Шухăш

2 Пуш, 2017

Çĕрулми тупăшлă-и е тăкаклă-и?

Пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти "Экспо-Контур" суту-илÿпе курав комплексĕнче "Çĕрулми – 2017" регионсен хушшинчи курав тăххăрмĕш хут иртет.

Курав — çĕрулми туса илекенсен, инвесторсен уçă форумĕ. Вăл "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтернĕ, упранă, тирпейленĕ çĕрте малти опытпа, технологипе паллаштарать. Унта çулсерен тĕрлĕ регионтан тата ытти çĕршыври предприятисем хутшăнаççĕ. Куравра "çавра сĕтелсем", наука-практика конференцийĕсем, ĕçлĕ тĕлпулусем иртеççĕ.

16 Нарăс, 2017

Мĕскĕн халăх пулас мар

Пĕлĕшĕн ачи чăваш ялĕнче пурăнать пулсан та ял çыннисемпе вырăсла калаçни тарăн шухăша ячĕ. Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ те чăвашсемех, йăх тымарĕсенче те ют наци çынни çук. Ăçта çитсе тухрăмăр капла? Мĕншĕн тăван чĕлхене хисепрен кăларса вырăсла калаçма пуçларăмăр? Тен, чĕлхе историне, культурăна пĕлменни, тавракурăм ансăрри, атте-аннене, тăван халăха хисеплеменни çак утăма тума хистет. Мĕн каланă пулĕччĕç-ши пире ку тĕлĕшпе несĕлĕмĕрсем?

11 Нарăс, 2017

Лав пуçĕнче - хĕрарăм

Çемьери йĕркесĕрлĕхе, мăшăрсенчен пĕри ĕçке ернипе, кулленхи ĕçе тĕрĕс татса пама пултарайманнипе тата ăнланулăх çитменнипе паянхи çемьесем тепĕр чухне саланса каясси патнех çитеççĕ. Мăшăрсен çемье лавне пĕр пек туртмалла. Темле пулсан та арçыннăн ытларах пайне хăйĕн çине илмелле. "Ку сан ĕç" е "ку ман ĕç мар" тесе хирĕçмелле мар. Пĕр-пĕрне ăнланмалла. Нумай çул ертÿçĕре тăрăшнă май çакнашкал самантсене час-часах хутшăнма тÿр килнĕ. Арçынсене кÿрентересшĕн мар эпĕ, тĕрĕс ăнланăр. Анчах хăшĕ-пĕри килти ĕçе хĕрарăм çине тиеме тăрăшать.

2 Нарăс, 2017

Çамрăка яла хăварасчĕ

Çамрăксене ял хуçалăх отраслĕпе ытларах кăсăклантарма районсенче аграри класĕсем уçмалли пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та каларĕ. Паянхи куна çакнашкал классем республикăра Шупашкар, Çĕрпӳ, Красноармейски, Патăрьел районĕсенче йĕркеленнĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Кăшавăш тата Янăш шкулĕнчи профильлĕ классенче вĕренекенсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине экскурсие килнĕ. Вĕсене унта ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ. Малашне çамрăксене çири симĕс жилетсене пула тӳрех палласа илĕн.

1 Раштав, 2016

Кам мĕнпе пуян...

«Чулпа перекене çăкăрпа пер», — тенĕ авалах. Анчах хытă кÿреннĕ, инкекĕсенче мĕнпур çут тĕнчене айăплама хатĕр çын çак тĕрĕслĕхе ниепле те йышăнаймасть. Хура туйăмĕсене ыттисенчен пытарас тесе çемçен калаçсан та чăнни çиеле тухатех. Тыткаларăшра, ĕçре палăрать вăл. Акăлчансен кун пирки питĕ аван ваттисен сăмахĕ пур: «Санăн ĕçÿсем хăв пирки янăравлă каланине пула эс пуплени илтĕнмест те».

Pages