Шухăш

11 Нарăс, 2016

Ĕçченĕн сĕтелĕ пуян

Çĕршывра «кризис» теççĕ. Кун пирки пире массăллă информаци хатĕрĕсем кашни кунах аса илтереççĕ. Анчах вăл ялта хулари пекех сисĕнмест. Кунти халăх никам çине те шанмасть, хăйĕн ĕçне пурнăçлать: выльăх-чĕрлĕх пăхать, вăхăтра тырă-пулă, пахчаçимĕç çитĕнтерет, выльăх апачĕ хатĕрлет. Ĕçлеме ÿркенмен çын ялта выçă лармасть: унăн сĕтелĕ çинче аш-пăш, сĕт-çу, улма-çырла нихăçан та татăлмасть. Çитменнине вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçпе апатланать. Ара, хамăр валли ÿстеретпĕр мар-и? Çавăнпа кирлĕ-кирлĕ мар им-çампа усă курмастпăр.

3 Чÿк, 2015

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ - халăх ăсĕпе тÿсĕмлĕхĕн палли, вăй-хăват символĕ

Кашни тапхăрăн - хăйĕн уявĕ. Пурнăç улшăнса пынă май пĕрисем вăхăтлăха килеççĕ те темиçе ăру асĕнче кăна юлаççĕ, теприсем темиçе ĕмĕр манăçра пулсассăн та çĕнĕрен чĕрĕлеççĕ, чи пĕлтерĕшлĕ уявсем пулса тăраççĕ. Иртнĕ вăхăтсенче эпир чÿк уйăхĕнче Октябрьти революцие чыслаттăмăр, хула-ялсенче демонстраци ирттерсе паллă тăваттăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне те, студент пулса тăрсан та класĕпех е факультечĕпех урамсене хăваласа тухатчĕç. Самана улшăннă май асăннă уявăн кун-çулĕ çыннăн пĕр ĕмĕрĕнчен те кĕскерех пулчĕ.

15 Авăн, 2015

Ял çыннин нуши çаплах нумай-ха

Хресчене нихăçан та çăмăл пулман, анчах вăл пуçа усса нăйкăшман, йывăрлăхсемпе кĕрешме хал çитернĕ. Çанталăк япăх тăнă çулсенче те хĕл каçмалăх тырпул, çĕрулми, пахчаçимĕç туса илнĕ, выльăх ĕрчетнĕ. Унăн пурнăç шайне ÿстерес, ĕçне çăмăллатас тесе патшалăх сахал мар тăрăшать. Çивĕч ыйтусем вара çаплипех тăсăлса пыраççĕ. Ял çынни ăнланать ăна. Мĕн шухăшланине-палăртнине хăвăрт пурнăçлама май çук çав. Мускава та 900 çула яхăн тăваççĕ вĕт, ĕçĕ çавах вĕçленмест.

12 Çурла, 2015

Сăмахсене тĕрĕс çырассишĕн эпир те, писательсем те, яваплă

Тăван чĕлхе... Тăван сăмах... Ача чухне анне сĕчĕпе пирĕн ăш-чике, ăстăна кĕрсе вырнаçать те вăл пире кунçул тăршшĕпех чун-чĕрен чи варлă туйăмĕсене ăса илсе упрама пулăшать. Тăван сăмах ăшши этем чĕри патне тÿрех çул тупать. Унпа кирек мĕнле кăткăс шухăша та кирлĕ пек çавăрттарса калама пулать. Унăн хăвачĕ хĕçпăшалпа тан. Унпа пĕр-пĕрне амантма та, хавхалантарса вăй пама та пулать вĕт-ха. Çавăнпа та ку е вăл сăмаха шухăшламасăр, "тытса пăхмасăр" персе яма кирлĕ мар. Çăвартан тухнă сăмаха каялла ярса тытма май çук теççĕ. Ку çаплах ĕнтĕ.

Pages