илнĕ.

- Маларах çĕрулми те, хăмла та çитĕнтернĕ. Пĕр вăхăтра пулса çитнипе йывăрччĕ. Хăмлана вăхăтра татмасан вĕçет. Çынсем çитменнипе икĕ çул çĕрулми юр айне юлчĕ. Пухура хăмлапа кăна ĕçлеме шутларăмăр. Анчах кĕçех хăмла сутăнма пăрахрĕ. Шел, çĕрулми техникине те упраса хăвараймарăмăр. Икĕ мулкача хăвалакан пĕрне те тытайман тенĕн пирĕн те çаплах пулчĕ. Хăмла туса илмелли техникăна пăхсах тăратпăр-ха. Тен, каллех «симĕс ылтăна» та чĕртсе тăратăпăр.

 

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

Техника паркне, фермăна утакан йăрă çамрăка çине-çинех тĕл пултăмăр. Хăш вăхăтра çитсе ĕлкĕрет тулĕк? Ĕç çыннисем ăна хисеплесе ашшĕ ячĕпе чĕнни мана кăсăклантарчĕ. «Сирĕн пата çĕнĕ çын хушăннă пулас?» - ыйтрăм ертÿçĕрен. «Агроном вăл, хуçалăхра иккĕмĕш çул вăй хурать, - пĕлтерчĕ Валериан Федотович».

Çамрăк специалистпа паллашнă май калаçу тÿрех çураки çине куçрĕ. Павел Айдак хаваспах ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

- Иртнĕ çул кĕрхисем 220 гектар акрăмăр. Çурхи культурăсем 320 гектар йышăнмалла. Вăрлăха кĕркуннех сортласа типĕтнĕ, кондицие лартнă. Халĕ, çур енне, тепĕр хут тĕрĕслеме панă. Пахалăхĕ чакмалла мар, кĕлетри вăрлăха куллен пăхсах тăратпăр. Хальлĕхе лайăх упранать: типĕ, таса. Сăтăрçăсем, кăшлакан чĕрчунсем тапăнман. Акма 95 тонна янтăланă, унсăр пуçне 5-6 тонна элита сорт туянасшăн. Вăрлăх саппаслăх та пур.

- Тухăç çĕр пулăхĕнчен, ăна мĕнле пăхнинчен килет.

- Пĕлтĕр мĕнпур лаптăкăн çурринчен ытларах пайне çĕртме тунă. Пусă çаврăнăшне пăхăнса пыратпăр. Çĕр пулăхне нумай çул ÿсекен курăксемпе, органика, минерал удобренийĕсемпе пуянлататпăр. Тырă лаптăкĕн кашни гектарне 100-150 килограмм хутăш удобрени хывнă, куккурус уйне ытларах та.

Агроном ака-сухана икĕ сеялка, 3-4 трактор кăларассине те пĕлтерчĕ. «Çанталăк ăшăтнă май çуракине хутшăнакан мĕнпур техникăна юсаса хатĕрлесшĕн», - терĕ Павел Айдак.

Вăл хуçалăхри лару-тăрăва, çĕр ĕçне пĕлни савăнтарчĕ. Сăмах май, аслă пĕлÿ илсен тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă çамрăк. Анчах чун туртни, çĕре юратни çĕнтернĕ, ял хуçалăхне таврăннă, ашшĕн, Аркадий Айдакăн, çулне малалла тăснă. «Иртнĕ çул хĕрÿ тапхăрта уй-хиртен кĕмерĕ темелле. Яваплăха туйса, чунне парса тăрăшрĕ. Хастар яш-кĕрĕмпе юнашар ĕçлени кăмăла çĕклет», - ăшшăн палăртрĕ Валериан Бромбин.

Александр Токарев, Алексей Леонтьев, Виталий Филиппов ... - йыш маттур яш-кĕрĕмпе хушăнсах пырать. Александр Токарев кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Ыттисем те унран юласшăн мар. «Дояркăна килес текенсем те пур, хальлĕхе вĕсем çителĕклех. Çĕнĕ ферма хута ярсан ыттисем вырнаçĕç. Тепĕр тĕп ыйту - çынсене хĕлле те ĕçпе туллин тивĕçтересси, - терĕ ертÿçĕ. - Вĕсем çулталăкĕпех аякка каймасăр, вырăнтах шалу ĕçлесе илме пултарччăр».

Лариса Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.