Витесем мĕншĕн пушанаççĕ?

11 Фев, 2016

Республикăра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен предприятисем, ветеринари службин, ял хуçалăх министерствин представителĕсем ларура иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, умри аталану çул-йĕрне палăртрĕç.

ЧР Ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Светлана Мясникова пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр ял хуçалăх продукцин производство индексĕ 107,9 процентпа танлашнă /Раççейĕпе - 103, федерацин Атăлçи округĕпе - 102/, çав шутра выльăх-чĕрлĕхпе - 107,8.

Республика федерацин Атăлçи округĕнче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илессипе - 2, аш-какайпа 3-мĕш вырăнта. Иртнĕ çул мĕнпур категорири хуçалăхсенче аш-какай туса илесси - 17,7 ?Раççейĕпе - 4,6%, сĕт 0,8 процент ÿснĕ ?Раççейĕпе 2014 çулхи шайра%.

Ял хуçалăх организацийĕсенче аш-какай 81,3 пин тонна туса илнĕ ?2014 çулхин 128,1 проценчĕ%. Кăтартăва 21 районтан 8-шĕ ÿстернĕ. Çав хушăрах Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Пăрачкав, Вăрмар районĕсенче вăл палăрмаллах чакнă.

Сĕт сăвассипе Елчĕк, Шупашкар, Вăрнар, Комсомольски районĕсем малта ?10,5 пин тонна ытларах%. Вăрмар, Çĕмĕрле, Етĕрне енче кăтарту япăхланнă.

Республикăра сăвăм ÿсни ĕнен продуктивлăхне хăпартнипе çыхăннă. Чăвашстат кăтартăвĕпе ял хуçалăх организацийĕсенче ĕне пуçне сĕт сăвасси 4,5 процент ÿснĕ, 4861 килограма çитнĕ. Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Шупашкар, Елчĕк, Етĕрне, Комсомольски, Тăвай, Вăрнар тăрăхĕсенче çулталăкра ĕне пуçне пилĕк пин килограмм ытла сĕт сăваççĕ.

Кăçалхи кăрлач тĕлне мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх - 193,7 пин, çав шутра сăвăнаканнисем - 92,3 пин, сысна - 166,2 пин, сурăхпа качака - 188,2 пин, чăх-чĕп 5,14 млн пуç шутланнă.

Ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх вунă районта сахалланнă, вун пĕрĕшĕнче ÿснĕ ?пурĕ 63,6 пин пуç%. Çĕмĕрле районĕнче кĕтÿ çурри ытла чакнă. Шăмăршă енче те витесем пушансах пыраççĕ. Ĕне кĕтĕвĕ 13 районта сайраланнă, 8-шĕнче пысăкланнă. Малашне те каплах пулсан Çĕмĕрле ?2014 çулхинчен 62,7 процент сахалрах%, Шăмăршă ?18,3% тăрăхĕсенче вĕсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртмелли çеç юлĕ.

Шăмăршă, Улатăр, Етĕрне, Патăрьел районĕсенче сысна фермисем пушанма тытăнни те шухăшлаттарать. Шăмăршă енче кăна нăрик-нăриксен йышĕ малтанхинчен 80,7 процент чакнă.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма ăратлăхпа ытларах ĕçлемелле. Хальхи вăхăтра республикăри 29 хуçалăх çак енĕпе аталанать. Вĕсенче кăтарту та пысăкрах, пĕлтĕр ĕне пуçне 6172 килограмм сĕт сунă ?ыттисенче - 4861 кг%. Ăратлă выльăх тытакансем çура, пăру илессипе те малта.

Хуçалăхсем производствăна ÿстерсе пынă май ĕçченсен уйăхри шалăвне те хăпартнă, вăтамран 14 433 тенкĕпе танлашнă.

«АПК аталанăвĕ» наци программи хута кайнăранпа республикăра 227 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Инвестици явăçтарнă, энерги перекетлекен çĕнĕ технологипе усă куракан организацисемпе фермер хуçалăхĕсенче сĕт илесси - 8,2, аш-какай - 31,9, выльăх йышĕ 22,2 процент ÿснĕ. Кăçал Чăваш Енре ашлăх тата сĕт паракан выльăха ĕрчетме патшалăх енчен те пулăшĕç: инвестици тата кĕске вăхăтлăх кредитсен процентне, страхлав тăкакне саплаштарма, ăратлă выльăх ĕрчетме субсидисем уйăрĕç.

Ларăва пухăннисем кăçал та агропромышленноç комплексĕнче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме, производство хăватне вăйлатма, апат базине çирĕплетме, выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăварса татах пысăклатма палăртнă.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.