Ял çыннин нуши çаплах нумай-ха
Хресчене нихăçан та çăмăл пулман, анчах вăл пуçа усса нăйкăшман, йывăрлăхсемпе кĕрешме хал çитернĕ. Çанталăк япăх тăнă çулсенче те хĕл каçмалăх тырпул, çĕрулми, пахчаçимĕç туса илнĕ, выльăх ĕрчетнĕ. Унăн пурнăç шайне ÿстерес, ĕçне çăмăллатас тесе патшалăх сахал мар тăрăшать. Çивĕч ыйтусем вара çаплипех тăсăлса пыраççĕ. Ял çынни ăнланать ăна. Мĕн шухăшланине-палăртнине хăвăрт пурнăçлама май çук çав. Мускава та 900 çула яхăн тăваççĕ вĕт, ĕçĕ çавах вĕçленмест.
Ялта пурăнакан çăва тухсанах çитес хĕл пирки шухăшласа вут-шанкă хатĕрлеме тытăннă. Торф е çĕркăмрăкĕ, вутă вăхăтра туянасси уншăн чĕр нуша шутланнă. Хăшĕ-пĕри май пур чухне темиçе хĕл каçмалăх янтăлама тăрăшнă. Ялсене çутçанталăк газĕ кĕртсен вĕсенчен телейлĕрех çын çукчĕ те пулĕ. Унпа халĕ çурта та ăшăтаççĕ, апат та хатĕрлеççĕ. Чăн-чăн ырлăх! Телевиденипе те, компьютерпа та усă куратпăр. Интернетпа тĕнчене тухатпăр. 50-60 çул каялла ун пирки тĕлленмен те. Ялсене асфальт сарнă çулсемпе çыхăнтарчĕç, автобуссем çÿреççĕ. Çул-йĕр нуши чакрĕ, анчах урамсенче пĕтмерĕ-ха вăл. Çуркунне-кĕркунне пылчăкра атăсăр утаймăн. Малалла вулас...
Комментари хушас