Шухăш

3 Пуш, 2015

Пуçа килчĕ ăслă шухăш...

Унчченхипе танлаштарсан редакци почти халь самай чухăнрах. Интернет, электронлă çыхăну хатĕрĕсем пурнăçа йăлт улăштарчĕç те - çыру çÿретекен сахалланчĕ. Хаçат тусĕсем Пичет çуртне сайра хутра кĕрсе тухаççĕ. Районсене çÿренĕ май çынсемпе хамăр ытларах тĕлпулса калаçма тăрăшатпăр. Чăваш чунрине, шалтине уççăн пĕлтерекен çын мар, çапах кăмăл выртсан мĕн хумхантарнине калатех. Тепĕр чухне ăслă шухăш пырса кĕрет ун пуçне. «Эп каланине хаçатра çырмастăр ĕнтĕ, хамăр хушăра персе ятăм», - тесе алă сулать. Пурне те пырса тивекен сăмаха мĕншĕн халăх çине кăларас мар-ха?

12 Нарăс, 2015

Тухтăр канманшăн чирлисем айăплă-и?

Юрăç пулнă май хальччен халăхпа ытларах чухне концертсенче, тĕрлĕ уявра тÿрремĕн калаçнă пулсан, хальхинче мана кун-çул хăйне тепĕр енчен кăтартрĕ. Больницăра выртма тиврĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çак больницăра виçĕм çул - Ватăсен кунне, пĕлтĕр вара унта ĕçленĕ тата ĕçлекен амăшĕсем валли илемлĕ концерт йĕркеленĕччĕ. Çак уявра чуна уçса юрлани çывăхлатрĕ пире. Чи малтанах хамăн ентеше, лор-тухтăра Генрих Федорович Артемьева чунран тав сăмахĕ калас килет. Вăл çын сывлăхĕшĕн чăннипех тăрăшать, мана та чирпе аптăранă вăхăтра самаях пулăшрĕ.

10 Нарăс, 2015

Кунçул таппинчи тепĕр утăм

Çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Тинтерех çеç Культура çулталăкне кĕнĕччĕ, вăл та хыçа юлчĕ. К.В.Иванов çулталăкне /Раççейре - Литература çулталăкĕ/ те кĕтĕмĕр.

Мĕнпе асра юлчĕ яланлăхах историе юлакан самант /тĕнче кун-çулĕшĕн, этемлĕх тапхăрĕшĕн çулталăк чăнласах самант çеç/?

6 Нарăс, 2015

Хамăр ларакан турата касатпăр

Культура çулталăкĕ юрласа-ташласа иртсе кайрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне çак ĕçшĕн яваплă çынсем тăвĕç-ха. Паллах, пысăк ÿсĕмсем тунине палăртĕç. Чуна ыраттаракан ыйтусем вара яланхиллех юлĕç...

15 Кăрлач, 2015

Анне пурри - телей

«Хĕрача амăшĕ çумне çыпçăнать, арçын ача - ашшĕ патне», - тесе ахальтен каламан-тăр. Паллашар-ха çиччĕмĕш класра вĕренекенсен сочиненийĕсенчи шухăшсемпе. Çакăн пек йĕркесем шăрçалаççĕ вĕсем хăйсен юратнă çыннисем çинчен. Кашнинчех вĕсен ăшă-ăшă туйăмĕ палăрать.

Pages