Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

11 Нарăс, 2016

Инçетри Çĕпĕрте, Красноярск тăрăхĕнчех юлнă пулсан Валя инке паян тайгара, тен, кедр мăйăрĕ пуçтарса çÿретчĕ. Чăваш Енре кедр вăрманĕсем çукран хĕрарăм вырăнти "Заветы Ильича" хуçалăха васкать тата картиш тулли выльăх усрать. Ĕне кăна тăватă пуç. Çакăншăн пач та ÿкĕнмест, йывăрлăх çинчен те аса илмест, уншăн ялти пурнăçран лайăххи çук. Лăпкăлăха, уçă сывлăша, тавралăх илемне вăл нимĕнпе те улăштарма килĕшмест.

Ашшĕпе амăшĕ Красноярск тăрăхĕнчен Чăваш Республикине куçса килнĕ чух Валя 12-ре пулнă. Çĕпĕр ялĕ майĕпенех "йăшса" пынă: пекарня, унтан шкул хупăнсан çемье кил хуçи хĕрарăмĕн тăван кĕтесне таврăнма шутланă. Хĕрача малтанах Элĕк районĕнчи кукамăшĕ патĕнче пурăннă, ун хыççăн тин пĕрлехи йыш Шупашкар районĕнчи вĕренÿ хуçалăхĕнче тĕпленнĕ. Кунта вĕсене çуртпа тивĕçтернĕ, амăшĕ фермăна вырнаçнă. Ачисем ăна пулăшма пайтах чупнă, çавăнпа ĕнтĕ Валентина Марковнăшăн выльăхсăр пурнăç салху та кичем.

Çавна курах мăшăрлансан упăшки патне хуларан ?радиоаппаратура монтажникне вĕреннĕскер 5 çул "Элара" заводра тăрăшнă% яла куçма самант та иккĕленмен. Ферма ĕçĕпе пĕчĕклех туслашнăскер кунта та дояркăна вырнаçнă. Тепри пулсан вăл вăхăтри йывăрлăха аса илетчĕ пулĕ. Ара, ун чухне чылай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Валентина Марковнăна вара ферма магнит пекех хăй патне туртнă темелле, унăн канмалли кунсенче те ĕçе тухас килнĕ.

Килти хуçалăх тетĕр-и? Ун çинчен те манман. Çĕнĕ çурт хăпартас тесе 6 çул канăçсăрланнă. Выльăх усраса пуçтарнă укçа тÿрех строительствăна хывăнса пынă. Ĕне-пăру тытнисĕр пуçне çулсерен пилĕкшер сысна çăвăрлаттарнă тата ытти те. Тупăш çитсе пыманран ĕçре отпуск илсе Чулхулана çÿренĕ. Унтан тырăпа таврăннă, сутса укçа тунă. Комбайнерта тăрăшнă упăшки те ампара тыр-пулпа пуянлатнă. Мăшăрсем килтен ирхине 4 сехетре тухса кайнă та тепĕр чухне каçхине çур çĕрпе кăна таврăннă. Килте икĕ ывăлне Валентина Марковнăн хунямăшĕ пăхнă, кил хуçалăхĕнче пулăшнă. Халĕ те ахаль лармасть 87-ри Елена Игнатьевна. Кинĕ ĕçрен çитиччен выльăха апатлама кăшман тураса хурать тата ытти ĕç тăвать. Пĕччен пурăнма йывăртан йăмăкĕ те 3-мĕш çул ун патĕнчех хĕл каçать.

Халĕ икĕ ывăлĕ ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, рабочи профессийĕсене алла илнĕ. Асли, Эдуард, Канашри нефтьпе газ хуçалăхĕн техникумне пĕтернĕ те Санкт-Петербургра тăрăшать. Кĕçĕнни, асламăшĕ ыйтнипе Эрик ят ?ăна кинемей пĕр кинофильм геройне ытараймасăр панă% илнĕскер, Етĕрнере водителе, тракториста вĕренсе тухнă хыççăн Мускава çÿрет. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех маттур, нимĕнле ĕçе те тиркемеççĕ, ĕне сума та пултараççĕ.

Халĕ Валентина Марковнăн тахçан пуçран тухма пĕлмен шухăш-ĕмĕчĕ йăлт пурнăçланнă темелле: чаплă кил-çурт хăпартнă, йĕри-тавра - хăтлăх, вĕри тата сивĕ шыв пÿртех кĕрет, çутçанталăк газĕ пур. Малтанхи пек çăмăл машина рулĕ умне ларса ĕç тума унта-кунта вĕçтермест. Çавах та картишĕнчен вун-вун пуç выльăх ĕлĕкхиллех татăлмасть. "Мĕншĕн?" - ыйтмасăр чăтаймарăм кил хуçи хĕрарăмĕнчен. "Картишне тухатăн та темĕн çитмест пек туйăнать. Паян выльăха алăпа шыв çĕклесе шăвармалла мар, çавăнпа ăна усрама та ансат. Пĕр ĕнене шăварнă чух ик-виç пуç харăс ĕçет", - терĕ вăл апата канлĕн кавлекен чун йăпатмăшĕсемпе паллаштарса.

Хĕрарăмăн канма вăхăт та тупăнмасть пулĕ тесе шухăшланăччĕ - йăнăшрăм иккен. "Пĕлтĕр Хура тинĕс хĕррине кайса килтĕмĕр. Çуркунне ывăл патĕнче Питĕр хулинче пултăм. Çĕнĕ çул умĕн Тверь облаçĕнчи тăвансем патне хăнана кайрăм", - çийĕнчех хурав пачĕ вăл.

Маттурсен йăхĕ çухалмасан ял пĕтмест. Çакна Карикассисен тĕслĕхĕ аван ĕнентерет. Ав, Валентина Виноградова фермăра ?пĕр вăхăт ăна ертсе пынă% нумай çул тăрăшса тав-хисепе пайтах тивĕçнĕ. Пултаруллă та пуçаруллăскере 10 çул ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Шăпах вăл тăрăшнипе Карикассисем хăйсен кил-çуртне шыв кĕртме пултарнă. Вăрмантан çамрăк хунавсем кăларса килсе çулăн икĕ айккипе лартнă. Çуркуннесерен ял çыннисем субботнике тухаççĕ. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Вăй туслăхра пулнине ăнланаççĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Етĕрне районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.