Шухăш

18 Раштав, 2014

Ĕçлеме тата çĕршыва хÿтĕлеме кашниех хатĕр пултăр

ГТО комплексĕ паянхи ăрăва сывлăш пекех кирлĕ

Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн çăмăл мар тапхăрĕнче пурăннă ватăсем, Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплексне çĕнĕрен чĕртсе тăратас ĕçе пуçарнине ырлатпăр. Паянхи ăрăва сывлăш пекех кирлĕ вăл.

Эпир шкулта вĕреннĕ чухне уроксем хыççăн кÿршĕ ял ачисемпе яланах футболла, волейболла е лапталла выляттăмăр. Кĕнеке вулаттăмăр, çуллахи вăхăтра каçхине урамра пухăнса вăййа тухаттăмăр, юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Хĕлле клубра ял çыннисене концертсемпе, спектакльсемпе савăнтараттăмăр.

17 Раштав, 2014

Фермерсене патшалăх пулăшăвĕ кирлех!

Унсăрăн вĕсем аталанаймĕç

Кам ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ. Чылай чухне çак каларăш чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Калăпăр, асаттесен йăлипе тĕпкĕчĕн ашшĕ-амăшĕн килĕнчех пурăнмалла, анчах вăл ялта юласшăн мар.

27 Чÿк, 2014

Хăйĕн патшалăхĕ пулсан - халăх пĕтмест

Ку чăнлăха истори опычĕ çирĕплетет

Украинăри лару-тăру политикăран айккинерех тăракансене те калаçтарнăран чăваш историкĕ, «политикĕ» те «Аргументы и факты Чувашия» хаçата интервью памасăр юлайман.

22 Чÿк, 2014

Космонавт пилĕ

...Çирĕм икĕ çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ унтанпа, Пучинке салипе Çирĕклĕ ялĕ хушшинчи тÿремлĕхре çĕнĕ урам ÿссе ларнăранпа. Çак тапхăрта унта капмар та хÿхĕм çурт-йĕр çавăракансен йышĕ икĕ хут пысăкланнине савăк кăмăл-туйăмпа палăртать иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Красный партизан» колхозăн строительство цехне ертсе пынă Анатолий Петров.

18 Чÿк, 2014

Ку - пирĕн тивĕç. Эпир пултармаллах

Раççей Федерацийĕн уявĕсен кăçалхи календарьне хальхинче нихçанхинчен те ытларах кăсăкланса тишкерсе тухрăм. Сăлтавĕ те тупăнчĕ. Чăннипех, мĕнле кăна уяв çук иккен пирĕн? Сăмахран, акă, январь уйăхĕнче кăна тĕрлĕ пулăмпа çыхăннă 30 куна /ятарласа шутларăм!/ паллă тăватпăр: Çĕнĕ тата Кивĕ çул, РФ прокуратура ĕçченĕсен кунĕ, Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем, Студентсен кунĕ тата ытти те. Эпир пĕлменни те сахал мар иккен: çак уйăхрах - ытама илме юратакансен кунĕ, шурă эрех «çуралнă» кун. Ытти уйăхсенче те тĕлĕнмеллисем тупăнчĕç.

Pages