Мĕскершĕн, мĕншĕн ял пĕтет?
Пушă çурт кашни ялтах пур. Вĕсен шăпи пурин те пĕрешкел: кил хуçисем вилнĕ, ачи-пăчи çĕр-шыв тăрăх саланнă. Ватă çын пек малалла ÿпĕннĕскерсем кичеммĕн лараççĕ. Хăй вăхăтĕнче çак çуртсенче те пурнăç вĕренĕ-çке: ача-пăча çитĕннĕ, мăрьерен тĕтĕм тухнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнă. Паян вара вĕсенче никам та пурăнмасть. Çын çÿременрен сукмак та çеремпе витĕннĕ, пахча юпи чалăшнă, хапха ишĕлнĕ. Ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне хупса хуланаллах талпăнма тивет çамрăкăн. Халĕ ялта пурăнма условисем пурах тейĕпĕр: газ çунать, такăр çул яла çитет. Анчах ĕç çукки пĕтерет. Чылай тăрăхра хуçалăх саланнă.