Мĕн аса илĕç-ши?
Ачамсем ача садне, шкула çÿреме пуçланăранпа уявсем савăнтарма пăрахрĕç. Укçа пухмалли сăлтав пек туйăнма пуçларĕç вĕсем мана. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулать тесен пĕлсех тăр - укçа хатĕрлемелле. Кашнинчех пин тенкĕрен кая мар. Унсăр пуçне ытти вак-тĕвек мĕн чухлĕ тата. Вак-тĕвекĕ шутне ача садне татти-сыпписĕр тенĕ пек килсе тăракан театршăн т.ленинчен пуçласа класри шыв савăчĕшĕн укçа пани таранах кĕрет. Класра юсав ĕçĕсем тумалла-и, пластик кантăк лартмалла-и - ашшĕ-амăшĕн шучĕпе. «Иртнĕ кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче 2,5 пин тенкĕ пухса класра пластик кантăк лартрăмăр», - тетĕп пĕлĕшĕме.