Шухăш

2 Авăн, 2014

Пĕлÿ пухма шăнкăрав йыхравларĕ

Хăмăр кĕпен пĕрмисене сăмса тăррине тар тухиччен якатнă, крахмалланă шап-шурă çухине çĕлесе хунă, сумкăна тетрадь-ручка чиксе хатĕрленĕ, ирхине çывăрса тăрсан пÿрт умĕнчи пахчаран чи хитре чечексенчен уяв çыххи хатĕрлесси кăна юлать. Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕнхи куна çапла миçе хутчен чăтăмсăррăн кĕтмен-ши! Шкул сукмакне такăрлатма пăрахнăранпа кăна мар, аслă вĕренÿ заведенийĕн сакки çинчен тăнăранпа та чылай вăхăт иртрĕ пулин те авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ килсе çитмессерен чуна ырă варкăш кăтăклать. Юратнă вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннĕ тантăшсем аса килеççĕ.

23 Çурла, 2014

Мĕнпе хитре хула урамĕ?

Çак ыйтăва ахальтен памарăм хама. Шупашкарăн 545 çулхи юбилейне кĕрлеттерсе ирттерсе ятăмăр. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Хула кунĕнче, Хĕрлĕ тÿремсĕр пуçне тĕп урамра та - Ленин проспектĕнче - юрă-кĕвĕ янăраса тăчĕ. Унсăр пуçне вăл вăхăтлăха «Пултарулăх бульварĕ» пулса тăчĕ.

22 Çурла, 2014

Ĕç лаши

Ача çуралнине "çума" юлашки хут хăçан кайнине те ас тумастăп, виле çине вара час-часах кайма тивет. Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитменнисем нумай вилеççĕ – хĕрĕх-аллă çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем. Тепĕр вăтăр-хĕрĕх çул таплаттарса пурăнмалла пек. Çук вĕт. Каяççĕ те каяççĕ пĕрин хыççăн тепри. Пĕрне асăнмалли хĕрĕх кун çитмен, тепри автансăр яла ăсанать.

Çăва çине черетлĕ çамрăка пытарнă чухне пĕр хуçалăх ертÿçи хурлăхлă митингра çапла каланăччĕ:

– Турă леш тĕнчене ĕçлеме пултаракан, вăй питти çынсене илсе каять...

15 Çурла, 2014

Хаксем пурне те тивĕçтерччĕр

Çак кунсенче Тăвай район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Валерий Чайкинпа калаçса илтĕм.

– Эсир ялсене тăтăш тухса çÿретĕр. Уйрăм çынсенчен сĕт пухасси мĕнле пырать?– ыйтрăм унран.

– Халăх кăмăлсăр. Сĕт пухакансем хресченрен мăшкăлланă пекех туйăнать. Шутлăр-ха: 11-12 тенкĕ кама тивĕçтертĕр? Хĕл кунĕсенче те пысăк пулман вăл. Халĕ, ĕне сĕт нумай антарнă тапхăрта, çынсене хавхалантарас вырăнне пĕчĕк хак сĕнеççĕ. Ĕнене сутас шухăшлисем пур. Пĕрре сутсан тепре туянма çав тери йывăр. Шел те, эпир хаксене витĕм кÿрейместпĕр. Каплах пулса пырсан ĕне йышĕ чакĕ.

13 Çурла, 2014

Тирпейсĕрлĕх чун-чĕрене ыраттарать

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсем арканчĕç те çĕр ĕçĕ хисепсĕре тухрĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче, сарай, ферма, общество çурчĕ таврашĕнче, урамсемпе çырмасенче, хуçасăр пахчасенче те пиçен, хупах, вĕлтĕрен, хыт хура, вĕтлĕх ашкăрма тытăнчĕ.

Pages