Чăх ÿсĕрет, сунаслать

Хĕлле тата çуркунне пуçламăшĕнче килти чăх-чĕп ытларах чирлеме пултарать. Çак вăхăтра сывлав органĕсемпе çыхăннă инфекцисем сарăлма пуçлаççĕ, вĕсемпе уйрăмах чăх аптăрать.

Ку инфекцин тĕп паллисем ÿслĕкпе, сунасланипе, йывăррăн сывланипе çыхăннă, чăх куçĕнчен тата сăмсинчен шĕвек тухать. Унсăр пуçне чирлĕ чăх апат та çимест. Сайра тĕл пулакан инфекцисене шута илмесен чăх-чĕп чирĕ çын сывлăхĕшĕн хăрушă мар.

Паян тăтăш тĕл пулакан сывлав чирĕсем çинчен тĕплĕн калаçăпăр.

Микоплазмоз. Ячĕ сисчĕвлентерет пулсан та ку - уйрăмах чăхсем хушшинче анлă сарăлнă бактери инфекцийĕ. Çÿлерех асăннă паллăсемсĕр пуçне куçран кăпăклă тумла юхать. Автан чăхран йывăртарах чирлет. Микоплазмоз хĕллехи тапхăршăн палăртуллă.

Инфекциллĕ бронхит. Ытла йывăр чир мар, анчах чăх çăмарта япăх тума тытăнать. Пĕтĕмĕшле йыш сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп пулсан чир çулăхмасть. Вăл вилĕм патне илсе çитермест.

Инфекциллĕ ринит. Чăхăн çÿлти сывлав çулĕ пÿлĕнет. Çак чир паллине кура ăна вĕрсе хăпартнă пуçпа танлаштараççĕ. Куçĕ йĕри-тавра шыçать. Унран усал шăршăллă, лăймакаллă шĕвек юхса анать.

Ньюкасла чирĕ. Чăх-чĕп ĕрчетекен вăл хăрушшине аван пĕлет. Пĕтĕмĕшле паллăсем çумне вар витти хушăнать, чăх такăнса утать, ăна шалкăм çапать, мăйĕ пăрăнать. Чăх-чĕп нумай усратăр пулсан йыша пĕр тăхтаса тăмасăр прививка тăвăр, вакцинăна ветеринари аптекинче туянăр.

Инфекциллĕ ларинготрахеит. Сайра тĕл пулакан чир. Унăн паллисем: юнлă ÿслĕк, аран сывлани, сăмси тавра юн хытса ларни.

Грипп. Ньюкасла чирĕ пекех хăрушă. Ытларах чухне ?99 процент% чăх-чĕп вилет. Паллах, инфекци вăй-хăвата мĕн чухлĕ хавшатнине шута илмелле. Çынăнни пекех чăх грипĕ вируслă шутланать. Çын грипĕн вирусĕ пĕрехмай улшăннăран витĕмлĕ вакцина хатĕрлеме йывăр. Чăх грипĕ пирки те çавнах палăртмалла. Хăш-пĕр йышши вируса хирĕç кăна вакцина пур. Пĕртен-пĕр мел - чиртен хÿтĕленесси. Грипп паллисем: шăнăр туртни, вар витти, чăх пуçне пĕксе утать, сăмса шăтăкĕ патĕнче йĕпе тăрать, ытла йывăр чухне вилет.

 

Чăх-чĕп йышне упрас тесен çакна шута илмелле. Чăх е çăмарта туяннă чух сутуçăран ветеринари докуменчĕсем ?свидетельствăсем, справка% ыйтăр. Çĕнĕ йыша карантина ыттисенчен уйрăм лартăр ?30 куна май килмесен 2 эрнене%. Витере таса пултăр. Килти чăха ирĕкре çÿрекеннипе ан хутшăнтарăр. Май килсен вакцинăпа прививка тутарăр.

 

Енчен инкекрен пăрăнса иртеймерĕр пулсан чирлĕ чăхсене пĕр тăхтамасăр уйăрăр, ун хыççăн ветеринартан пулăшу ыйтăр. Хăвăр тĕллĕн сиплени пур чухне те усă памасть, мĕншĕн тесен хăш-пĕр чир сипленмест. Тепĕр чух сывалсан та чăх ыттисене чирлеттерме пултарать.

Евгений Ким, ветеринари врачĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.